Мăнкун çăмарти хĕрететпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2020, 10:35 Просмотров: 198

Таса, савăнăçлă, çутă праçник вăл - Мăнкун. Ахальтен мар ăна кашни килтех тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Çав кун сĕтел çинче тулăх апат-çимĕç пулсан çемьен яланах тутă пурнăç пулать тенĕ. Çавăнпа та Мăнкун сĕтелĕ ĕçмелли-çимеллипе пуян пулмалла. Паллах, сĕтел çинчи чи хисеплĕ вырăнта - хĕретнĕ çăмарта, мăнкун икерчи, мăнкун пашалăвĕ (кулич) пулмалла.

Мăнкун çăмартине мĕнле хĕретмеллине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Чи ансат, шанчăклă, сывлăхшăн сиенсĕр мел вăл - ăна сухан хуппипе хĕретесси.

1. Сухан хуппине малтан пĕр талăк шыва ярса лартмалла, унтан газ çине е кăмакана лартса вĕреме кĕртмелле. Çакăн хыççăн шывне сăрăхтарса илмелле. Унта темиçе тумлам уксус ярса çак шĕвек çине çăмартасене тултармалла. Çăмартасем пиçсе çитиччен вĕретмелле. Пиçсе çитнĕ тĕлелле сухан хуппи шĕвекне темиçе тумлам тип çу хушма юрать. Кун пек чух çăмарта тĕсĕ мрамор пек пулать.

Сивĕннĕ çăмартасене тип çупа сăтăрсан вара вĕсем йăлтăртатакан пулаççĕ. Тĕсĕ çутăрах е хăмăртарах хĕрлĕ пуласси сухан хуппине мĕн чухлĕ илнинчен килет.

2. Енчен те эсир çăмартасене сăрăпа хĕретес тетĕр пулсан, çак ĕçе çăмартасем ăшă чухне, сăрă тỹрех типме пултартăр тесе тумалла. Кун пек чухне сăрă хупă ăшне сăрхăнмасть.

3. Çăмартана тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе çăмхаламалла, çиелтен шурă татăкпа чĕркемелле, шывлă кастрюле ярса вĕретмелле. Вăл хăйне майлă илемлĕ пулать.

4. Ỹркенменнисем вара çăмарта çине тĕрлĕ фигура туса касса кăларнă нỹрĕ хут çыпăçтарма, çиелтен капрон чăлхапа çыхса сухан хуппи шывĕнче пĕçерме пултараççĕ. Пиçнĕ хыççăн лайăх чỹхесе çиелтен тип çупа сĕрмелле. Кун пек çăмартасене ача-пăча уйрăмах килĕштерет.

Мăнкун икерчи (пасха)

1 килограмм типĕ тăпăрча ала витĕр сĕрсе кăлармалла, 1 стакан сĕт хăйми (сливки), ванилин, 200 грамм песукпа хутăштарса пăтратнă 5 çăмарта сарри, 200 грамм услам çу, вĕтетнĕ мăйăр тĕшши, иçĕм çырли (çук пулсан та темех мар) илмелле. Вĕсене пурне те питĕ лайăх пăтратмалла, илемлĕ формăна тултармалла. Çиелтен пир татăкĕпе витмелле, йывăр япалапа пусăрăнтармалла, сивĕ çĕре лартмалла.

Мăнкун пашалăвĕ (кулич)

1,5 килограмм çăнăх, 300 грамм услам çу е маргарин, 2 стакан çурă сĕт, 100 грамм çĕпре, 4 çăмарта, 400 грамм сахăр песукĕ, 250 грамм иçĕм çырли, 1Ỹ4 чей кашăкĕ тăвар, 1 лимон хуппи, ванилин.

Çĕпрене ăшă сĕтпе шĕветмелле, шур çăнăх хушмалла, чуста лăкаса хăпарма лартмалла. Чуста йỹçсе икĕ хут пысăклансан унта песукпа хутăштарнă çăмарта, пăтратса кăпăклантарнă çăмарта шурри, тутă кĕртмелли ытти çимĕçсем, тăвар, çăнăх, пăтратса çемçетнĕ çу (е маргарин) хушмалла. Лайăх çăрса темиçе сехет лартмалла.

Хăпарсан чустана иçĕм çырлипе хутăштармалла, кăштах хăпарсан пĕçерме лартмалла.

1-1,5 сехетрен пиçет. Çиелтен песук сиропĕпе сĕрме юрать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика