Пирус - сывлăхшăн сиенлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2019, 10:29 Просмотров: 228

Урампа пынă чухне кашни кĕтесрех табак туртакана куратăн. Вăл çеç-и ха? Юлашки вăхăтра аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем те пирус мăкăрлантарнине асăрхатăн. Хĕрсемпе каччăсем те юлташĕсенчен юлас мар тесе наркăмăшланаççĕ, ача çуратнă, çемьеллĕ хĕрарăм алла пирус тытнине вара ниепле те ăнланма çук.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кашни 6 çеккунтра пирус туртнипе чире кайнă çын вилет. Çак сăлтава пула çулталăкра 5 миллиона яхăн çын çĕре вăхăтсăр кĕрет. Пирус туртнипе киленесси нимĕн чухлĕ те чакмасть-тăк çак хисеп 2020 çул тĕлне икĕ хут пысăкланĕ. Раççейре арçынсен 64 проценчĕ, хĕрарăмсен 10 проценчĕ сиенлĕ çак йăлапа туслă. Статистика кăтартăвĕпе килĕшỹллĕн ку цифра кашни çулах ỹсет. Çак йыш нумайланни çул çитмен çамрăксемпе тата хĕрарăмсем табакпа туслашнипе те çыхăннă. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вĕсен организмĕ никотина хăвăртрах хăнăхать. Пирус туртаканăн пепки çуралмасăрах хăрушлăха çакланать, çут тĕнчене килсен те тăтăшах чирлет.

Чăваш Енре ирттерекен социаллă ыйтăмсем те савăнтармаççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн 13,7 проценчĕ пирус мăкăрлантарнине çирĕплетеççĕ. Ытларах чухне куçăм тапхăрĕнчи ачасем (13-14 çулсенчисем - 13,1 проценчĕ, 15-16-рисем - 15,2 проценчĕ) çак сиенлĕ йăлана сивлемеççĕ. Пирус тăтăш туртакан ача ỹс- ме чарăнать, организмĕ аталанма пăрахать. Вĕренỹре тантăшĕсемпе ĕлкĕрсе пыраймасть.

Пирус - этем тăшманĕ. Табак туртни - çын сывлăхне хавшатакан анлă сарăлнă сиенлĕ йăласенчен пĕри. Сигарет тĕтĕмĕнче радиоактивлă япаласем пур: полони, хура тăхлан, висмут. Туртакан çыннăн чĕри талăкне 15000 хут нумайрах тапать. Юн тымарĕсем пĕрĕннипе тĕртĕмсене тата пуç мимине кислород çителĕксĕр пырать. Пĕр пирус пурнăçăн 5,5 минутне катать. Çулталăра çак кăтарту 31 кунпа танлашать, пурнăç тăршшĕнче - 10 çулпа. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ йышăннă тăрăх, никотин çынна майĕпен вĕлерекен наркотик. Пирус туртни ỹпкен усал шыççи (17 хут), çăвар (18 хут), пыр (11 хут), шăк хăмпи (2 хут) ракĕпе чирлессине, миокард инфаркчĕпе (2 хут), инсульт (2 хут) пулассине ỹстерет. Ỹт вăхăтсăр ватăлать, пĕркеленет.

Хăнăхса çитнинчен хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Сывлăха упрас тесен кăмăла хытармалла. Специалистсем палăртнă тăрăх туртма пăрахас тĕллевлисен 5-10 минута чăтса ирттермелле. Çавăн хыççăн çăмăлрах пулĕ.

А. ИВАНОВА, районти тĕп больницăн врач-терапевчĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика