Н. Раськин, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ:
- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла аталанать. Кулленхи лару-тăру та пире паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен хастартарах ĕçлеме хистет. Çавăнпа та хальхи вăхăтра Конституцие кĕртме сĕнекен тỹрлетỹсем вырăнлă тесе шутлатăп. Тĕпрен илсен, вĕсем граждансен пурнăçне лайăхлатассипе, малашлăхпа çыхăннă. Кунта çемьесене, ачалăха, ача амăшне, аслă ăрăва хỹтĕлесси те кĕрет. Вĕсене те ырлатăп, мĕншĕн тесен чăн малтан çынсене социаллă гаранти кирлĕ.
Лариса Комиссарова, район администрацийĕн çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ:
- Конституци - çĕршывăн тĕп саккунĕ. Унта кĕртнĕ тỹрлетỹсемшĕн хĕпĕртетĕп эпĕ. Хỹтлĕхсĕр юлнă ачасем патне тимлĕх уйăрни савăнтарать. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне патшалăх хăй çине илет. Халиччен тăлăх ачасен прависене пăснине сахал мар илтнĕ. Конституци ку енĕпе пăнчă лартать.
Надежда Зайцева, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врач амбулаторийĕн медицина сестри:
- Конституцине çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çĕршывăн хăть хăш кĕтесĕнче те, ăçта пурăннине пăхмасăр, тивĕçтересси пирки те тỹрлетỹсем кĕртме палăртаççĕ. Çакă питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Сывă та тĕреклĕ çын ĕçре те тăрăшса, хавхаланса вăй хурать, унăн малашлăхĕ те пысăк. Паллах, сиплевсĕр пуçне хамăрăн та сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Çакна валли районта та условисем çителĕклĕ.
Ноябрь 2024 |