Тỹрлетỹсем пурнăçа лайăхлатмашкăн витĕм кỹрĕç

Категория: В районе Опубликовано: 29.04.2020, 10:49 Просмотров: 380

 Петр Шашкин, Туçари вăтам шкул директорĕ:

- Конституцири тỹрлетỹсем суверинитета хỹтĕлессине, чикĕсене вырăнтан куçарманнине, патриотизм тĕлĕшĕнчен воспитани парассине те пырса тивеççĕ. Çакă питĕ кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Çĕршывăн право тата территори суверинитетне çирĕплетни вăл е ку территорисемпе "сыв пуллашас" текенсем умĕнче пысăк чăрмавсем кăларса тăратать. Çитĕнекен ăрура патриотлăх туйăмĕ пулни те питĕ кирлĕ. Тăван çĕршыва юратакан, хисеплекен çын унăн пуласлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн ытларах тăрăшать.

Земере Махмутова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен:

- Конституци пирĕншĕн пурнăçа пур енлĕн йĕркелесе пыракан Тĕп саккун шутланать. Эпир ăна пăхăнса пурăнатпăр, хамăрăн ирĕксемпе кирлĕ пек усă куратпăр. Çавăнпа та паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах, хăтлăрах пурăнас тесен саккунра та улшăнусем кирлĕ. Конституцие халăхăн пурнăç шайне ỹстерес, тĕрлĕрен социаллă çăмăллăхсем парас, ачасене, çемьесене аталанма пулăшас тата ытти тĕллевпе те тỹрлетỹсем кĕртни паянхи кун кирлех.

Лариса Суркова, предприниматель:

- Маншăн Раççей Конституцийĕнчи тỹрлетỹри социаллă енсем ытларах пĕлтерĕшлĕ: чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси, пособисемпе пенсисене индексацилессине йăлана кĕртни, ачасене, ача амăшĕсене, аслă ăрăва хỹтĕлени... Çаксем йăлтах пирĕн пурнăçа лайăхлатмашкăн витĕм кỹрĕç. Раççейшĕн çăмăлах мар лару-тăрура та патшалăх граждансене кỹрекен социаллă гарантисене тĕп вырăна кăларать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика