Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Людмила Сачкова çыравçăн "Сиксе юхать Хула çырми" кĕнекине презентаци тунă.
Мероприятие кĕнеке авторĕ Людмила Сачкова, Чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн кăнтăр районĕсенчи (Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă) кураторĕ, Патăрьел районĕнчи общество совечĕн членĕ Николай Ларионов, Чăваш Республикин наци конгресĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Нина Мазякова, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата библиотекарьсем хутшăннă.
Малтанах, тĕп вулавăшри тивĕçтерỹ пай ертỹçи Наталия Ракова писателĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Людмила Сачкова - Чăваш Республикин профессионал писателĕсен Союзĕн, Раççей Федерацин журналистсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ.
Вăл 1957 çулхи чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпурт ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен икĕ çул Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, унтан "Коммунизм ялавĕ" хаçатра, "Пике" журналта, вун виçĕ çул Чăвашрадиора, Шупашкар районĕнчи "Тăван ен" хаçатра пай пуçлăхĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра писатель-драматург Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакципе издательство пайĕнче техника редакторĕ пулса тăрăшать.
Пирĕн ентеш ачасем валли те, аслисем валли те çырать. Вăл "Чĕкеçĕм, чĕкеç" (1996), "Ытарайми куçсем" (2000), "Шăпăрлан" (2003), "Çеçенхирти ир" (2012), "Ăс-хакăл хăвачĕ" (2015) кĕнекесен авторĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕренỹ кĕнекисенче унăн "Пасара кайсан", "Кĕтỹ хăваланă чух", "Оля-Улькка", "Ăмсану", "Çиçĕм Натюш", тата ытти калавĕсем, "Шăпăрлан", "Эсĕ кайрăн та ..." пьесăсен, "Чĕкеçĕм, чĕкеç" повеçĕсен сыпăкĕсем пичетленнĕ.
Чăваш Республикинчи профессиллĕ театрсем унăн 5 пьесине - "Шăпăрлан", "Юрату турри", "Эсĕ кайрăн та ...", "Çухалнă хуркайăк çулĕ", "Пĕртен-пĕрскерĕм" сцена çине кăларнă.
Людмила Сачкова - "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурссен "Çулталăкри чи лайăх драматург" номинаци лауреачĕ (2003, 2012). Унăн "Шăпăрлан" кĕнеки Чăваш наци библиотеки ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх сборник" диплома (2005) тивĕçнĕ. "Çухалнă хуркайăк çулĕ" пьеси республикăри наци драматургĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ (2004).
Çыравçă пухăннă çынсене çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕ, романăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекине çырасси пирки те каларĕ.
"Сиксе юхать Хула çырми" - историллĕ роман, Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" кĕнеке издательствинче 2019 çулта пичетленнĕ. Кĕнекере 19-мĕш ĕмĕрти чăваш ялĕн пурнăçне сăнланă. Автор вулакана вăрман хăртса уй-хир тăвакан хастар та ĕçчен, тỹрĕ çулпа утакантаса чунлă чăваш çыннисемпе паллаштарать. Нимле ĕçре те ỹркенмен хреçчен - çурт-йĕр ăсти те, упа тытма пĕччен çỹрекен сунарçă та, мăшăрне чунтан савакан, ачи-пăчине упраса, тĕрĕслĕхпе пурăнма вĕрентекен çирĕп алăллă хуçалăх çынни. Ĕлĕк-авал ку ял вырăнĕнче пулнă хулашри (çар гарнизонĕнчи) полк казакĕсем Тамерлан çарĕпе кĕрешнĕ евĕр (романра 1392-1395 çулсенчи хаяр çапăçусем те сăнланаççĕ).
Хайлавра геройсен ĕç-хĕлĕ çеç мар, чун тĕпĕнчи вăрттăн туйăмĕсем, тĕветкеллĕ юрату виçкĕтеслĕхĕсем, хурлă салтак шăпи те сăнланнă.
Тухса калаçакансем - Николай Ларионов, Нина Мазякова ентешĕн романне паха произведени вырăнне хурса хакларĕç, малашне те кĕнеке çырас ĕçре ăнăçу сунчĕç, Чăваш наци конгресĕ ячĕпе Тав Хучĕ парса чысларĕç. Вĕрентекенсен ячĕпе çыравçăна Сăкăтри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Тинюкова тата Патăрьел районĕнчи вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Елена Перепелкина сăмах каларĕç, пултарулăх каçалăкĕнче тата пысăк çитĕнỹсем тăвасса шанчĕç.
Ноябрь 2024 |