Çуллен Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятин уй-хирĕнче комбайн "штурвалĕ" умĕнче Володя Аба ăста механизатора курма пулать.
Мĕн пĕчĕкренех вăл ашшĕ çумĕнче, машинăпа трактор паркĕнче, ỹснĕ. Федор Сергеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсанах хăйĕн пурнăçне тимрĕç лаççипе çыхăнтарнă. Амăшĕ те, Пелагея Ивановна, колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Вĕсене ялта та, ытти пĕлекенсем те хисепленĕ, сума сунă. Эпир вĕсем сас хăпартса калаçнине нихăçан та илтмен.
Пурнăçăн йывăр кунĕсем ватăсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварни сăн-питĕнченех паллăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех ачисем те çĕре юратнă, пур ĕçре те хастар пулма тăрăшнă. Кĕçĕн классене вĕрентнĕ Ф. Пигаваева Володя çинчен: "Çак пĕчĕк вĕренекенĕн алли ылтăн, класра ăна-кăна тỹрлетмелле е пăта çапмалла - вăл ялан малта тата ĕçе çыпăçуллă та тирпейлĕ тăвать", - тетчĕ. Пурнăç сукмакĕ Владимир Абан анлă та сарлака. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан вăл салтака кайнă. Яла моряк тумĕпе таврăннă. Унтан Шупашкарти электромеханика техникумĕнче ăс пухнă. Чунĕ вара унăн тăван ялах туртăннă. Çамрăка колхозра хаваспах кĕтсе илнĕ. Вырма вăхăтĕнче вăл яланах ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕртме хастар хутшăннă. Малтанласа тетĕшĕпе комбайн "штурвалĕ" умне ларнă, каярах хăй тĕллĕн çỹренĕ. Пĕр тăванĕпе ăмăртмалла вăй хунă. Нумай чухне Володя малтисен шутĕнче пулнă. Çакна унăн тĕрлĕ награди те çирĕплетет: Тав, Хисеп хучĕсем... Вĕсем хушшинче Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçин медалĕ тата Ĕç мухтавĕн виççĕмĕш степеньлĕ орденĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Владимир Федоровичăн Вьетнам çĕршывĕнче те пулса курма тỹр тивнĕ. Вăл унти халăха хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă, хăй те вĕсенчен нумай вĕренсе килсе пĕрле вăй хуракансене каласа кăтартнă.
Шкулта вĕренекенсемпе йĕркелекен тĕл пулусене те хаваспах хутшăннă. Ачасене тăрăшса вĕренмелли, пурнăç çулне тупни çыннăн кун-çулĕнче пысăк вырăн йышăнни пирки ăнлантарнă.
Пурнăçра кайăксем те мăшăрлă. Владимир Федорович Алевтина Павловнăпа пĕр çемье çавăрса икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Кирпĕч çурт лартнă, хуралтисене çĕнетнĕ. Йăха тăсакансене пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Светлана Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен, Марина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Сергей ашшĕ пекех ылтăн алăллă пулнăран строительство техникумĕнче ăс илнĕ.
Паян Абасем виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ.
Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА.
Ноябрь 2024 |