Ял пурнăçĕ канăçсăр пулин те чылай çыннăн чунне çывăх. Çĕньял ял тăрăх депутачĕпе Борис Елимовпа çакăн пирки калаçу пуçарсан вăл нумай шухăшласа тăмарĕ: "Эпĕ хама тăван тăрăх валли çуралнă тесе шутлатăп. Хамăн çемьене, ял халăхне ырă тума...",- терĕ сăпайлăн çеç. Çамрăк "халăх тарçинчен" çак сăмахсене илтме питех те хавас пулчĕ. 37 çулхи вăйпитти арçын пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илни куç умĕнче: Елимовсем хăйсен вăйĕпе икĕ хутлă çурт лартнă, мăшăрĕпе йышлă ача çитĕнтернисĕр пуçне фермер хуçалăхне тытса тăраççĕ, 13 гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура ỹстереççĕ, хуçалăхра йышлă выльăх - ултă ĕне, ултă пăру, 15 сурăх, çавăн чухлех сысна - усраççĕ. Çав вăхăтрах Борис Васильевич общество пурнăçне те хастар хутшăнма вăхăт тупать.
Вырăнти администраци пуçлăхĕ е ял халăхĕ ыйтнине пĕр сăмахсăр, кăмăлтан пурнăçлать. Çынна ырă туни харама кайманнине лайăх ăнланать вăл. Пархатарлă ĕçе хăйĕн тỹпине хывнăшăн чунтан савăнать. Сăпайлă арçын уншăн мухтанса, мăнаçланса та çỹремест. Çакă унăн йăлара çук. Библинче çырнă пек, "сылтăм аллу панине сулахай аллу ан пĕлтĕр" тенĕ. Ялти çĕнĕ часовньăна тума пикенсенех вăл ĕçе хăвăртлатас тата йỹнеçтерес тĕллевпе хăй ирĕкĕпех строительство материалĕсем парса пулăшнă. Нумай пулмасть Геннадий Айхи поэт юбилейĕ ячĕпе хута кайнă кану паркне тăвас тĕлĕшпе те пысăк тỹпе хывнă депутат. Ял халăхĕпе пĕрле тăтăшах субботниксене тухнă, кирлĕ материалсемпе, транспортпа тивĕçтернĕ тата ытти те. Унсăр пуçне ун патне ватăсем те, çамрăксем те хăйсене пăшăрхантаракан ыйтупа тухаççĕ. Е кĕпер юсамалла, е каçмана тỹрлетмелле.... Ун пек чухне те Б. Елимов май пур таран алă тăсса пулăшать. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма çаврăнăçулăхĕ те, опычĕ те çителĕклĕ унăн. Ял халăхĕпе "Знамя" колхозра инженер-строитель пулса ĕçленĕ вăхăтсенчех çыхăнăва çирĕплетнĕ. Каярахпа вăл вăрман касма çỹренĕ, ун хыççăн каллех ялти çĕр ĕç фирминче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче тракторпа ĕçлет, тырпул çитĕнтерет.
Çĕньял ял тăрăхĕнче депутатсем, старостăсем, обществăлла канаш членĕсем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, предпринимательсем пурте пĕр тĕвре. Çавăнпа та кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса, туслăн пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем тепĕр пархатарлă ĕç тунă, кивĕ шкул территорийĕнчи кỹлле хăватлă техникăпа тасатнă. Çывăх вăхăтра кунта ял-йыш ĕлĕкхи пекех пулă тытса савăнма, çемьепе канма пултарать
. А. Николаева
Ноябрь 2024 |