Пирĕн хăна - Илья Журавлев

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2020, 11:06 Просмотров: 497

И. Журавлев Красномайск ялĕнче 1955 çулхи августăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Илья Алексеевич "Авангард" хаçат çитĕнтернĕ сумлă журналистсенчен пĕри. Ача чухнех шкул хыпарĕсене, каярахпа "Ленинец" колхозри комплексла бригада ĕçĕн çитĕнĕвĕсене çутатса тăнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн "Пионер сасси" ("Тантăш"), "Хресчен сасси", "Хыпар" хаçатсен, "Халăх шкулĕ" журнал редакцийĕсенче, Чăваш телерадиокомпанийĕнче корреспондент, пай пуçлăхĕ, яваплă секретарь, редактор, тĕп редактор çумĕ пулса тăрăшнă. Ĕçри пултарулăхшăн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. И. Журавлев СССР журналистсен союзĕн членĕ. Ĕç ветеранĕ. Пушă вăхăтра тĕрлĕ хайлав çырать. Паян вулакана юлашки вăхăтра калăпланисемпе паллаштаратпăр.

Виççĕмĕш кун...

Пурнăçăмра пĕтĕмпе те виçĕ кун çеç... Пĕринче ача-пăча шутĕнче савăнтăм, тепринче яш çулĕсемпе шухăшсăр çỹрерĕм, виççĕмĕшĕнче çанă тавăрса ĕçлерĕм, çемье çавăрса ача-пăча ỹстертĕм.

Тепĕр енчен сăнатăп пурнăçăма: виçĕмкун - айăпсăр ачаччĕ, ĕнер - мăшăрпа киленнĕ ар. Вăл та халĕ юнашар мар, тахçанах сыв пуллашрĕ, леш тĕнчере кĕтет мана... Паянхи кун - черетпе вырнаçнисем, юлнă шутлă кунсем.

Пурнăçăн кашни тапхăрĕ - шăпа пỹрнĕ таса илем. Ача чухне вăл хăйĕн янравлă кĕсле кĕввипе тулнă. Çумăрĕ те куç тулли илемпе шăпăртатнă, аякри асамат кĕперĕ çичĕ тĕспе карăнса йăл кулнă. Юртан тасалнă çырма-çатра валакĕсем пысăк çăлкуç евĕр шăнкăртатнă. Выля, савăнтар хăвăн янра куллупа таврана. Тен, çапларах ыр сунса сапаланă пуль сарă хĕвел хăйĕн шевлине ача-пăча çине.

Яш чухне пире ăраскалăмăр çамрăклăх илемĕпе капăрлатать. Асăмрах тус-тантăшпа паллашни. Чун-савнине суйлани. Пĕрремĕш хут тусăма кил умне çитерни, шурă хурăн çумĕнчи сак çинче шăппăн-шăппăн калаçни, шурăмпуç çутипе ал парса уйрăлни - пурте асра, куç умĕнче. Тĕттĕм тăкăрлăкра ачашшăн чуптуни те, алтăр çăлтăр айĕнчи пирвайхи юрату та, юнашар катари куккук сассине шутлани те - пурте пĕрремĕш хут. Манăн çăлтăр тỹпере тесе кăшкăрас, кăмăл чаракне уямасăр çил çунат тилхепине карăнтарса тăманлă уй-хирпе малалла ăнтăлас килет. Эх, çамрăклăхăм... Мĕншĕн тĕтреллĕ эсĕ? Кăштах çилĕ вĕрет те куç умĕнчен çухалатăн...

Ывăнмарăн-ши, тăванăм, тăвалла утса? Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Сапаламарăн-и вăй-хăватна пурнăçăн тĕрлĕ кукăрĕнче? Виççĕмĕш кун утатăн-çке... Çитейĕн-ши ыр халлĕн тĕллевỹ патне? Умра _ ырă ĕмĕтсем. Ирхи тĕлĕк пек çухалмĕç-ши вĕсем? Вăхăчĕ шăвать те шăвать. Вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Вăйпа чараймăн ăна. Тус-юлташпа тĕл пулсассăн - тĕлĕнетĕн, епле улшăннă эпир... Тĕкĕр витĕр пирĕн çине шухăшпа, кун-çулпа ватăлнă пит-куç, кĕмĕлпе сăрланнă çỹç-пуç салхуллăн тинкерет. Аса илỹсем те ĕнерхисем мар. 30-40 çул каялла пулса иртнисем çинчен сăмахлатпăр. Манăçмаççĕ вĕсем.

Çурхи каçсем

Сад пахчипе утатăп. Кичем унта. Чуна тунсăх пусать. Çумăра пула яштака хурăнсем нăйкăшса йĕнĕн туйăнаççĕ. Вĕсен çара турачĕсем пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе сĕрлеççĕ. Хушăран çĕкленекен кăра çил сĕрлеве тата ытларах вăйлатать. Туратсем çинчен тумламăн-тумламăн тăкăнать сивĕ куççуль. Вăйсăр пулин те, шăн пăра шăтарма хăтланать.

Вăрманта, çырма-çатрара, пуш хирте тĕтре йăсăрланать. Катасем тăрăх саланса йывăç-тĕме шурă пĕркенчĕкпе витет. Путăк- лă-шăтăклă юр лаптăкĕсене тĕксĕм кăвак сăн çапнă. Çаксене курас тенĕ пекех юхан шыври пăр катăкĕсем пуçĕсене çĕклеме хăтланаççĕ. Ирĕке килĕштерекен йывăç шавĕ унталла та кунталла пăрăнма хăтланать. Пуш уйăхĕн сивĕ керменĕ пушанайман-ха.

Çурхи каçсем пĕр-пĕринпе тытăçса кĕрешеççĕ. Акă, çил ачисем ураланакан тĕтрене хиртен хăвалама пуçларĕç. Тỹпери çăлтăрсем вăйă картине тăрса пин-пин тĕслĕ йăлтăртатаççĕ. Алтăр çăлтăр хăйĕн куркине уçса çакнă. Çурхи шыв та хаваслăрах шăнкăртатса юрлама пуçларĕ. Вĕсен çемми кураксене килĕшрĕ пулас. Хура тумпа капăрланнă хор таврана тĕрлĕ сасăпа килентерчĕ. Уяв концертĕнчен ỹхĕ те юласшăн мар. Анчах та икĕ-виçĕ хутчен сассине тĕрĕсленĕ хыççăн пултарулăхĕнчен вăтанчĕ пулас, нумайлăха шăпланчĕ.

Тĕлĕрекен каçхи ял тăрăх çурхи тĕксĕм тĕс сапаланчĕ. Тахçантанпа кĕтекен çуркунне ешĕл тумпа мăнаçланса ыттисене çул пачĕ. Каçĕ те, ирĕ те çĕр çийĕпе ишекен ăшăпа тупăшрĕç. Куç тулли илем чуна вырнаçаймарĕ, чĕрене тунсăхпа хаваслăх çупăрларĕ, çамрăклăх аса килчĕ. Черчен пурнăç тĕнчене каç хỹттипе килет иккен. Яшлăхăм çак вăрттăнлăха уçса савăнчĕ. Апла пулсан, ку манăн çуркунне. Умра - чечексемпе капăрланнă, ĕмĕтсемпе пуян малашлăх.

Салтак арăмĕ

Лаштра йăмра ку енче

Пысăках мар çурт ларать.

Ватлăх сакки çийĕнче

Кинеми инçет виçет.

Пĕркеленнĕ пит-куç тăрăх

Тумлампа куççуль юхать.

Катари ем-ешĕл улăх

Тахçанхи ире сăнлать.

Пĕр тухсассăн - вырăнтах:

Кил картийĕ, тараса.

Ват йăмра, хапха та улăх...

Мĕн çитмест-ши ман аса?

Тепĕр чух туя тытса

Укăлча патнех çитет.

Тутипе пăшăлтатса

Турăпа темскер пуплет.

Çирĕм çул пуль çак хушша

Утăмлать-çке кинеми.

Пуçĕнче асри тем чул:

Савнăçпа ырри-нуши...

Çамрăк кин пулса ăсатрĕ

Мăшăрне тан мар вăрçа.

Пỹлĕхрен ыйтса кĕл турĕ

Тавăрмашкăн тĕп çурта.

Ик-виç хут çыру та илчĕ,

Чун лăпланнăччĕ кăштах.

Çыхăну кайран çухалчĕ,

"Турăçăм, епле чăтас?"

Пĕр çул мар, ик çул та вĕçрĕ,

Ыр хыпар таврашĕ çук.

Çĕнтерỹ кунне тимлерĕ

Тĕп килти сехет-куккук.

Паттăрсен инçет çăтмахĕ

Тăванла чул-ту масар.

Юлашки ỹпкев сăмахĕ:

"Мăшăрăм, мана каçар!"

Тăлăх арăмсен ылханĕ

"Çук!" - тесе калать вăрçа.

Çĕр çинче кашнийĕн чунĕ

Пурăнтăр сăвап курса.

 

Чипер инкесем

Аттесем, куккасем, пиччесем,

Чунăмри манăçми сăнарсем.

Кил-йышри пит сатур тăвансем,

Ăçта сирĕн маттур мăшăрсем?

Инкесем, инкесем, инкесем,

Ман юратнă чипер пикесем.

Эп юрлатăп сире мухтаса

Пурсăра та чунтан ыр сунса.

Хĕрхенетĕп сире,

Ан кỹренĕр пире,

Кăмăллатпăр сĕре

Аякран çич юта килнисем.

Инкесем, инкесем, инкесем,

Пур çĕрте те хастар паттăрсем,

Çĕр çине лăс тымар янисем,

Чĕлхери "эс - инке" сăмахсем.

Инкесем, инкесем, инкесем,

Ман юратнă чипер пикесем.

Шăрататăп юрра тỹпене çĕклесе,

Тĕп киле юлнисен ячĕпе пуç тайса,

Аллăма чĕре çийĕн тытса

Эп юрлатăп сире юратса.

Хĕрхенетĕп сире,

Ан кỹренĕр пире,

Юрататпăр сĕре

Чун пилленĕ çунат айĕнчен тухнисем.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика