Лариса Комиссарова, район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин сектретарĕ:
- РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Тĕп ыйтусем хушшинче ачасен ăс-тăн, кăмăл-сипет аталанăвĕ пирки калани те пур. Пирĕн ачасем усал çул çине ан тăччăр, кальянпа, наркотикпа, эрех-сăрапа туслашнипе çыхăннă йывăрлăхсене пĕтерме тăрăшмалла. Çĕнĕ Конституцире тăлăха юлнă ачасене патшалăх хăй хỹтлĕхне илесси çинчен калани те питĕ пĕлтерĕшлĕ. "Ачасем Раççей патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ приоритечĕ пулса тăраççĕ. Патшалăх ачасене ăс-тăн, кăмăл-сипет, интеллект, ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ енлĕ аталанма, вĕсене патриотизм, гражданлăх тата аслисене хисеплес туйăмсене вăйлатас тесе воспитани пама условисем йĕркелет",- тенĕ Тĕп саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусенче.
Элфия Яраханова, тăвата ача амăшĕ, Хирти Пикшик ялĕ:
- Патшалăх çирĕплĕхĕ çемье çирĕплĕхĕнчен нумай килет. Патшалăх нумай ачаллă çемьсене пулăшассине пысăка хунине ырлатăп. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш ача çуралсан паракан тỹлевсем, шкулта укçасăр апатланма майсем туса пани тата ытти те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусем çемье ят-сумне ỹстерме, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвне çирĕплетеме майсем туса парасса шанса тăратăп.
Август 2026 |
