Патӑръелӗче Митта Ваҫлей ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Категория: В районе Опубликовано: 06.03.2023, 22:11 Просмотров: 595

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑръел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов Митта Ваҫлей хисеплӗ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тума Юхмапа Пӑла тӑрӑхне килнӗ сумлӑ ушкӑна йышӑнчӗ, творчество хастарӗсемпе малашлӑх плансене сӳтсе яврӗ.

 Митта Ваҫлейӗ районти "Авангард» хаҫата никӗслекенсенчен пӗри пулнӑ. Мартӑн 5-мӗшӗнче Певомайскинчен (Асла Арапуҫ ялӗнчен) тухнӑ хисеплӗ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа  115 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хаҫат редакцинче сумлӑ делегаци,  Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗсем, паллӑ  журналистсем - Илле ИвановЕвгений ТурханНиколай ЛарионовНиколай НиколаевЛидия Ковалюк ҫыравҫӑ, Владимир Терентьев-Тӑвӑл сӑвӑҫ, Валерий Краснов-Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ - килчӗҫ. Редакци умӗнчи Асӑну хӑми ҫине чечексем хучӗҫ, Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ пирки аса илчӗҫ.

Сумлӑ делегаци «Ҫӑкӑр» музейӗче те пулчӗ, Митта Ваҫлейне  халалласа йӗркеленӗ  куравпа паллашрӗ.

Василий Митта ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине унӑн тӑван ялӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкулта та паллӑ турӗҫ. Патӑрьел муниципалитет округне килнӗ  делегаци шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, Митта Ваҫлейӗн вилӗмсӗр сӑввисене итлерӗ, вӗренекенсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ.
Хисеплӗ ушкӑн паллӑ поэт канлӗх тупнӑ масара та ҫитрӗ, вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хучӗ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика