Хальхи вăхăтра вырăнти власть органĕнче тăрăшакансене халăхпа çыхăну тытса ĕçлемелли "çăл куç" пĕрре çеç мар: ял тăрăх депутачĕсем, иртнĕ çул хăйĕн право статусне саккунлă майпа çирĕплетнĕ старостăсем, хĕрарăмсен (арçынсен те пур) канашĕн хастарĕсем, ĕçре пуян опыт пухнă ветерансем, юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче сарăлса пыракан волонтерсен юхăмĕ тата ытти те. Вĕсем пурте граждансен интересĕсене хỹтĕлекен пысăк вăй шутланаççĕ. Çапах та паян ялта пурăнакан çынсен проблемине чăн малтан чĕре çывăхне йышăнакансем старостăсем тесе хаклас килет. Лайăх староста чăнах та пур ĕçре те ăста. Вăл ял çăлавçи, çынсене ырă сĕнỹ-канаш паракан, пысăк пуçаруçă, хỹтĕлевçĕ, чи кирли - вырăнти власть органĕпе тачă çыхăну тытакан. Алманчă ялĕнче çак обществăлла тивĕçе иккĕмĕш тапхăр ĕнтĕ Николай Андреевич Чихин пурнăçласа пырать. Çак хастарпа эпир ял масарĕ таврашĕнче тĕл пултăмăр, вĕсем шăпах ял поселенийĕн пуçлăхĕпе, активпа, пуçару бюджечĕпе йĕркеленĕ пысăк ĕçе хутшăннă çынсемпе калаçатчĕç .
- Кăçал эпир ял хавалĕпе пысăк ĕçсене пуçăнтăмăр. Пуçару бюджечĕпе икĕ программăна явăçрăмăр: пĕри- масар таврашне тирпей-илем кĕртессипе, тепри - хытă каяша илсе тухмалли вырăнсене - платформăсене - йĕркелессипе. Иккĕшне те пĕрле пуçарнăран, паллах, çăмăлах пулмарĕ. Çапах та ял халăхĕн ăнланулăхĕпе, пысăк хастарлăхĕпе çак ыйтусене вăхăтра çĕнтерсе пытăмăр темелле. Ку ĕçре чăн малтан районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г. Петров пысăк пулăшу пачĕ, масар йĕри-тавра ашкăрса кайнă тирексене касса тирпейлеме, илсе тухма техникăпа çеç мар, ĕç вăйĕпе те тивĕçтерчĕ. И. Киргизов, В. Васильев, П. Хадаров предпринимательсене тата ыттисене пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн тав тумалăх пур. Çак ĕçре ял старостин витĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Куратăр ĕнтĕ, халĕ масар территоринче тирпейлĕ. Тимĕртен эрешленĕ хапха, картисене те улăштарса çĕнетнĕ, йĕри-тавра янкăр та уçă... - кăмăлтан паллаштарчĕ хăйсен пĕрлехи ĕçĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин.
Сăмах май каласан, пуçару бюджечĕпе йĕркеленĕ программа 473 пин тенке кайса ларнă. Вĕсенчен 190 пин тенкине сăваплă та пархатарлă ĕçшĕн ял çыннисем пая кĕнĕ, ытти _ республика бюджетĕнчен.
Паян ял çыннине пăшăрхантаракан тепĕр ыйту вăл - килти хушма хуçалăхран тухакан хытă каяша пуçтарасси, çỹп-çап куписенчен хăтăлмалли çĕнĕ реформа. Алманчăпа Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсем çак ыйтăва пурнăçа кĕртессипе пирĕн районта пилотлисен йышне кĕчĕç. Проблемăна кĕске вăхăтра тата халăхпа пĕр чĕлхе тупса татса пачĕç темелле. Тепĕр ыйтăва- хытă каяша вăхăтра илсе каяссине йĕркелемелли юлать тата. Нăрваш Шăхальсем пуçару бюджечĕпе паянхи куна 16 контейнер платформине вырнаçтарнă. Алманчăра та тендр выляса илнĕ "Юлис" фирма çак кунсенче сакăр вырăнта контейнерсем вырнаçтармалли юлашки ĕçсене пурнăçлать. Симĕс тĕслĕ профнастилпа картасене тытмалли çеç юлнă. Тирпей-илемпе çыхăннă çак ĕçшĕн вара Алманчăра усламçăсем кар тăнă. Ку программăпа пуçару бюджечĕн никĕсне хывакансем те вĕсемех. Проектпа хакланă 180 пин тенкĕрен 72-шне ялти предпринимательсем (ялта икĕ фермер хуçалăхĕ тата 7 усламçă) алă тăсса пулăшнă. Çакă ытти поселенисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пулмалла, паллах. Ял илемĕшĕн, тирпей-илемшĕн пурте пĕр çын пек пулса тăрăшни чи кирли. Çак ĕçре ял старостин ỹркенменлĕхĕ, пуçарулăхĕ те пĕчĕк мар. Кашкăра ури тăрантарнă евĕр, Н. Чихин кашни кун ирпе-ирех ĕлĕкхи уй-хир бригадирĕ евĕр ял йĕри-тавра çаврăнать. Хăй калашле, унсăрăн унăн апат анмасть. Пĕринпе хăйсен умĕнчи тирпей-илем, тепринпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн обязательнăй майпа тỹлемелли йĕрке (Алманчăсен 50 ытла проценчĕ (районĕпе 19 процент) çăмăллăхсемшĕн вăхăтра татăлаççĕ), виççĕмĕшпе субботник йĕркелемелли, йывăçсем лартмалли пирки сăмахлать. Пĕрлех ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене те шута илет. Ентешсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр мар ĕмĕр тăршшĕпе механизаторта тăрăшса çемье династине (амăшĕ те, тетĕшсемпе шăллĕсем те, ывăлĕ те механизатор) малалла тăснă çĕр ĕçченĕшĕн. "Халăх вăйĕ - пысăк вăй. Пĕрле тăрсан хапхана та вĕрсе уçма пулать. Çавăнпа та паян вырăнти администраципе общественность, ял халăхĕ пĕр çăварта пулни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялта ăнланулăх начар мар темелле. Ял пуçлăхĕ хăй те чылай чухне ыттисемпе юнашар тăрса ĕçлет, хавхалантарать. Ун пек чухне пире те çăмăл", - хăйĕн шухăшне уçса пачĕ ял старости.
Пытарма кирлĕ мар, паян вырăнсенче халăхпа обществăлла ĕç пурнăçлама çăмăл мар. Кашнийĕн хăйĕн проблеми, шухăшĕ. Старостăсем, депутатсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулни кирек кама та вырăнтан хускатать темелле. Ун пек чухне умма лартнă тĕллеве пурнăçлама та ансатрах. Çывăх вăхăтрах çак ялта тăватă тăкăрлăка вак чул сарса тирпейлеме планлаççĕ. Каллех çак ĕçре ял çыннисем алă тăсса пулăшни ытлашши пулмĕ. Николай Андреевич староста калашле, çулсеренех районта йĕркелекен чи кăтартуллă урама, кил-çурта, яла палăртакан конкурс номинацире палăрас тесен, пурин те пĕрле тăрăшмалла. Иртнĕ çул, акă, Хитров ячĕпе хисепленекен урамра пурăнакансем çак конкурсра çĕнтерỹçĕсем пулни епле кăмăллă! Шанас килет, кăçалхи конкурсран та ял тăрăхĕ айккинче юлмĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |