Хăтлă урамшăн ачасемпе аслисем те хавас

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:23 Просмотров: 92

Çĕньялта тĕнчипе паллă чăваш поэчĕ Геннадий Айхи çуралса ÿснĕ урамри асфальт çула савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ăна Чăваш Енри «Хăрушсăр çулсем» проект пулăшнипе хута янă. Çухрăма яхăн тăсăлаканскере икĕ тапхăрпа пурнăçланă: çуррине — пĕлтĕр, ыттине кăçал сарнă. Ăна тума 6 млн тенкĕ ытла укçа хывнă.

Çатма пек яка çул пахалăхне ялти ачасем пĕрремĕш хак панă: савăнсах велосипедпа ярăннă. Халăх та хĕпĕртенине пытарман. Çитес çул «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнас кăмăллине, çула масар патнех çитмелле тума тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика