Ҫуркунне ҫитсен, юр кайса пӗтсен кашни ял-хуласенче территорисене тасатса тирпейлес тӗллевпе субботниксем йӗркелеҫҫӗ. Сителте пурӑнакансем кун пек тасалӑх кунӗсене час-часах ирттереҫҫӗ. Акӑ паян Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов пуҫарнипе пиртен уйрӑлса кайнӑ тӑвансем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑна тасатса ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртме пухӑнчӗҫ. Иртнӗ ҫулхи ҫӳп-ҫапа пуҫтарнисӗр пуҫне масар территорине пысӑклатма тивнине пула ҫӗнӗ юпасем лартса хӑварчӗҫ. Ун таврашне карта тытса ҫирӗплетрӗҫ. Юписене сӑрласа илемлетрӗҫ.
Сителсем мӑн асаттесен мӗн авалтан пынӑ ниме йӑлине манмаҫҫӗ. Кама та пулсан пулӑшма яланах хатӗр вӗсем. Паянхи сӑваплӑ ӗҫе те нумайӑн ырласа масар ҫине кашни килтенех тухрӗҫ. Аякра пурӑнакансем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ. Тӗрлӗ ял-хуларан килсе субботника хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Маттур та ӗҫчен сителсен ырӑ ӗҫне Патӑрьел администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов килсе хакларӗ. Пурнете пӗр ҫемьери пек вӑй хунишӗн, ялшӑн чунтан тӑрӑшнишӗн мухтарӗ. Пӗрле килӗштерсе ӗҫленирен хакли нимӗн те ҫук. Ун чухне ҫеҫ тивӗҫлӗ кӑтартусем пулаҫҫӗ терӗ вӑл. Ҫавӑн пекех ял халӑхне Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов, "Авангард" хаҫат тӗп редакторӗ Александр Козлов, Патӑрьелӗнчи "Сахарок" суту-илӳ предприятийӗн ертӳҫи Сергей Козлов, хисеплӗ ентешӗмӗр Родион Мясников вӑй хуракансене тав сӑмахӗ каларӗҫ. Ҫак туслӑх нихӑҫан та ан пӗттӗр тесе палӑртрӗҫ.
Каласа хӑвармалла. Масар лапамне тирпейлесе пысӑклатма туяннӑ материалсене те халӑхран пухнӑ нухратпа саплаштарнӑ. Аякри ентешӗмӗрсем ҫак ӗҫе хастар хутшӑнса пулӑшни савӑнтарать. Вӗсем те ялшӑн тӑрӑшни, тӑванӗсене манманни малалла пурӑнма, ҫакӑн йышши ырӑ утӑмсем тума вӑй-хӑват парать. Субботник йӗркелекенсем пурне те тав сӑмахӗ каланӑ май яланах пӗрле пулма сывлӑх сунаҫҫӗ.
Ноябрь 2024 |