Çăмăллăхсем халăх валли пулччăр

Категория: В районе Опубликовано: 10.08.2022, 16:57 Просмотров: 739

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Почта Банк" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикипе Мари Элти центрĕн управляющийĕпе Андрей Сорокинпа тĕл пулнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче банк инфраструктурине аталантарас тата банк сĕнекен условисемпе халăха тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухн

Ялта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрин гаджетсем, тĕрлĕ операци тума пултаракан телефонсем, ытти компьютер техники çукран мобильлĕ приложенисемпе усă кураймаççĕ, çавна май укçа илес е куçарас тесен Патăрьелнех кайма тивет.

Район территорийĕнче 19 почта çыхăнăвĕ ĕçлет, терминалсем вырнаçтарнă, шăпах вĕсенче пенси, субсиди, шалу илме счет уçма май пур. Çавăн пекех банк коммуналлă тата ытти тỹлевсем- шĕн те комисси илмест.

 Тĕл пулура ВТБ Банкăн тата "Почта Банк" пĕрлешĕвĕн банк карттисемпе укçа комиссисĕр илесси пирки те сăмах хускатнă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика