Тăван шкул музейне - хаклă парнесем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2019, 10:22 Просмотров: 281

Икĕ çул каялла районти "Авангард" хаçатра Шупашкарта пурăнакан ентеш, Аслă Чемен тата Первомайски шкулĕсенчен вĕренсе тухнă отставкăри подполковник П. Капитонов Аслă Чемен шкулне тĕлĕнмелле интереслĕ курав илсе килнĕ пирки çырнăччĕ. Унпа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ял-йыш кăмăлтан паллашнăччĕ. Курава Петр Андреевич хăйĕн 28 электромеханика тата электричество ĕçĕсем тăратнăччĕ. Боксерсем кĕрешнине, йĕлтĕрçĕсем чупнине, велосипедистсем ярăннине, спортсмен штанга йăтнине, тимĕрçĕсемпе вăрман касакансем ĕçленине, ипподромра лашасем чупнине, арçын пусăран шыв кăларнине тата ытти теттесене те курса тĕлĕннĕччĕ.

Ăстаçă хатĕрĕсем куçаççĕ, чупаççĕ, çутатаççĕ, юрлаççĕ... Ĕçĕсене ăсталанă чухне ентеш фанерăпа, пласмастпа, йывăçпа, латуньпа, мăйкăчсемпе, роликсемпе, пуканесемпе, электродвигательпе тата ытти хатĕрсемпе усă усă курнă. Хăш-пĕр ĕçĕсенче кассетăллă магнитофонпа янă музыка вылять. Вĕсемпе ентеш нумай вырăнта пулса курнă. Çак ĕçре ăна Слава ывăлĕ пулăшать. Пур çĕрте те курав ăнăçлă иртет. Сăмах май каласан, П. Капитонов уншăн пĕр пус та илмест.

Шкул хыççăн Петр Андреевич Тюменьти çарпа инженери училищинчен вĕренсе тухнă. 1969 çулта вăл Мускаври В. В. Куйбышев ячĕпе хисепленсе тăракан çарпа инженери академине вĕренме кĕнĕ, инженер-электромеханик дипломне алла илнĕ. Хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ хушăра нумай çул çар отраслĕнчи рационализатор тата изобретатель шутланнă, 50 ытла изобретени авторĕ. Унăн кашни çĕнĕ ĕçне ятарлă çирĕплетỹ хучĕ парса чысланă. "Телеграфлă ключ" тренажер, электропневматикăллă насус, ПП-9 прибор имитаторĕ тата ытти те шутласа кăларнă пултаруллă ентеш. Преподаватель, аслă преподаватель пулса та ĕçленĕ.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та вăл вăхăта ахаль сая яман. Электромеханика тата электричество теттисемпе ачасене кăсăклантарма пуçланă. 13 çул Шупашкарти ача-пăча керменĕнче, 5 çул Мускав районĕнчи пионерсен çуртĕнче кружок ертсе пынă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн тата тĕрлĕрен курав йĕркеленĕшĕн Петр Андреевич нумай хутчен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, 2005 çулта вăл ертсе пыракан клуб "Çар техникин моделĕсем" номинацире çĕнтернĕ. Уншăн ăна хаклă парне тата грамота парса чыс тунă. Паллă ентеш пурĕ 9 медале тивĕçнĕ, вĕсен йышĕнче ятарлă техникăна аталантарнăшăн панă "За трудовое отличие" медаль те пур. Вулакансене хăйĕн ĕçĕсемпе темиçе хутчен те "Военные знания" тата "Моделист-конструктор" журналсенче паллаштарнă ăста рационализатор.

Çак кунсенче ентеш тăван шкулта пулчĕ. Хăйĕн ĕçĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене, статйисене пичетленĕ журналсене, Хисеп хучĕсене, рационализаторла сĕнỹсемшĕн панă çирĕплетỹ хучĕсене, электромеханикăлла тата электронлă теттесем епле ĕçленине кăтартса панă диска тăван шкул музейне парнелерĕ. Çавăн пекех малашне аваллăх управçинче унăн виçĕ ĕçĕпе те паллашма пулĕ. Кашни теттене ачасемпе вĕрентекенсем темĕнччен сăнарĕç, хăшĕсен çакăн пеккине хăйсен туса пăхас килчĕ. Лобзик-теплорез, пистолет- дальномер тата çăм арламалли хатĕр епле ĕçленине каласа панă май, итлекенсен нумай ыйту çуралчĕ. 80 çулхи ентеш тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ. Хăйĕн пуян кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕ, математикăпа физикăна тăрăшса вĕренмеллине, спортпа туслă пулмаллине каларĕ. Ача чухнех кишĕртен касса машина-трактор, прицеп тума кăмăлланă вăл. "Халь сирĕн майсем нумай. Тен, кăсăкланса каятăр манăн ĕçсемпе. Сире ман парнесем усă пуласса шанатăп", - терĕ ветеран.

Эпир, Аслă Чементе пурăнакансем, пирĕн ялтан çакăн пек талантлă, чунпа пуян, сăпайлă та ĕçчен çын тухнăшăн савăнатпăр, унпа мăнаçланатпăр.

Н. КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика