"Хамах!..."

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2019, 14:44 Просмотров: 203

лья Михайлов Хаçатпа туслă çыхăну тытнă

Манăн атте - Илья Михайлович Михайлов -пурăннă пулсан утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче 96 çул тултармаллаччĕ. Анчах йывăр чир ăна 1990 çулта пиртен уйăрчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕччĕ вăл. Унтан аманса килнĕ хыççăн Пăлапуç Пашьелĕнче комсомол секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1950 çулта хуçалăхсем валли ертсе пыракан кадрсене хатĕрлекен Шупашкарти икĕ çуллăх шкултан вĕренсе тухнă хыççăн агрономра, парторганизаци секретарĕнче, колхоз председателĕнче ĕçленĕ.

Каярахпа Первомайски районĕнчи "Коммунар" хаçат редакцийĕнче яваплă секретарь пулнă. Районсем пĕрлешсен, Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçат редакцине куçнă. Литература сотрудникĕ пулнă май унăн сахал мар статйисемпе калавĕсем пичетленнĕ.

Шупашкарта вĕреннĕ вăхăтра унăн хайлавĕсем "Ялав" журналта та кун çути курнă. Вулакансене çав вăхăтри пĕр калавĕпе паллаштарасшăн. Ăна тутарла та куçарнă.

В. МИХАЙЛОВ

Аттеçĕм

Эп юрлатăп нумайрах анне çинчен,

Мухтаса та савăнса кăна.

Темшĕн-çке атте ялан тăрать инçе,

Манса кайрăм-ши вара эп çак сăна?

Эпĕ халь юрласшăн сан çинчен, атте,

Яланах эс маншăн çывăх чун.

Манса каяс марччĕ ман атте ятне,

Эс пилленипе телейлĕ эп çак кун.

Аслă вăрçăран эс килнĕ суранпа,

Тăрăшса çĕкленĕ асатте çуртне.

Канăçа пĕлмесĕр уксах урупа

Ĕçлеме çỹренĕ-çке колхоз хирне.

Чĕререн юратнă эс мана, атте,

Тĕрĕс çул кăтартнă пурнăçра ялан.

Чупса кайăттăм куллен атте патне,

Ăшă сăмахсем çеç калăттăн чунтан.

Эп юрлап, атте, сана хисеп туса.

Манăçа тухаймĕ сăнару нихçан.

Парнелетĕп чĕререн сума суса

Çак юрра, аттеçĕм, юратса чунтан

Ясамова колхоз председательне суйларĕç. Вара, тепĕр кунне ирхине ирех, колхозниксем çакна асăрхарĕç: çĕнĕ председатель хулпуççи çине çуна турти хунă та васкасах ялтан тухса кайрĕ.

-Колхозра пĕр турта тупма çук, çĕнĕ председатель тупнă-ха иккен. Ăçта васкарĕ-ши ирех?-ыйтрĕ пĕр конюхĕ, сỹннĕ чĕлĕмне чĕрни çине шаккаса тăнă май.

-Арман хỹри пăрма чупрĕ,-ответлерĕ тепри,-"çил пур, арман авăрмасть"-тесе, хыпалансах турта шыраса çỹретчĕ.

-Тăрăшать председатель.

Çапла пуçларĕ председатель ĕçне Ясамов. Районтан ĕçпе килекен çынсем е ялти колхозниксем çĕнĕ председателе çавăнтанпа ниепле те правленинче тĕл пулаймаççĕ. Вăл яланах таçта: е фермăра, е утар пỹртĕнче, е арманта...

Пĕррехинче Ясамов правление пычĕ те счетовод çумне ларчĕ.

-Ффу-у, йăлтах ывăнса ỹкрĕм,-терĕ вăл, тарлă çамкине çанă вĕçĕпе шăлкаласа. - Фермăра ним йĕрки çук. Икĕ кунхи навуса хырман, хамăн чаваланма тиврĕ, аран тасатса пĕтертĕм. Улăм турттаракан Çимун та паян темшĕн ĕçе тухман, выльăхсем выçах карăнса тăраççĕ. Хире кайса улăмне те хамах кỹрсе килтĕм.

Счетовод ун умне пĕр тĕрке хут кăларса хучĕ:

- Алă пусса пар-ха çаксем çине. Пĕркунах района отчетсем тăратмаллаччĕ...- терĕ кăмăлсăррăн.

- Мĕнле отчет?

- Пур унта... Çуракине мĕнле хатĕрленни çинчен тата ытти те.

Ясамов, ручка тытса, отчетсем айне алă пусма пуçларĕ. Сасартăк, ун куçĕ умне "сỹресем хатĕрленĕ" текен графа сиксе тухрĕ.

"Сỹре... Тимĕрçĕсем ĕçлемеççĕ-им паян?"

- Мăлатук çапакан Гриша куккăшĕсем патне хăнана кайнă,- ответлерĕ пĕри.

Председатель вăрăммăн сывласа илчĕ те, ручкине сĕтел çине ывăтса, тимĕрçĕ лаççине тухса утрĕ. 

Часах, çырма хĕрринче халиччен салхуллăн шăпланса ларакан тимĕрçĕ лаççинче сунтал çине хăвăрттăн çапнă сасă хавассăн янрама пуçларĕ. "Çук, капла ĕç тухмасть пирĕн. Ăнтараймарăмăр эпир председатель енĕпе",- шухăшлаççĕ колхозниксем.

- Хăйне суйланăранпа пĕрре те правлени ларăвне пухман вĕт. Каласан, яланах: "мĕншĕн пухăнса ларса вăхăта ирттермелле",- тесе хурать. Пурне те хăй, пĕччен тума тăрăшать.

Çу-ук, ĕç тухмасть капла. ...Правлени ларăвне пухăннă çынсем председателе кĕтеççĕ. Лампа çутнăранпа та чылаях ĕнтĕ, Ясамов çук та çук. Техничка та ăна шыраса шалтах ывăннă. Тепĕр çур сехетрен правление Ясамов та хашăлтатса килсе кĕчĕ. Вăл каллех чăм шыва ỹкнĕ.

- Ха, эпĕ правлени пухăнассине пĕлмен те. Эсир те килнĕ иккен,- терĕ вăл, колхозниксем хушшинче ларакан райком секретарьне алă парса.-Ларăвне эпир часах, хăвăртах ирттерсе ярăпăр. Сире нумай, ытлашши нумай тытса тăрас мар. Тата хам та пушă мар-ха. Кладовщикпа иксĕмĕр те ял вĕçĕнчи кĕлетсем патĕнче тĕл пултăмăр та, кĕлетсене уçса пăхар-ха, терĕм. Вăхăтлă та пулчĕ - тулă вăрлăхĕ самаях хĕрме пуçланă вĕт. Каçчен çавăнта ĕçлерĕм-ха,- васкаса пĕлтерчĕ вăл, пиншакне хывмасăрах сĕтел хушшине кĕрсе ларса.

- Ну, мĕнех вара? Шăпланăр-ха эппин. Заседание уçар та васкарах хупар... ...

Тепĕр кун ирех Ясамов мухмăрлă çыннăнни пек пит-куçпа правление пырса кĕчĕ. Вăл никампа пĕр сăмах чĕнсе калаçмасăр хăйĕн пỹлĕмне кĕрсе кайрĕ те, сĕтел хушшине ларса тарăн шухăша путрĕ. "Активпа пĕрле ĕçлес пулать.Актива ху тавра пĕтĕçтерме тăрăшмастăн эсĕ, ху çине кăна шанса пурăнатăн. Кун пекех пулсан, сирĕн ĕç каймасть- терĕ секретарь.

- А мĕнле майпа пĕтĕçтермелле-ха ăна, актива?

Актива пухса калаçса ларма хамăн вăхăт çук вĕт. Пур çĕре те хамăн çитмелле, хамăн йĕркелемелле". Çапла шухăшласа ларчĕ Ясамов. Вăл райком секретарĕ тата колхоз активĕ каласа асăрхаттарнă сăмахсене шута илесси пирки шухăшламарĕ те. Ясамов çапла пули-пульми шухăшсемпе пăтрашăнса ларнă вăхăтра, ун витинче ăйăр кĕçеннĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. "Ах, мур илесшĕсем,- конюхсем ăйăра апат паман. Ăйăр выçă тăрать- çиçсе илчĕ ун пуçĕнче çак хăрушă шухăш. Вара вăл: "хамах!" - терĕ те васкаса ăйăр патне тухрĕ. Çук, конюха чĕнсе килме аса илеймерĕ çав Ясамов. Вăл каллех ĕçе хăй çине илчĕ. Çĕлен пек яштака хура ăйăр пуш кункăра умĕнче тăрать. Вăл Ясамова хăй патне кĕрсе курма чĕннĕ пекех, ик-виçĕ хут пуçне сула-сула илчĕ.

- Эх, ку конюхсене...- терĕ те председатель, ăйăра утă антарса пама тесе, вите çине хăпарса кайрĕ. "Ăçтан илмелле-ха кунтан утă?"- текелесе, сайхалăх тăрăх чиперех утса пыратчĕ Ясамов, анчах, инкеке, ун хăрах ури утă пăрахмалли шăтăка шăнкăлт анса кайрĕ те, вăл вара витери кункăра ăшне лаплатса ỹкрĕ. Ăйăр, кĕтмен çĕртен хăйне çавăн пек хăратнипе, алăк урлă хунă юман сăлăп çине пырса çапăнчĕ те витере чĕвен тăра-тăра мыскара кăтартма пуçларĕ.

- Сто-ой- илтĕнчĕ конюх сасси, - мĕн мурĕ пулчĕ? Ме, шыв ĕç те, сĕлĕ парăп. Ăйăр çаплах лăпланманнине кура, конюх витене кĕчĕ.

-О-о-ох, пĕтрĕм... хамах...- тенĕ сасă илтĕнчĕ кункăра ăшĕнчен. Вара конюх кункăра патне пычĕ те ун ăшĕнче пĕр уйăх каярах суйласа хунă председатель ăман пек авкаланса выртнине курах кайрĕ. Тепĕр çур сехетрен Ясамова больницăна ăсатрĕç. Леш ăйăра кỹлсех ăсатрĕç ăна.

- Хамах айăплă, хамах...-тесе хăварчĕ вăл хăйне ăсатма тухнă çынсене.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика