Пĕрле тунă ĕç сумне çухатмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 09:36 Просмотров: 371

Кашни çыншăн, хăв çуралса ỹснĕ тавралăх темрен те хаклă. Çапла пулмалла та. Аякра пулсан та ачалăхри йăмраллă ял никамăн асĕнчен те тухмĕ.

Нумай пулмасть Треньелĕнчи Николай Положин старостăпа ял аталанăвĕ, çĕнелĕвĕ, капăрлăхĕ пирки сăмах пуçартăм. Вăл тỹрех вырăнти халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе туса ирттерекен ĕçсене асăнчĕ. Пысăках мар ялта хальхи вăхăтра тахçанах тымар янă бизнесменсем, фермерсем çук тесен те юрать. Вырăнта кĕрлесе тăракан предприятисен сасси те тахçанах шăпланнă. Урăхла каласан, ялта пĕр-пĕр ĕç тăвас тесен тỹ-рех алă тăсса пулăшакансене шырама тивет. Ял поселенийĕн кашни "шăйрăка" тỹрлетме майĕ-шывĕ те çук. Ун вырăнне тăван кĕтесрен тахçанах çунат хушса тухса кайнă ентешсем ял сăн-сăпачĕшĕн, илемĕшĕн кунта пурăнакансенчен кая мар пăшăрханнине пĕлтерчĕ староста. "Ял халăхĕпе пая кĕрсе хăш-пĕр тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçланине пĕлсен Мускавра пурăнакан Е. Михайлова, В. Волкова çийĕнчех пиншер тенкĕ укçа куçарса пачĕç. Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисем те усă курсан, Треньел тата ытларах юратнă ен пулмалла. Пĕрле тунă ĕç пурпĕрех сумлă та, хисеплĕ те",- пĕр савăнса, пĕр пăшăрхаса калаçрĕ вăл.

Ĕлĕк ялти чылай ĕçе халăхпа кар тăрса, нимелле, пулăшмалла, ыр кăмăллăхпа пурнăçланă. Пурте пĕрле пуçтарăннă та шăкăл-шăкăл калаçса темиçешер кун та ĕçленĕ. Çав меслетпех çурт-йĕрне те çавăрнă, утă таврашне те хатĕрленĕ, кил хуçалăхри ытти ĕçсене те ушкăнпах пурнăçланă. Тăванлăх, туслăх, юлташлăх пĕр чăмăрта пулнă. Ялта çак ĕçсем паян та пур, пĕтмен, пĕтмĕç те. Анчах унчченхипе танлаштарсан самана сĕмĕ, экономикăри лару-тăру "ниме" сăмаха лексиконран кăларса (вăхăтлăха çеç тесе шутлатăп) çĕнĕ терминсене сăмах çаврăнăшне кĕртрĕ. Юлашки вăхăтра "нимен" чи çывăх синонимĕ "пуçару бюджечĕ" (вырăсла "инициативное бюджетирование") пулса тăчĕ. Е халăха ăнланмалла каласан вăл патшалăхпа, вырăнти влаçпа тата ялта пурăнакан çынсемпе пая кĕрсе пысăк ĕç пурнăçланине ăнлантаракан пĕлтерĕш. Çак "сăмах" пире килĕшет е çук _ унпа паян пурин те çырлахмах тивет. Мĕншĕн тесен пурнăç аталанса пынă май пĕр вырăнта тапăртатса тăрас мар, ял инфраструктурине çĕнетес тата хăтлăрах тăвас тесен хамăр енчен пуçарулăх кăтартмаллах. Сăмах май каласан, ăна пирĕн районта чылай ялта ăнланса йышăнаççĕ, çак программăпа нумай ĕç тăваççĕ: çулсене тирпейлеççĕ, масар территорине йĕркене кĕртеççĕ, спорт залсем тунă çĕре те хутшăнаççĕ тата ытти те. Халĕ, акă, ял тăрăхĕсенче хытă каяша тирпейлĕн пуçтарса пымалли платформăсем тăвассипе пикенсех ĕç пырать. Алманчăсемпе Нăрваш Шăхальсем пуçару бюджечĕпе усă курса ăна йĕркелеме те ĕлкĕрчĕç. Ял культурипе, тирпей-илемпе çыхăннă программа уйрăм çынсене çеç мар, пурне те пырса тивет. Çак ĕçе пурин те пĕр çын пек пысăк ăнланулăхпа хутшăнмалла, урăхла каласан, пая кĕмелле. Йĕрке пуриншĕн те пĕрре.

Сăмахăма Треньел ял старостипе пуçланăран, çак тăрăхра халăх вăйĕпе йĕркеленĕ хăш-пĕр ĕçсене те аса илсе хăварасшăн. Николай Александрович хастарлăхĕпе тата пуçарăвĕпе вăл çак обществăлла ĕçе кỹлĕннĕ хыççăн сахал мар ĕç пурнăçланă. Нумай пулмасть çеç вĕсем масар çурт тăррине, урайĕсемпе маччине çĕнетнĕ, пырса кĕрекен енне илемлĕ карта тытнă. Район çамрăкĕсемшĕн (ваттисемшĕн те ĕнтĕ) юрату утравĕ шутланакан кану вырăнĕнче, ял клубĕ çумĕнчи ача-пăча площадкинче (ăна Н. Абужаров хастар хăй вăйĕпе тунă) сăрланă, тирпейленĕ, урамсенче субботниксем ирттернĕ тата ытти те. Хăтлăхпа капăрлăх тепĕр чухне расхутсăр пулмасть. Кăна йышăнмаллах. Яла илем кỹме вĕсем те халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе усă курнă. 250 - 300 тенкĕпе никам çемйи те çука юлман. Ун вырăнне урама тухсан та, ваттисене асăнма масар çине кайсан та тирпейшĕн кашнийĕн чунĕ савăнать, кашнийĕ çак ĕçре хăйĕн тỹпине курать.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика