Пĕлнĕ ĕçех вĕрентеççĕ вĕт...

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2020, 11:02 Просмотров: 501

Çапларах калама пултарĕ хăшĕ-пĕри мĕн çинчен сăмах хускатнине асăрхасан. Çапах та ан васкăр, тен хăвăра валли усăлли те сахал мар пулĕ пирĕн сăмахсенче.

Çĕр ăшăнсанах хăш культурăна ăçта акса-лартмаллине палăртăр. Пĕр вырăнта темиçе çул çав культурăнах ỹстерме юрамасть. Ун пек чух тĕрлĕ чир-чĕр, сиенлĕ кăпшанкăсем хунаса кайма, пахча çимĕçе сиен кỹме пултараççĕ.

Чи кирли вăл тăпрана лайăх кăпкалатса хатĕрлесси. Çуркунне лаптăксене тарăн мар, кĕркуннехин çурри чухлĕ кăна кăпкалатмалла. Ỹсен-тăрана лайăх сывлама, ăшăнма, ỹсме май пултăр тесен йăрансене 70-100 сантиметр анлăш, 10-25 сантиметр çỹллĕш тусан çитет. Енчен те сирĕн пахча е лаптăк айлăмра вырнаçнă пулсан йăрансене çỹллĕрех тумалла.

Тăпра ăшăнса пынă май малтан сивве тỹсĕмлĕ пахча çимĕçсене: кишĕр, редис, салат, шпинат, вăрă суханĕ, пăрçа, çарăк - акма юрать. Кăшт каярахпа кăшман акма пулать. Çак çимĕçсен йăранĕсене хатĕрленĕ чух минераллă удобренисемпе усă курма пулать (тăпра чухăнрах, тислĕк ăна сахал лекет пулсан ĕнтĕ). Кашни тăваткал метр пуçне 10-15 грамм аммиак селитри, 15-20 грамм хлорлă кали, çавăн пекех çур витре çĕрĕк тăпри.

Вăрăсене мĕн тарăнăш акасси вĕсен виçинчен килет: вăрă мĕн чухлĕ вĕтĕрех, çавăн чухлĕ ăшăхрах акмалла.

3-4 сантиметр тарăнăшне - пăрçа, пăрçа йышши культурăсене, кавăн;

2-3 сантиметра- кăшман, шпинат;

1-2 сантиметр - редис, укроп, сухан вăррисене;

1 сантиметр - петрушка, çарăк, кишĕр, салат вăррисене акмалла.

Вăрăсене йăрана хатĕрленĕ хыççăн тỹрех акмалла.

Акнă хыççăн тăпран çиелти сийне каярахпа хытă хупăпа витĕнсе ларма памалла мар. Çинçе калчасем йĕркеллĕ шăтса тухма пултарччăр тесе йăрансене пĕрмаях нỹретсе тăмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика