1939-1941 çулсенче Тамбоври Ашенбреннер ячĕпе хисепленекен Хĕрлĕ ялавлă пехота училищинче вĕрентĕм эпĕ. Сирĕн районтан манпа пĕр ротăра Александр Константинович Перепелкин, Василий Быков, Николаев тата ыттисем пурччĕ. 1939-1941 çулсенче Тамбоври Ашенбреннер ячĕпе хисепленекен Хĕрлĕ ялавлă пехота училищинче вĕрентĕм эпĕ. Сирĕн районтан манпа пĕр ротăра Александр Константинович Перепелкин, Василий Быков, Николаев тата ыттисем пурччĕ.
1941 çулхи май уйăхĕнче училищĕрен вĕренсе тухрăмăр. Пире Перепелкинпа иксĕмĕре Брянск облаçĕнчи Унечи хулинче тăнă стрелоксен дивизине ячĕç. Сирĕн енчи Перепелкин лейтенант 757-мĕш стрелоксен полкĕнче малтан стрелковăй, каярах пулеметчик взвочĕн командирĕччĕ. Унăн çапăçури мухтавлă ĕçĕсем çинчен пирĕн часть тулашĕнче те пĕлетчĕç. Вăрçă хыççăн Хĕрлĕ ялавлă Суворов орденлĕ 222-мĕш Смоленскпа Брандербург стрелковăй дивизин вăрçăри çул-йĕрĕ çинчен калакан алăпа çырнă кĕнекере чылай страницăна ăна халалланă. Мапалла вара кĕскен унти йĕркесемпе паллаштарасшăн.
"Нимĕçсем йышăннă пĕр поселока ирĕке кăларма приказ пулчĕ. Çухатусăр çĕнтерес тесен мĕн тумалла-ха? Çĕр пỹрт умĕнче икĕ взвод командирĕ - Ильинпа Артюхин лейтенантсем тĕл пулчĕç. –
Çĕрле сасартăк поселок çине тапăнсан çĕнтерỹ пулатех. Паллах, çухатусем ун пек чухне те пулаççĕ. Çапах та кăнтăрлахи пек мар,- терĕ Артюхин. Çав вăхăтра траншейăра виççĕмĕш взвод командирĕн Перепелкин лейтенантăн пуçĕ курăнчĕ. Ыттисем патне лăпкăн пырса тăчĕ вăл. Чылайччен сăмах чĕнмерĕ, кайран калаçма пуçларĕ:
Акă мĕн юлташсем, ĕçсем питĕ япăх пирĕн. Салтаксене мĕнле сыхласа хăварас ыйту тăрать. Çапăçусем ыран та, тепĕр кунне те пулаççĕ. Кам пĕлет, тен çитес 1942 çулта та çапăçмалла пулать. Шăпах çавăнпа та личнăй состава сыхласа хăварасси çинчен уйрăм каласшăн. Мĕншĕн тесен паянхи наступленире мĕн пур салтака çухатма пулать.
- Саша, сан шухăшпа çак трагедирен мĕнле, пăрăнма май пур-и? - ыйтрĕ Артюхин.
Перепелкин кăштах шăп тăчĕ те сулахай аллине ĕнси çине тытрĕ, аяккине темиçе утăм турĕ, унтан çаврăнчĕ те:
- Çапăçу йывăр пуласса эпир лайăх пĕлетпĕр, кайран мĕн пулса тухасса та туятпăр. Çакă хăраса ỹкни мар, лару-тăрăва объективлă хаклани. Приказа улăштарма, ăна пăрахăçлама пултараймастпăр эпир. Анчах хамăршăн усăллăрах майсемпе усă курма тăрăшса çынсен пурнăçне сыхласа хăварăпăр. Манăн шутпа ку енĕпе чи лайăх меслет вăл наступление хăвăрт ирттересси. Мана тĕрĕс ăнланăр эсир, çухатусем пулаççех. Мĕншĕн тесен эпир уçă хирте мишеньсем вырăнне пулатпăр-çке. Унта шăтăк-путăк та, тĕмеске те çук. Тăшмана мĕнле те пулин улталаса сахалрах çухату тỹсмелле. Мĕн пур полкран та халĕ пĕр тулли батальон пулмасть. Ман шухăшпа штаб пире наступление ярса тăшманăн вут-хĕм точкисене палăртса унăн хăватне пĕлсе разведка ирттересшĕн. Çынсем каланă тăрăх оборонăн иккĕмĕш эшелонĕнчен часах çĕнĕ чаçсем килсе наступлени пуçармалла. Çак наступлени умĕн штаба тăшман çинчен сведенисем кирлĕ те, вĕсене пирĕн наступлени пулăшнипе тупмалла.
