Пĕр-пĕрне ăнланни чире парăнтарма пулăшĕ

Категория: В районе Опубликовано: 28.04.2020, 10:48 Просмотров: 583

 Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Кашни çыннăн пуянлăхĕ - пурнăç! Анчах ваттисен те, çамрăксен те пурнăçне пĕр хĕрхенмесĕр "вилĕм çавипе" татакан коронавирус чирĕ сарăлса пыни пурне те пăшăрхантарать. Паллă ĕнтĕ, хăрушă вирус çын йышлă пулакан вырăнсенче ытларах сарăлать. Çавăнпа та çын нумай çỹрекен вырăнсене тухса çỹреме тăрăшмалла мар. Çавна пулах масарпа чиркĕвке, мечĕте каяссинчен те вăхăтлăха тытăнса тăма тивет. Районта пурăнакансене пурнăç хăрушсăолăх йĕркисене тĕпе хума, уйрăмах хавшакрах сывлăхлисене тата хисеплĕ ватăсене асăрханулăрах пулма ыйтасшăн. Ют çĕршывсенчен, ытти регионсенчен килекенсен те яваплă пулса медицина органĕсене çийĕнчех пĕлтермелле. Çавăн хыççăн 14 кун килте карантинра пулмаллине те асрах тытасчĕ. Пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисене пурте пăхăнни, пĕр-пĕрне ăнланни коронавируса çĕнтерме пулăшĕ. Халĕ, акă, умра май уявĕсем.

Эпир хамăр пунăçшăн çеç мар, тăвансен, çывăх çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă пулнине пĕр самантлăха та манас марччĕ, çавăнпа та ун чухне те килтех пулма, чиртен асăрханма тăрăшар! Эпир сирĕн сывлăха, пурнăçа упрама тăрăшатпăр. Эсир те пире пулăшасса шанатпăр.

Хăвăра упрăр!

Пурте сывă пулар!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика