Кĕтмен "хăна" шар кăтартать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 11:48 Просмотров: 309

Çимĕç йывăççисене пĕçертекен чир (ожог плодовых деревьев) сарăлма пуçлани сад тытакансене шар кăтартать. Чĕмпĕр облаçĕнчи Карсун районĕнче 928, 9 гектара карантина илнĕ. Чăн та, хăш-пĕр садри улма-çырла йывăççисем çулăм "чĕлхи" сиенленĕ пек хуралнă.

Йывăç-тĕм чечекĕсем, çулçисем хурални тата пĕтĕрĕнсе ларни - чир паллисем. Вĕсĕм чĕрĕ мар ĕнтĕ, çапах татăлса ỹкмеççĕ. Çамрăк хунавсем хăмăрланса лараççĕ. Йывăç вуллисен тата турачĕсен хупписем çинче хĕрлĕ е хăмăр тĕс çапнă вырăнсем пулса каяççĕ. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче сиенленнĕ йывăçăн улми-çырли ỹсме пăрахать, тĕссĕрленет, пĕркеленет, çапах туратсем çинче çакăнса тăрать. Сад-пахчара çак ỹкерчĕке асăрхасан çийĕнчех Раççей ял хуçалăх надзорне пĕлтермелле.

Ку амак хальлĕхе Чăваш Енре палăрман-ха, çапах кунта та çакланас хăрушлăх пур. Апла сыхланнине нимĕн те çитмĕ. Çак тĕллевпе Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем кашни çулах садсенче, вăрмансенче, уйсенче ятарлă серепесем лартаççĕ.

Улма-çырла, пахча çимĕç, чечексем çинче халĕччен асăрхаман хурт-кăпшанка курсан специалистсене каламалла. Çийĕнчех вĕсене хирĕç кĕрешме тытăнсан сарăлма, ỹсен-тăрана сиенлемесĕр тĕп тума май пур.

Н. Васильева, управлени ĕçченĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика