Çак сăмахсене Туçара пурăнакан Геннадий Павлович Баданов мăшăрне юрас тесе мар, чун-чĕререн калани сисĕнчĕ. Таса туйăмпа çур ĕмĕр пĕрле пурăнса ирттернĕ çемье пуçлăхĕ арçынла чăтăмлăхне парăнса шывланнă куçне сăмса тутрипе типĕтрĕ. Аслă Туррăмăра пуриншĕн те тав туса чĕркуçленес вырăнне çутă тумламсем куштăрканă пит çăмарти çийĕн йăр! та йăр! юхса йĕр турĕç. Савăнăç куççульне парăнтарса кил хуçи юратнă мăшăрĕпе - Валентина Алексеевнăпа - ылтăн хапха умне çитсе тăнă тапхăра сыпăкăн-сыпăкăн аса илчĕ. Вăл хавхаланса та çунатланса калаçни хăйех çак мăшăр ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе, таса туйăма упраса пурăннине çирĕплетсе пачĕ.
- Телейĕм шăла çĕмĕрсе кĕнишĕн паян та савăнса пĕтерейместĕп. Ун чухне эпĕ 24 çулхи каччă пулнă. Аслă пĕлỹ илнĕ специалист Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозра инженер-механикра ĕçлеттĕм. Пĕр каçхине кичемлĕхе сирес тĕллевпе юлташсемпе урама уçăлма тухрăм. Ăнсăртран-кĕмсĕрт тенĕ пек хĕрсен ушкăнне тĕл пултăмăр. Шăпăлтатрăмăр, калаçрăмăр пулĕ. Çав вăхăтра Углев Юман (йывăр тăпри çăмăл пултăр) çак ушкăнти пĕр хĕре уйăрчĕ те: "Гена, тыт! Кĕçĕртен çак чиперкке санăн!" - терĕ. Те шỹтлерĕ вăл ун чухне, те чăнласах та мана пулăшас шутлă пулчĕ. Каçал тăрăхĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр хĕрне - Валентинăна - хамран урăх вĕçертмерĕм. Унтанпа, акă, аллă çул ытла та хыçа юлчĕ,- хăйĕн телейлĕ шăпин пуçламăшĕ пирки çапла хавхаланса калаçрĕ Геннадий Павлович.
Бадановсем ял çинче яланах ырă тĕслĕхлĕ: пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнма пĕлнипе те, ывăлпа хĕрне ĕçре пиçĕхтерсе ỹстернипе те, хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланипе те... "Çапла пулма пире чăн малтанах пăянам нумай вĕрентрĕ. 1987 çулччен (йывăр тăпри çăмăл пултăр) унпа пĕр-пĕрне ăнланса пĕрле пурăнтăмăр. Ачасене çитĕнтерме, ĕçе вĕрентме те вăлах чылай витĕм кỹчĕ",-кăмăлтан аса илчĕ Валентина Алексеевна мăшăрĕн амăшне.
Геннадий Павлович ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн тавра курăмне анлăлатас, усăллă та пархатарлă ĕçпе çынсене пулăшас тĕллевпе пурăннă. Аслă пĕлỹллĕ специалист мĕн вĕреннипе çеç çырлахса ларман, наука каçалăкĕнче курăмлă ĕçсем тума тăрăшнă. Паян унăн архивне "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ рационализаторĕ", "СССР изобретателĕ" паллăсем тата ытти наградăсем пуянлатаççĕ. Унсăр пуçне вăхăтĕнче селекципе пахча çимĕç туса илекен Пĕтĕм союзри наукăпа тĕпчев институчĕн "Гвардеец" колхозри пунктне чылай çул ертсе пынă. Шăпах çавăн чухне вĕсем М. Рахматуллин ĕçтешĕпе сухан пуçтармалли комбайн шутласа кăларнă. Сăмах май каласан, ун чухнех Туçасемшĕн çак пахча çимĕç культури хăйне евĕр "бренд" шутланнă. Наука сотрудникĕсем хăйсем ăсталанă техникăпа 40 çул каяллах Чернигов облаçĕнче 26 гектар сухана виçĕ эрнере пуçтарса панă. Тĕрĕслев ăнăçлă иртнĕ! Наука ĕçĕнче ăна агроном специальноçне алла илнĕ мăшăрĕ те чылай пулăшса, хавхалантарса пынă.
Пурнăçăн кашни тапхăрĕ хăйне евĕр ырă енпе пуян. Геннадий Павлович тăван ялта хуçалăх председателĕн çумĕ пулса та, ертỹçĕре те, агрономра та тăрăшнă. Вунă çул И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕпе агропромышленность техникумра студентсене пĕлỹ панă. Наука тĕнчинче хăйĕн вырăнне тупнă ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕн пулас çамрăк специалистсене анлă çул çине кăларма мехел çителĕклĕ. Ку таранччен унăн СССРăн тĕрлĕ изданийĕнче 12 наука ĕçĕ кун çути курнă. Вăл виçĕ изобретени, рационализаторла 57 сĕнỹ авторĕ тата ытти те. Кирлĕ пулсан паянхи кун та çамрăк специалистсене, уйрăм фермер хуçалăх ертỹçисене ырă сĕнỹ-канашпа пулăшма хатĕр.
Çын яланах ĕçпе илемлĕ пулнă. Ун пек чухне вăл сăнпа та, чунпа та ватăлмасть, ял-йышра та хисеплĕ. Туçара пурăнакан Геннадий Павловичпа Валентина Алексеевна Бадановсене ку тĕлĕшпе Турă чăнах та кỹрентермен.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |