90 çул – мăнаçланмалли нумай

Категория: В районе Опубликовано: 05.02.2021, 10:08 Просмотров: 721

               2  Шăпах 90 çул каялла, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче, Патăрьел район хаçачĕ «Паянхи сас» ятпа вулакан патне саланнă. Самана ыйтнипе çуралнă вăл. Унтанпа Аслă Арапуçпа  Ишлĕ чăвашĕсем  Митта Ваçлейĕпе Якку Арслан хатĕрлесе пĕрремĕш редактор Федор Румянцев алă пуснă пичет кăларăмĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Халĕ шăпах 11250-мĕш номер пичетленсе тухрĕ.

                 Самана таппипе утнă май вăл хăйĕн ятне темиçе хутчен улăштарнă пулин те район халăхĕ патне тĕрĕс информаци тата вăхăтра çитерессишĕн тăрăшас тĕллеве пĕрре те хавшатман. Район хаçачĕ тумхахлă та йывăр, кăткăс çула утса тухнă. Унăн кашни номерĕ çĕршыв, республика тата Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе тачă çыхăннă, журналистсем хăйсен тивĕçне чунтан пурнăçласа пыма тăрăшнă. Çĕршыв умне тухса тăнă кирек хăш вăхăтри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма халăха хавхалантарма пултарнинче унăн тÿпи калама çук пысăк. Редакципе типографинче çак тапхăрта тĕрлĕ çынсем ĕçленĕ. Вĕсем умри тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пынă. Ҫавна май хаклă ветерансем умĕнче пуçăмăра таятпăр.  Паянхи коллектив та ырă йăла-йĕркене асра тытать.

                 Хаçатçăсем шурă хут çине çырнă кашни сăмах витĕмлĕ. Вĕсем  килте чухне те материала еплерех ят парасси, еплерех пуçласси, шухăша еплерех уçса парасси пирки пуç ватаççĕ. Мĕншĕн тесен халăх кăмăллакан пичет кăларăмĕ çеç хăйĕн тиражне сыхласа хăварма пултарнине калем ăстисем лайăх ăнланаççĕ. Паллах, обществăлла корреспондентсен тÿпи те вышкайсăр пысăк. Паян журналистшăн тĕрлĕ материал çырни çеç çителĕксĕр. Унăн компьютера та пĕлмелле, сăн ÿкернипе пĕрлех видео та социаллă сетьсене лартмалла, социаллă проектсем  те хатĕрлемелле…. Хаçата хатĕрленĕ чухне виçĕ журналистпа тĕп редакторсăр пуçне дизайнерсем, куçару редакторĕ, менеджерпа редактор-консультант, водительпе тирпейлÿçĕ, здание ăшăтакан газ операторĕ - пурĕ 12 çын тăрăшать. Шупашкартан пичетленсе килекен хаçатăмăра вара районти почта çыхăнăвĕн 19 уйрăмĕнчи почтальонсем халăх патне çитерме пулăшаççĕ.

                 Хаçат вулакансемпе тачă çыхăну тытма тăрăшать, вĕсемшĕн шанчăклă тус-юлташ та, çывăх тăван та. Вĕсем çырăнтару тапхăрĕнче пире шанса, яланах пĕрле пулса çак туртăма тата та вăйлатса пыраççĕ. Паян чăвашла тата тутарла тухакан «Авангард» хаçат 4573 экземплярпа саланать. Ку кăтарту республика шайĕнче те курăмлă. Çавăн пекех хаçатăн сайчĕсĕр пуçне Одноклассники, Контактра, Инстаграм социаллă сетьсенчи подписчиксен шучĕ 5000 яхăн. Эппин, эпир 10 пине çывхаратпăр. Ку, паллах, пысăк йыш. Малашне те пĕрлех пулар!

                 Хаклă вулакансем! «Авангард» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламланă май сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Тăван район хаçачĕ 95, 100 тата ытларах çул тултарнине те пĕрлех кĕтсе илер! Ҫапла пултăр! Уяв ячĕпе!

Александр Козлов, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика