Ядерлă заряда сăнама хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2019, 10:26 Просмотров: 273

Вĕçĕ

Заряда тральщик çинчен 12 метр тарăнăшне лебедкăсемпе усă курса антарнă. (Акваторинче шывăн вăтам тарăнăшĕ 35 метр, чи тарăн вырăн 70 метр). Мишень шутĕнчи корабльсем 300 метртан пуçласа 3 километр таран инçĕшре тăнă. Вĕсем çине радио-, фото-, тата виçев аппаратури вырнаçтарнă. Шыв айĕнчи карапсем перископ курăнакан тарăнăшне анса тăнă. Ирхине сакăр сехетре (10сехетре тени те пур) "Эмба" корабль çинчи автоматран радиосигнал панă хыççăн хăватлă взрыв кĕрле се кайнă. Унăн вăйĕ 3,5 килотоннăпа танлашнă. Эпицентра çывăхрах тăракан пĕр эсминец самантрах шывра çухалнă. Взрыв пулнине сăнама тĕпчев аппаратурине нумай явăçтарнă.

Ку вăл Совет Союзĕнче шыв айĕнче пуçласа ирттернĕ ядерлă сăнав пулнă. Çак меслетпе ядерлă зарядсене сирпĕтесси кунта 1961 çулчченех тăсăлнă. 1962 çулта юлашки хут шыв çийĕнче взрыв тунă. Çакăнтах 1961 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Хрущев хистенипе "патша-бомбăна" сирпĕтсе (50 мегатоннăллă взрыв) пĕтĕм тĕнчене кисретсе сехĕрлентернĕ. Пурĕ вара Çĕнĕ Çĕрте 132 ядерлă взрыв тунă: шыв айĕнче, шыв çийĕнче, сывлăшра, çĕр çинче, çĕр айĕнче. Çак вырăн паян та Раççей Федерацийĕн тĕп полигонĕ шутланать.

Пирĕн матрос çырана тухса çỹренĕ Белушья губа халĕ-_ хула евĕрлĕ поселок. Вăл Архангельск облаçĕн территорине кĕрет, унта икĕ пин ытла çын пурăнать. Петр Малов хăйĕн аса илĕвĕнче "Вырăнти сельсовет председателĕ Тылка Вылка тетчĕç" тени те чăнлăхпах çыхăннă. Анчах пĕчĕк йăнăш пур. Тылка мар - Тыко. Çак Тыко Вылка - Çĕн Çĕр таврашĕнчи ненец халăхĕн паллă писателĕ тата художникĕ пулнă. Октябрьти революци хыççăн ăна Белушья губа поселок ĕçтăвкомĕн председательне суйланă. Кайран ун çине Пĕтĕм Çĕнĕ Çĕр лаптăкне те кĕртнĕ. Çак тивĕçе вăл 1956 çулчченех, халăхсене Архангельска куçарса кайичченех, пурнăçласа пынă.

Радиаци пайăркисем организма лекни ахаль иртмен. Атом взрывне ирттернĕ çĕртен базăна таврăннă хыççăн чылайăшĕ хăйне йывăррине туйнă. Пирĕн Петр Малов та пуç çаврăннине тата ыратнине, лĕклентернине пĕрре мар сиснĕ. Пĕринче вăл çичĕ кун Архангельскинчи çар госпиталĕнче те сипленнĕ.

Маларах эпир пирĕн районта подразделенисен сывлăха уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан ĕçĕ-хĕлне тỹреммĕн хутшăннисем районта иккĕн кăна тесе палăртнăччĕ. Ку паллах, пурнăç чăнлăхĕпе пĕрре те килĕшсе тăмасть. Ядерлă сăнавсене хутшăннă салтаксен йышĕ районта самаях пысăк тесе шутламалла, республикипе вара - пинĕпе. Ядерлă взрывсем кăна миçе хут тата миçе çĕрте кăна пулман-ши! Пурте пĕлекеннисем: Семипалатинскри сăнавсем, Оренбург облаçĕнчи Тоцкри ядерлă взрыв, Капустин Ярти сăнавсем, Çĕнĕ Çĕрти 132 ядерлă взрыв... Кусемсĕр пуçне салтаксем гражданла персоналпа пĕрле çар объекчĕсенче радиаци аварийĕсене пĕтеме хутшăннă вырăнсем, радиоактивлă каяшсене пĕр çĕре пухса тирпейлесе пытарнă лаптăксем... Ядерлă хĕç-пăшал туса кăларакан, пухакан заводсемпе цехсем...

Радиаци пайăркисемпе сывлăха пĕтернĕ çынсем пирĕн çĕршывра миллионĕпе пулнă тесе каласан та сахал. Чылайăшĕ йывăр чире кайса тахçанах леш тĕнчене кайнă ĕнтĕ. Пурăнаканнисем те сывлăхсăр е сусăр. Чĕрĕ юлнисем, ав, нумай юлман. Вăхăтĕнче çав çынсене подразделенисен сывлăха уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан ĕçĕ-хĕлне тỹреммĕн хутшăннă тесе палăртман - ним пулман пек вăрттăнлăхра тытнă. Çын пурнăçĕ ним те мар. Юрать-ха, Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче харсăр та ăслă çынсем тупăнчĕç. СССР саланнă хыççăн патшалăхăн чи аслă органĕ шутланакан Раççей Верховнăй Совечĕ 1991 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче халăха майлă постановлени (№2123-1) кăларнă, çав ядерлă сăнавсенче тата вĕсемпе çыхăннă мероприятисене тỹреммĕн хутшăннă çынсене социаллă пулăшу (уйăхсерен пособи, санаторисене кайма тỹлевсĕр путевка, больницăра черетсĕр сиплесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсем тата тем те пĕр - списокĕ питĕ пысăк) памалли перечене çирĕп-летнĕ. Пĕрлех Раççей Оборона министерстви подразделенисен сывлăха уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан ĕçĕ-хĕлне тỹ- реммĕн хутшăннă граждансене ятран палăртма Тĕп, Центральнăй Комисси туса хунă. Анчах тĕрĕслĕхе çирĕплетме ай-ай йывăр. Унта çитме çулĕ тумхахлă, лаши начар, урапи шăлтăр-шалтăр... Çак йывăр çула епле утса тухнине Петр Максимович çапла аса илет: "Малтан хамăр районти военкомата кайрăм. Таçта çырса яратпăр, терĕç. Тем вăхăтра хурав çитрĕ. Ним усси те пулмарĕ. Республикăри комиссариата та çитрĕм. Хутсем килеççĕ - ман хушамат çук. Темле-темле архивсене те çыру яратăп - хуравĕсем тивĕçтермеççĕ. Унтан "Раççей Федерацийĕнчи сывлăха уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан ĕç-хĕл подразделенийĕсен ветеранĕсен Комитечĕ" (Комитет ветеранов подразделений особого риска Российской Федерации) ятлă патшалăх-общество организацин адресне тупрăм. Вăл Питĕр хулинче вырнаçнă. Ик çул (!) иртсен тин кунтан чуна пăртак çемçетекен çыру килчĕ - ятарлă анкетăна тултарса çырса ярса памалла иккен. Комитетăн авторитечĕ ахаль çыннăннинчен самай пысăк пулĕ çав. Вăхăтнумаях та иртмерĕ, Комитета Оборона министерствин Тĕп архивĕн филиалĕ е Тинĕс-Çар флочĕн архивĕ, вăл Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче вырнаçнă, архив справкине ярса панă. Пĕр копийĕ мана та çитрĕ. Ак, савăнăç -карапăн историллĕ журналĕнче эпĕ Правительствăн ятарлă заданине пурнăçлама хутшăнни палăрчĕ - корабль те паллă, хăçан Çĕнĕ Çĕрте пулнисем те уçăмлă. Кун хыççăн, паллах, тек чăрмав-тавраш пулмарĕ, тивĕçлĕ документсем те çитрĕç. Вĕсене мана çар комиссариатĕнче сумлă лару-тăрура тыттарчĕç. Ку маншăн хăйне кура пĕчĕк çĕнтерỹ те пулса тăчĕ".

Н. ЛАРИОНОВ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика