Хÿтлĕхпе пулăшăва кашнийĕ тарават

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:26 Просмотров: 21

Халăха социаллă тивĕçтерÿпе ĕçлекен Патăрьелĕнчи центрта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн мобильлĕ бригада йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — социаллă тивĕçтерÿ илекенсене медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци витĕр тухма Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе каясси. Çакă муниципалитет центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисене сиплев çуртне чăрмавсăр çитме, тухтăрсем патне кĕме май парать.

Тухса çÿремелли графике маларах палăртаççĕ. Медучрежденине планпа пăхнă тата çынсем ыйтнă тăрăх, ытларикун тата кĕçнерникун илсе килеççĕ.

Ĕçе çакăн пек йĕркелени аслă çултисен чир-чĕрне вăхăтра тупса палăртма, ĕмĕре вăрăмлатма, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Сиплев çуртне кайма транспортпа тивĕçтерни нумайăшне пăшăрхантаракан çул ыйтăвне татнине те калаççĕ.

— Çула тухасси нуша пулнăран медицина тĕрĕслевне эпĕ унччен питех çÿремен. Социаллă тивĕçтерĕвĕн мобильлĕ бригади пулăшнипе диспансеризаци тухрăм, халĕ хам сывлăхшăн пăшăрханмастăп. Çăмăллăхшăн пысăк тав, — терĕ программăна хутшăнакансенчен пĕри.

Мобильлĕ бригада малалла та ĕçлет. Округ администрацийĕ тата халăха социаллă тивĕçертерÿ паракан Патăрьелĕнчи центр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын хÿтлĕхе тата пулăшăва туйтăр тесе тимлет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика