Районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем канăвне интереслĕ те усăллă ирттерччĕр, сывлăхĕсене çирĕплетчĕр тесе 16 вĕрентỹ учрежденийĕн базинче лагерьсем йĕркеленĕччĕ. Вĕсене 569-ăн çỹрерĕç. Çитĕнекен ăру кирек хăш лагерь ĕçĕпе те кăмăллă юлчĕ. "Тепĕр сменăна та юлма хирĕç мар эпир", - терĕç пĕтĕмлетсе.
Аслă Чементи вăтам шкулти сывлăха çирĕплетекен кану лагерьне 29 ача çỹрерĕ. Вĕсемпе Л. Басырова, Л. Яганова, Э. Селиверстрова, А. Лысова вĕрентекенсем ĕçлерĕç. Уйăхĕ те тĕрлĕ уявран пуян пулнăран, ачасем пĕртте кичемленмерĕç. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун, Пушкин кунĕ, районти "Акатуй-Сабантуй", Раççей кунĕ... асра юлмалла иртрĕç. Уçă сывлăшра йĕркеленĕ кулленхи ирхи зарядка, ăмăртусем, конкурссем, хавхалантару вăййисем камăн кăмăлне ан кайччăр?
- Иртнĕ çул та каннăччĕ эпĕ лагерьте. Кăçал шахматла выляма вĕрентĕм,- каласа парать А. Ма- карова.
- Вырăс чĕлхи кунĕнче А. Пушкин юмахĕсемпе çыхăннă викторина йĕркелерĕç. 2019 çул - Театр çулталăкĕ пулнăран хăш-пĕр произведенисен сыпăкĕсене сцена çинче те выляса кăтартрăмăр,- тет М. Кошелева.
- Мĕнрен пуçланать-ха Тăван çĕршыв? Шанчăклă юлташсенчен, анне шăрантарнă юрăран, укăлча умĕнче ỹсекен йывăçран... тата ытти те, -терĕ юлташĕн калаçăвне малалла тăсса А. Никитина.
Çитĕнекен ăрăвăн 100 тĕрлĕ ыйту. Вĕсен хуравĕсене те хăйсемех тупма тăрăшрĕç ачасем. Тĕрлĕ курăкран букет хатĕрлерĕç. Хăшĕ мĕнрен усăллине пĕлчĕç. Чĕр-чунсене сăнарĕç. Вĕçен кайăксемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Айтуш уçланкине, ял библиотекине экскурсие çитсе килчĕç. Вулавăшри музей кăмăла кайрĕ. Çĕнĕ кĕнекесене алла илчĕç. Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен вĕсене вуласа тухма пулчĕç.
"Туслăх" тата "Шанчăклă туссем" отрядра канчĕç ачасем. Туслăх, сăпайлăх çинчен калаçу пуçарсан кашнийĕ хăйсен шухăшне палăртрĕ. Д. Латышовпа П. Волкова тулли хуравсем панăшăн пылак çимĕçлĕ пулчĕç.
Ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелени, спорт мероприятийĕсенче тупăшни хавхалантарса çеç тăчĕ лагерьте канакансене.
Шкул çумĕнчи лаптăк пысăк. Унта чечексен клумбисене тунă. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хĕм сапса тăракан çеçкесем çурăлччăр тесе тăрăшаççĕ ачасем. Тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Çĕр улми йăранĕсене, купăста, сухан, кишĕр речĕсене çум курăкран тасатма хутшăнни те лайăх. Ĕçе хăнăхни хăйсемшĕн. Пахча-çимĕçĕ шкул столовăйĕ валлиех каять-çке. Н. Дубинина, В. Михайлова поварсем халĕ те тутлă апат çитернишĕн хĕпĕртеççĕ.
- Асра юлмалли нумай лагерьте канакансен. Районти "Акатуй-Сабантуй" тата ял уявĕсенче вĕсем çĕнĕ туссем тупрĕç. Наци тумне тăхăнса юрă картине тăчĕç. Ялтан тухса кайнă ентешсемпе тĕл пулусем ирттерни те кăмăллă. Пурнăç çулĕ çине тăнă аслă юлташĕсем кирлĕ сĕнỹсем сахал мар пачĕç. Кикбоксинг енĕпе тĕнче чемпионĕ пулнă Н. Алешев, кĕрешỹ спортне кăмăллакан А. Бахмисов калаçăвĕ пурне те килĕшрĕ.
Тĕллевлĕ кану ачасен ăс-хакăлне пуянлатрĕ, сывлăхĕсене çирĕплетрĕ, тавракурăмĕсене анлăлатрĕ пулĕ тетпĕр.
- Кану вĕçленнĕ кун "Мухтав минучĕ" ирттертĕмĕр. Ăна тăрăшса хатĕрленчĕç. Лагерьте канни кашнинех хавхалантарчĕ, - пĕтĕмлетрĕ калаçăва лагерь начальникĕ М. Медведева.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |