Çул çитмен ача преступлени серепине ан çаклантăр

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:34 Просмотров: 290

Интервью

Сывă та тĕреклĕ общество никĕсĕ - ачасем. Çавăнпа та вăл мĕн пĕчĕк-рен тĕрĕс çул çине тăрса ỹстĕр, ашшĕ-амăшĕнчен кирлĕ воспитани илтĕр, çав вăхăтрах преступлени çулĕ çине ан тăтăр тесен чăн малтан ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркелемелле. Ку тĕлĕшпе районта профилактика субъекчĕсем сахал мар. Çак кунсенче эпир редакци тĕпелне район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин секретарьне Лариса Алексеевна Комиссаровăна чĕнтĕмĕр, преступлени çулĕ çине тăнă ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, социаллă педагогсемпе, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе тата ыттисемпе мĕнле явăçса ĕçлени, шкул ачисем ытларах хăш енĕпе айăпа кĕни пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Лариса Алексеевна, иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче çул çитмен ачасем преступлени тăвасси 20 процент ỹснĕ. Район полицийĕн инспекторĕсем право йĕркине пăснипе çыракан административлă протоколсем сирĕн комисси витĕр тухаççĕ. Çул çитмен ачасем саккун умĕнче ытларах мĕнле "çылăха" кĕреççĕ-ши? Ун пек ачасем нумай-и?

- Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн комиссинче çул çитмен 28 ача шутра тăрать. Вĕсем хушшинче хĕрачасем те пур. Шута илнĕ кашни çамрăк ачана тĕрĕс çул çине кăларас тĕллевпе профилактика учрежденийĕсемпе пĕрле уйрăм карточка уçатпăр, ачана та, унăн ашшĕ-амăшне те куçран вĕçертмесĕр сăнаса, асăрхаса тăратпăр. Хальхи вăхăтра вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче КДНра тата ПДНра шутра тăракан 12 ача вĕренет. Вĕсем пурте йĕрке хуралĕсĕр пуçне учительсен, социаллă педагогсен, çав вăхăтрах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тимлĕхĕнче те.

Преступленипе уголовлă ĕç пуçарнă тĕслĕхсем ытларах ют пурлăха, япалана вăрланипе çыхăннă. Пĕлтĕр ун пек ултă тĕслĕх пулнă. Пирĕн пата килекен протоколсенчен ытларах пайĕ РФ КоАПăн 5.35 статйипе - ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани паманнипе - çыхăннă. Пĕлтĕр çеç çак сăлтавпа 158 материал пăхса тухнă.

- Комисси членĕсем умĕнче ытти сăлтавпа пите хĕретекенсем, явап тытакансем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Чылай чухне ăспа та, хул-çурăмĕпе те çирĕпленсе çитмен ачасем хăйсенчен аслă çынсен витĕмне кĕрсе ỹкеççĕ, вĕсен серепине çакланса парăнаççĕ, юлашкинчен административлă право йĕркине пăсаççĕ. Преступленисенчен пĕри - ун пек тума юраманнине пĕлсе тăрсах аслисем çул çитмен ачана эрех ĕçме, пирус туртма явăçтарни. Иртнĕ çул комисси ларăвĕнче çакнашкал 17 ĕçе пăхса тухнă.

Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту - 18 çул тултарман ачасем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹрени. РФ КоАПăн 20.22 статйипе пĕлтĕр айăпланакансен 11 ашшĕ-амăшне 1,5 - 2 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттер- нĕ.

- Пысăк преступлени пĕчĕккинчен пуçланать темелле. Çемьере çирĕп йĕрке, тимлĕх, пурăнма тата вĕренме кирлĕ услови пулманни ачана хăйне ирĕккĕн туйма пулăшакан меслет. Социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесемпе мĕнле хутшăнура ĕçлетĕр? -Кун пек çемьесен йышĕ улшăнсах тăрать. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне профилактика учетĕнчи 51 çемьере 123 ача çитĕнет. Пĕлтĕр çеç çак йыша тепĕр тăватă çемье хутшăнчĕ. Çак ушкăнти ачасем мĕнле условисенче вĕреннине, килти лару-тăрăвне комисси членĕсемпе, профилактика субъекчĕсемпе вырăна тухса тĕрĕслесех тăратпăр. Ку ĕçе вырăнти ял тăрăхĕсене, шкулсене те явăçтаратпăр, çемьесенче калаçусем ирттеретпĕр, май пур таран пулăшатпăр. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче çеç ăнăçсăр, йывăр шăпаллă çемьесене 15 хутчен тухса рейд ирттернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пирĕн ĕçе вырăна хурса хакламанни, рейда тухнă комиссине киле кĕртменни, хапхине питĕрсе хуни тарăхтарать. Унтан та ытла çемьери çул çитмен ачасемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика