Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Правительство членĕсемпе тата регионсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура хускатнă ыйтусемпе Раççейре пурăнакан 10 çынран 7-шĕ паллашнă е унăн тĕп шухăшĕсене çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕнчен пĕлнĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр (ВЦИОМ) майăн 13-мĕшĕнче ирттернĕ ыйтăмăн кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ.
Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ (73 процент) Президент коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва май пур таран йĕркелесе яма тăрăшнине палăртаççĕ.
Социлоги тĕпчевĕсем тăрăх, кашни ачашăн пĕр хутчен 10 пин тенкĕ (3-15 çултисене) парассине пĕлтернĕ хыпара Раççейре пурăнакансенчен 95 проценчĕ кăмăлласа йышăннă. Çавăн пекех 89 проценчĕ мĕн пур санитари нормисене пăхăнса предприятисене ĕçе кĕртме сĕнеççĕ.
Халăхăн 76 проценчĕ хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсене 2019 çулшăн тупăшран илекен налука тавăрса панине, коронавируса пула апрель-июнь уйăхĕсенче налук тỹлемелле маррине ырлать.
Коронавируса пула тăкак курнă предприятисен ĕçченĕсене шалу тỹлеме икĕ процентлă кредит памалли программа ĕçлесе кайнине Раççей çыннисен 72 проценчĕ хапăл тăвать.
Ноябрь 2024 |