"Пирĕн атте - Петр Козлов- чăн та телейлĕ çын тесе шутлатăп эпĕ. Хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса тăван киле чĕрĕ-сывă таврăннă вăл",- тесе пуçларĕ сăмахне редакцие килнĕ Людмила Козлова (ялта ăна Люба тесе чĕнеççĕ). Людмила Петровна ашшĕ çырса хăварнă аса илĕвĕсене илсе килнĕ. Малалла çак йĕркесемпе вулакансене те паллаштарар-ха:
"Эпĕ - Петр Тимофеевич Козлов - 1926 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Именкасси ялĕнче кун çути курнă. 1940 çулта ялта 7 класс пĕтерсен Первомайскинчи вăтам шкула вĕренме кайрăм. Вăл вăхăтра килте атте чирлĕ выртатчĕ, вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тỹлемеллеччĕ. Пурнăç йывăррине пула вĕренме пăрахма тиврĕ. Çапла эпĕ малалла пĕлỹ илеймерĕм. Кăштахран атте те вилчĕ, анне тăватă ачапа пĕччен юлчĕ. Эпĕ вара ăна пулăшас тесе 15 çулта чухне колхозра ĕçлеме пикентĕм. Арçынлă çемьесен те çăмăл пулман та çав çулсенче, пире - тăлăхсене - тата та йывăрччĕ. Анчах та алла усман, малалла талпăннă, нимĕнле ĕçрен те ỹркенмен.
Вăрçă пуçлансан вăй-питти арçынсем фашистсене хирĕç çапăçма кайма тытăнчĕç. Ялти пĕтĕм ĕçе хĕрарăмсемпе ача-пăча тума пикенчĕç. 1944 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче колхоз правленийĕн технички ирхине 8 сехетре чупса çитрĕ. Мана та вăрçа кайма хут килнĕ, 9 сехете военкомата çитмелле, тет. Юрать-ха, анне сых ятне тесе сухари типĕтсе хунă. Пĕве кĕнĕ ывăлне халь-халь илсе каясса чунĕ сиснĕ ĕнтĕ. Кутамккана пуçтартăмăр та военкомата кайрăмăр. Мана ăсатма килтисем тата Гладков хушаматлă юлташ пычĕ. Районтан 7-ĕн пултăмăр çав вăхăтра фронта каякансем.
Пире тỹрех Белоруссине илсе кайрĕç. Виçĕ эрне вĕреннĕ хыççăн К. Рокоссовский маршал ертсе пыракан 2-мĕш Белорусси фронтне лекрĕм. Пуçланчĕ вара маншăн та чăн-чăн салтак пурнăçĕ. Нимĕç фашистчĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр перетчĕç. Хуласемпе ялсем çунаççĕ. Брест, Могилев, Бобруйск хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма лекрĕ мана, çав çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Тав çырăвĕ илме те тивĕçрĕм. Кайран Г. Жуков маршал ертсе пыракан 1-мĕш Белорусси фронтне куçарчĕç.
Çĕнтерỹ хыççăн та Совет салтакĕсем Германи территоринче мирлĕ пурнăçа йĕркелесе ярассишĕн нумай тăрăшнă. Пире те унтан 1946 çулхи апрель уйăхĕнче çеç куçарчĕç. Пĕтĕмĕшле вара 1950 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕччен службăра пултăм, декабрь уйăхĕнче тăван тăрăха таврăнтăм. Колхозра ревкомра, ферма заведующинче, учетчикре тата ытти çĕрте ĕçлерĕм", - тесе вĕçленĕ ал çырăвне.
Петр Козлов 1952 çулта кỹршĕ ял хĕрĕпе - Раиса Петровнăпа - çемье çавăрать. Мăшăрĕ медицина сестри, унăн ĕç стажĕ 45 çул. Вĕсем 4 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тĕрĕс воспитани панă. Раиса Петровна та мăшăрĕ пекех маттур та ĕçчен пулнă.
"Атте питĕ сăпайлăччĕ. Вăл хăйĕн ал çырăвне кĕскен кăна çырса хăварнă. Пурăннă чухне вăрçă пирки нумай каласа паратчĕ. Пĕррехинче Г. Жуковăн машини путса ларнă. Ăна аттепе юлташĕсем чышса кăлартăмăр, тет. Уншăн вĕсене главнокомандующи сигарет парса хăварнă. Çав сигарета туртмасăр кĕсьере чиксе çỹрерĕм, тетчĕ атте. Жуков аллинчен илнĕ чикарккăна чыс вырăнне шутланă ĕнтĕ. Тата Польшăра Буг шывĕ урлă каçнине каласа кăтартатчĕ. Ун чухне сулă çинчи салтаксене снайпер персе вĕлерсе пĕтернĕ, шыв леш енне çитнĕ çĕре пĕр пĕччен чĕрĕ юлнă вăл.
Пирĕн аттен вăрçă вăхăтĕнче, кайран панă юбилей наградисем нумай. Вĕсене вăл куç пек упратчĕ, пире те сыхласа усрама каласа хăварчĕ. Ытларах II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", Г. Жуков медалĕпе мăнаçланатчĕ. Майăн 9-мĕшне чунтан кĕтетчĕ, кашни çулах кăкăр тулли награда çакса тухатчĕ. Халĕ те Çĕнтерỹ кунĕ пирĕн çемьешĕн питĕ паллă уяв. Çак кун яланах эпир тулли сĕтел хатĕрлесе хамăра мирлĕ пурнăç туса панăшăн аттене кăна мар, ытти салтаксене те аса илетпĕр, тав тăватпăр. Аттен сăн ỹкерчĕкне кашни çулах мăнукĕсем "Вилĕмсĕр полк" акцие илсе тухаççĕ", - тет Людмила Петровна.
Тăван çĕршывăн, халăхăн ирĕклĕ- хĕшĕн ентешĕмĕрсем пурнăçне, сывлăхне хĕрхенмен. Çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр мăнаçлă та паттăр салтаксене. Вĕсен сăнарĕсем паянхи кун та ачисенче, мăнукĕсенче тата кĕçĕн мăнукĕсенче упранаççĕ.
Н. НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |