Чаплă поэтăмăр 130 çул тултарнине халалласа  

Категория: В районе Опубликовано: 09.06.2020, 08:22 Просмотров: 729

           Кăçал пурне те ĕмĕр ытла калаçтаракан «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Чăннипех те гений пулса юлчĕ 17 çулта чаплă хайлав çырса тĕлĕнтернĕ  Кĕçтенттин Иванов.  Акă еплерех хаклать ăна Геннадий Волков академик: «Константин Иванов ячĕ — чăваш историйĕнче вăхăт та, ĕмĕр те тĕксĕмлетеймен ят. Темиçешер том çырнă хальхи чылай юрăçăсем пири тавлашусем тухĕç, вĕсен поэзири вырăнĕ пирки апла та капла  каласси пулĕ, анчах Кĕçтенттин ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çуталса тăрĕ, ăна пурте таса чунпа аслă учитель вырăннех хурса хаклĕç. «Нарспи» вăл — чăваш поэзи çĕр-шывĕн çăл куçĕ. Унăн сумне тутанса пăхакан вăй илет, çĕнĕрен çамрăкланать».

      Константин Васильевич юбилейне  халалласа Чăваш Республикинче те, Пушкăртра та, Раççей шайĕнче те нумай-нумай  онлайн мероприяти, конкурс, акци иртрĕ.

        Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те айккинче юлмарĕç, хаваспах хутшăнчĕç тĕрлĕ акцисене. Çак ĕçе шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина йĕркелесе пычĕç. «Çакă çутă тĕнчере...» акци ятне юратнă поэтăмăрăн «Нарспи» поэминчен илнĕ. Ĕмĕр манăçми йĕркесем... Акци условийĕ тăрăх К.Иванов хайлавĕсенчи йĕркесене сăнлакан сăн ÿкерчĕксем тумалла е хайлавĕсене вуланине ÿкерсе интернет тетелне вырнаçтармаллаччĕ. Акцие хутшăнма кăмăл туса чи малтан хăйсен сăн ÿкерчĕкĕсене 9-мĕш класри Наталия Сакмарова тата 7-мĕш класри Раиса Шугурова ярса пачĕç. Вĕсем иккĕшĕ те çурхи чечексене сăнланă. 6-мĕш класри Лариса Урмаковăн   сăн ÿкерчĕкĕ вара çак йĕркесемпе çыхăннă:

                                        Хĕвел тухать, улăхать

                                        Çÿллĕ тусем тăррине,

                                        Хăй çутипе ăшăтать

                                        Таçти-таçти çĕрсене.

      3-мĕш класри София тата 8-мĕш класри Ксения Степанова вăрман ăшĕнче ларакан пуян яла сăнлакан сăн ÿкерчĕк тунă.

      Константин Иванов хайлавĕсене юратса вулакансем те пулчĕç. 9-мĕш класри София Матюшкина «Нарспи» поэмăн «Нарспи ĕçĕ»  сыпăкне кăмăллă вуларĕ, унăн аппăшĕ 10-мĕш класс пĕтернĕ Светлана «Сарă хĕр» сыпăкпа савăнтарчĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕсене тĕрлĕ социаллă сетьсене вырнаçтарчĕç.

   Çавăн пекех Чăваш Республикинчи тĕрлĕ библиотекăсем ирттерекен «Эпир К.Иванов хайлавĕсене вулатпăр...» акцирен те пăрăнса юлмарĕç ачасем. Кунта 7-мĕш класри Александр Сапожников, Мария Агашева, 9-мĕш класри София Матюшкина,  10-мĕш класри Светлана Матюшкина хастар пулнине палăртса хăварма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем «Нарспи» поэма, «Хальхи самана» сăвă сыпăкĕсене вуларĕç.

    Пултаруллă та маттур ачасене вара ĕçĕсемшĕн тав туса малашне те çитĕнÿсем сунас килет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика