Тăрăнта пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ (сăн ÿкерчĕкре). 2022 çулхи октябрьте мобилизаци пуçлансан ялтан виççĕн неонацистсемпе кĕрешме тухса кайнă. Ял çыннисем укçа пуçтарса вĕсем валли тум-тир тата ытти япала илсе панă. Салтаксен пурнăçне сыхлама хÿтĕлев сеткисем кирлине пĕлнĕ хыççăн 2023 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче вĕсене çыхма пуçăннă. Тăрăнти чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен çак яваплă ĕçе пурнăçлама пилленĕ.
— Сетка çыхма пуçласси пирки халăх хăй сăмах пуçарчĕ. Ял ушкăнне хăçан килмелли пирки çырса яратăп та — çынсем хаваспах пухăнаççĕ. Çулла ĕç нумаййипе кăшт сахалтараххăн килеççĕ, çанталăк сивĕтсен чылайăн хутшăнаççĕ. Халĕ икĕ тетĕл хатĕрлетпĕр пулсан хĕлле 3-4-ран кая мар. Татьяна Медведева культорганизатор кашнинчех хапăл кĕтсе илет, — тет иккĕмĕш çул ТОС ертÿçинче вăй хуракан Светлана Краснова.
Сетка çыхмалли спандбонда Алексеевсем хăйсен автомашинипе Шупашкара кайса туянса килеççĕ. Мария Васильевна Тăрăн шкулĕнче чылай çул акăлчан чĕлхи вĕрентсе тивĕçлĕ канăва кайнă, Юрий Дмитриевич Патăрьел округĕн администрацинче тăрăшать.
— Спандбонд, сетка валли никĕсне туянма укçа ялта пурăнаканнисемпе пĕрлех хулара тĕпленнĕ хăш-пĕр ентешсем те параççĕ. «Исток» çĕр ĕç фирми те, Серафим игумен та айккинче юлмаççĕ. Тăрăнтан 14-ăн вăрçă хирĕнче, кашнине тимлĕх уйăрса гуманитари пулăшăвĕ ăсатма тăрăшатпăр. Вĕсене салтаксем патне çитерекеннисем — «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем. Çавăн пекех клубра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем отпуска килсен тĕл пулусем ирттеретпĕр, — терĕ Мария Алексеева. Сăмах май, культура «вучахĕнче» ятарлă çар операцине хутшăнакансен стенчĕ те пур.
Неонацистсем Курск чиккине тапăнса кĕрсен Тăрăнсем унта пурăнакансене те алă тăсса панă: 6 хутчен укçа пухса гуманитари пулăшăвне ăсатнă. Çакна вĕсем чунĕсем ыйтнипе, ыр кăмăллăхĕсем иксĕлми пулнипе пурнăçланă.
Салтак амăшĕсемпе ашшĕсем те ыттисемпе пĕрле сеткăсем çыхма çÿреççĕ. Зоя Ялуковăна, Альбинăпа Иван Сорокинсене, Инессăпа Владимир Ситовсене, Тикешрен килекен Федосия Мельниковăна кашнинче тенĕ пекех курма пулать.
Тăрăн халăхне ятарлă çар операцине хутшăнакансене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, гуманитарипе пулăшнăшăн çар чаçĕсенчен тăватă хутчен Тав çырăвĕ килнĕ. Çакă вĕсене тата пысăкрах хавхаланупа ĕçлеме хистет.
— Паян (августăн 13-мĕшĕнче) эпир 655-мĕш сетка çыхрăмăр. Вăрçă пĕтиччен те пуçăннă ĕçе пăрахмастпăр. Салтаксем хăвăртрах çеç тăшмана çĕнтерсе сывлăхпа таврăнччăр, çакăншăн пурте пĕрле кĕл тăватпăр, — терĕç хăю çумне хăю çыхнă май хастарсем.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
