Тĕлĕнмелле асамлă тухтăр вăл! Çынпа тирпейлĕ те васкамасăр, сассине пĕрре те хăпартмасăр калаçать, пурне те куçран пăхса йăл кулать, хăйĕн ăшă пайăркисене сисмесĕрех теприн çине куçарать... Унпа сăмахăн чиккине пĕлместĕн, хутшăннăçемĕн хутшăнас, ăслă та ырă шухăшĕсене, усăллă сĕнĕвĕсене чылайччен итлесе ларас килет. Çак кунсенче Тури Туçа ялĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕн хисеплĕ çынни, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, СССР донорĕ, "Хисеп Палли" ордена, чылай медале тивĕçнĕ Вера Федоровна Никитина 85 çул тултарчĕ.
Çивĕч ăспа ĕçчен алли - Турă парни
Ял çыннин пурнăçĕ чылай çыннăн пĕрешкелрех. Вера та çĕр ĕçченĕсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Ачалăхĕ шурă кулач çисех иртмен. Нумай чухне йышлă çемьери ачасем чăн-чăн çăкăрăн тутине те маннă. Ăна амăшĕ - Клавдия аппа - е тырă хывăхĕнчен е мăян вăррин хутăшĕнчен пĕçернĕ пашалупа улăштарнă. Çире - пиртен çĕленĕ тумтир, урара тăла чăлхапа çăпата... Апла пулин те никам та пĕр-пĕринчен вăтанман, пĕр-пĕрне питлемен. Çапла ỹснĕ пирĕн паянхи хисеплĕ аслă ăру çыннисем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхине Вера çичĕ çулта пулнă. Ялта тăвансем, ентешсем çывăх çыннисене салтака ăсатнине, татăлса макăрнине лайăх ас тăвать. Вăрçă синкерлĕхĕ пурне те сехĕрлентернĕ. 1942 çулта хĕрача пĕрремĕш класа кайнă. Анчах 7 класран вĕренсе тухнă хыççăн çемьери йывăр лару-тăрăва пула пĕр çул шкула çỹреймен, çав вăхăтра колхозра ĕçленĕ. Кайран çеç, вăтам пĕлỹ илнĕ чиперкке Хусанти патшалăх медицина институчĕн педиатр (ачасен тухтăрĕ) факультетне вĕренме кĕнĕ. Ача чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ хĕр мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе 1959 çулта аслă шкулăн дипломне алла илнĕ.
-Маншăн институтра вĕренесси йывăрлăх пулман. Яла атте-анне, тăвансем патне килсе каясси вара чĕр нушаччĕ. Пĕрре укçи-тенки çитмен, тепре транспорчĕ питĕ сахал çỹретчĕ. Ас тăватăп, пĕринче юлташсемпе çурма çула çитрĕм, малалла кайма укçа çук. Вĕсем мана пуйăсра пиншаксем айне пытарса Канаша илсе çитерчĕç. Турă хĕрхенчĕ-тĕр, контролер та асăрхамарĕ. Те курсан та курмăш пулнă-ши? Чăваш Ене çитсен вара утнă чух утнă, чупнă чух чупнă темелле. Май пулсан автомашинăпа та ларкаласа килнĕ. Тăван кил, юратнă ял темрен хаклă туйăнатчĕ ун чухне. Халĕ те çавах-ха, - тет студент пулнă вăхăтсене аса илнĕ май Вера Федоровна.
Диплом илнĕ хыççăн çамрăк тухтăра шăпа вĕçсĕр-хĕрсĕр Казахстан çĕршывне те илсе çитерме пултарнă. Анчах В. Никитина тăван енех юлма тĕллев тытнă. Çитменнине тата ун чухне хуçалăх ертỹçинче тăрăшнă М. Долгов Туçара çĕнĕ больница тăвассине те шантарнă. Çапла тĕпленнĕ, тымар янă ялта сывлăх хуралĕн çамрăк специалисчĕ. Малтан Анат Туçари фельдшерпа акушер пунктĕнче (унта пилĕк койка-вырăн пулнă) ĕçленĕ, каярахпа вара пĕр улшăнмасăр 30 çул Туçари участок больницин тĕп тухтăрĕнче тăрăшнă. Вера Федоровна ялти сиплев учрежденинче ĕçленĕ çулсене çынсем паян та ырăпа аса илеççĕ. Туçа больници ун чухне çынсене сиплес, пациентсене йышăнас, чир-чĕртен профилактика тăвас, санитарипе гигиена пĕлĕвĕсене пропагандăлас, çав вăхăтрах ялсенче тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та кăтартуллă пулнă. Участокра амбулатори те, стационар та ĕçленĕ. Больницăра тăрăшакансем 5 пине яхăн çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăнă! Вера Федоровна коллективри медицина ĕçченĕсен йăлапа пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççейĕн тава тивĕçлĕ врачĕ (1970 çулта илнĕ çак хисеплĕ ята) ертсе пынă коллектив вунă çул ытла "Ăмăрту çĕнтерỹçи" пулнă, республикăри "Ĕç Мухтавĕн кĕнекине" кĕме тивĕçнĕ. Пĕр çулхине тата Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Туçа ялне шурă халатлисен ĕç опычĕпе паллашма Финляндинченех самолетпа вĕçсе килни те ун чухнех ертỹçĕн çивĕч ăсне, профессилле ăсталăхне, пысăк пултарулăхне кăтартса панă. Ют çĕршывран килнĕ ĕçтешĕсем тĕп тухтăр килĕнче çĕр улми ани çинче тăрмашнинчен те тĕлĕннĕ: "Врач! Вăл вара хура çĕр çинче ĕçлет!" Вера Федоровнăн хĕвне вара нихăçан та ỹркев йăва çавăрман. Кунĕпе ĕçре пулнине пăхмасăрах вăл каçхине хĕрарăмсен канашне пуçтарнă, алă ĕçне вĕрентнĕ, медработниксемпе урамсенчи тирпей-хăтлăха тĕрĕслесе çỹренĕ, çынсемпе тĕл пулнă тата ытти те. Кашни кĕçнерникун ирпе-ирех ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем тĕп тухтăрăн çепĕç сассине вырăнти радиоузелпа итленĕ. Вера Федоровна яланхиллех лăпкăн çеç калаçнă, тирпей-илем çитменнисене асăрхаттарнă, кăтартуллисене мухтанă. Вăл "Гвардеец" колхозра судья, прокурор, милици сотрудникĕ те пулман, анчах черченкĕ те илĕртỹллĕ кĕлеткеллĕ хĕрарăм-тухтăр сăмахĕ пуриншĕн те саккун, витĕмлĕ пулнă.
Пĕр туйăмлă ик чĕре - пĕр-пĕриншĕн тĕрев
Çуллахи каникул вăхăтĕнче Вера ял çамрăкĕсемпе утçине хутшăннă. Çак кунхине те тантăшĕсемпе фермăра ешĕл утта аслăк çине хăпартнă. Çак вăхăтра вĕсем патне çамрăк зоотехникпе хуçалăх ертỹçи килнĕ.
- Вăт, мĕнле хĕр! Куратăн-и? Анчах йĕкĕчĕ пур...- шăл ернĕ ертỹçĕ Вера çине кăтартса. Çакăнтанпа специалистăн чĕринче чăнласах темĕнле ырă туйăм çуралнă. Çухалса кайман йĕкĕт. Чиперккене куçран вĕçертмен Василий Никитин. Çывăхрах паллашнă хыççăн малтан виçĕ çул туслă пулнă, ун хыççăн çемье çавăрнă, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Çемьере тулли телей пултăр тесе Верăпа Василий хăйсен тĕпренчĕкĕсене Надежда тата Любовь тесе ят хунă. Паян вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, пĕри _ Санкт-Петербургра, тепри Анат Туçара тĕпленнĕ.
Елчĕк каччи пулнă Василий Антонович Никитин. Шăпа ăна та ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн районта малта пыракан çак хуçалăха илсе килнĕ. Малтан зоотехник, тĕп зоотехник, "Гвардеец" колхозăн председатель çумĕ пулса, 1968 - 1973 çулсенче председательте, ун хыççăн парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Вăл Социализмла Ĕç Геройĕ, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата ытти нумай наградăна тивĕçнĕ. Çемьере мăшăр иккĕшĕ те яваплă ĕçре пулни вĕсене нихăçан та чăрмав кỹмен. Пĕр туйăмлă ик чĕре (Василий Антоновичăн йывăр тăпри çăмăл пултăр) ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулнă.
- Кирек ăçта кайсан та, çĕрлене юлса таврăнсан та эпĕ ăна чун-чĕререн кĕтеттĕмччĕ. Эпĕ çеç мар, картишĕнчи Шурик йытă та вăл ял вĕçне машинăпа кĕнине сиссенех хỹрине пăлтăртаттаратчĕ. Çемье, ачасем, мăнуксем пирĕншĕн пысăк вырăнта, хисеплĕ. Кирек мĕнле ĕçе те пĕрле пурнăçланă. Шăв-шав, урлă-пирлĕ калаçасси пирĕн йăлара пулман. Паян ачасемпе мăнукăмсене, кĕçĕн мăнукăмсене те (вĕсем паян тăххăрăн савăнтараççĕ!) çавнах пиллетĕп, - кăмăлтан аса илчĕ юратнă мăшăрĕпе пурăннă вăхăтсене Вера Федоровна Никитина.
А. Егорова.
Ноябрь 2024 |