Ильинпа Артюхин Перепелкин каланине шута илме, наступление хăвăрт ирттерес тесе тăрăшма сăмах пачĕç, пĕр-пĕрин аллисене тытса чăмăртарĕç. Маларахри çапăçусем умĕн çакă пулманччĕ. Çакă офицерсем умри йывăрлăхсене, хăрушлăха лайăх ăнланнипе пулчĕ пулĕ.
Наступлени палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Малтан салтаксем вăрăм курăкпа темиçе метр хырăмпа шуса кайрĕç. Нимĕçсен сăнавçисем вĕсене кайран çеç сисрĕç. Поселокран пĕрремĕш минăсем вĕçсе килчĕç. Çавăнтах тĕрлĕ енчен нимĕç пулемечĕсем шăтăртатма пуçларĕç. Снарядсем, минăсем çурăлаççĕ. Аманнисем те, вилнисем те пур ĕнтĕ.
Рота, çавăн пекех взводсен командирĕсем команда пачĕç: "Малалла!".
Перепелкин взвочĕ сулахай флангри, е урăхла каласан нимĕçсен сăрт çинчи окопĕсен çывăхнерехчĕ. Çавăнпа та тăшман вут-хĕмĕн мĕн пур хăвачĕ çак взвод çине лекрĕ. Наступлени тăвас хĕрỹлĕх чакрĕ. Станковăй пулемет чарăнчĕ, расчет вилсе пĕтнĕ пулас. Çак вăхăтра Перепелкин ура çине сиксе тăчĕ те: "Комсомолецсем! Коммунистсем! Тăван çĕршывшăн ман хыççăн малалла!" тесе поселок еннелле малалла чупрĕ.
Нимĕçсем малти линие пăрахса каялла тарма пуçларĕç. Ильинпа Перепелкин юлнă салтакĕсемпе окопа йышăнчĕç. Вĕсен хыçĕнчен переççĕ. Çапăçу ерипен чарăнса пырать. Пысăк çухатусемпе хиртен аманнисене илсе тухрĕç...
Ирхи тĕтре сирĕличченех нимĕçсем сылтăм флангри лапамран тухрĕç те пирĕннисем патĕнчи окопсене çывхарчĕç. Вĕсем патне çитме 150-200 метр çеç. Ильинпа Перепелкин вут-çулăм уçма команда пачĕç. 3 пулемет пĕр вăхăтрах ĕçлеме пуçларĕ. Винтовкăсенчен пеме тытăнчĕç. Окопсем çийĕн минăсемпе снарядсем çурăлчĕç.
"Гранатăсем хатĕрлĕр!" пулчĕ команда. Салтаксем вĕсене тăшман еннелле вăркăнтарчĕç. Окопсем çийĕн те темиçе снаряд шартлатса çурăлчĕ. Сасартăк Перепелкин связнойĕ çине таянчĕ. Унăн пичĕ юнланнă, снаряд осколокĕ хырăмне çурнă. Ильин ăна ярса илчĕ. "Кам чĕрĕ юлать, çырăр",- тесе ĕлкĕрчĕ Саша вилес умĕн.
Чĕрĕ юлнисем, вĕсенчен пурте тенĕ пекех аманнăскерсем вут-çулăм айĕнчен тухнă хыççăн Перепелкина йăтнă ушкăна асăрхарĕç. Ыттисем пурте вилсе пĕтнĕ пулас. Ротăран 6 çын, виçĕ ротăран вара 20-25 салтакран ытла мар юлнă. Вĕсенчен те ытларахăшĕ аманнă. Тен, Саша юлашкинчен чĕрĕ юлнисем вилнĕ мĕн пур салтаксен тăванĕсене тупса çырса яччăр тесе каласшăн пулнă пулас".
А. ИЛЮШИН.
Редакцирен:
Вăрçă хыççăн Ильин салтаксен тăванĕсене чылайччен шыранă. 43 çул иртсен 1984 çулта Анат Туçари Светлана Перепелкина (Александрпа пĕр тăван Иванăн мăшăрĕ) хурав панă.
Паттăрсем хыпарсăр çухалман. Аслăрах çулхи çынсем Александр Константинович Перепелкина астăваççех. Кĕçĕннисем, ăрăва малалла тăсакансем, вара унăн сăн ỹкерчĕкне "Вилĕмсĕр полка" тăратаççĕ
Май 2026 |
