Пĕчĕкялсен хавалĕ чăннипех те пысăк. Халăх пĕр шухăшлăн пулса пухăнать те палăртнă ĕçе туса та хурать. Çĕньял территорине кĕрекен Çăл Атăкпа Анат Тăрмăшĕнче пурăнакансем кам та пулсан хушасса е çÿлтен каласса кĕтсе тăмаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă тĕле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунă ентеш-салтаксене асăнса лартнă палăк территорине тирпейленĕ. Субботнике 50 ытла çын тухнă.
Çăл Атăк халăхĕ çак кунсенче масара та тасатнă. Ÿссе кайнă курăка çулнипе пĕрлех хăрнă йывăç турачĕсене, кивелнĕ веноксене пуçтарнă.
Август 2026 |
