Иртнĕ эрнекун Патăрьелĕнче Чечен Республикинче террора хирĕçле операцисене хутшăнса пуç хунă ентешсене асăнса палăк уçрĕç. Виççĕн вĕсем яланлăхах çап-çамрăк юлнă паттăр салтаксем: Хирти Пикшикре 1974 çулта çуралнă Фирдус Камалетдинов кĕçĕн сержант, Пỹртлĕре 1977 çулта çуралнă Алексей Еремеев рядовой, Туçара 1971 çулта çуралнă Сергей Пахомов аслă сержант.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, район прокурорĕ Н. Осипов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин кадрсен пайĕн начальникĕ В. Самарин полковник, Раççей Федерацийĕнчи наци гварди çарĕн управленийĕн республикăри СОБР командирĕ А. Тимофеев полици полковникĕ, районти обществăлла канаш членĕсем, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Н. Марков протоиерей, республикăри мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, ашшĕ-амăшĕ, çывăх юлташĕсем, тăванĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.
Чи хаклине - хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пуç хунисене яланах асра тытнине, вĕсен ячĕ пирĕн чĕресенче упранине палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов сăмах каларĕ: "Историн хăрушă страницисене пиртен кашнийĕ пĕлме тата асра тытма тивĕç. Çĕр çинче тăнăç пурнăçран хакли нимĕн те çук. Чечня- чĕре ыратăвĕ. Хăйсен таса тивĕçне пурнăçласа унта республикăри шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсемпе çар служащийĕсем паттăррăн вилчĕç. Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех Мухтав кĕнекине кĕчĕç. Çитĕнекен ăрăва паттăрсен тĕслĕхĕпе воспитани памалла, вĕсем те тăван çĕре, çуралнă çĕршыва юратчăр".
Чечен Республикинче çар ĕçĕсене хутшăннă Паттăрлăх орден кавалерĕ, Треньелĕнчи В. Положин, Хирти Пикшикри Фирдус Камалетдиновăн çывăх юлташĕ пулнă М. Даутов палăка уçрĕç. Ветерансен ячĕпе В. Положин, мĕн пур тăванĕ ячĕпе Фирдус Абдулловичпа пĕр тăван А. Ка- малетдинов тухса каларĕç.
Первомайскинчи, Туçари, Хирти Пикшикри вăтам шкулсенче вĕренекенсем, районти централизациленĕ клуб ĕçченĕсем патриотла юрăсем юрларĕç.
Хăйсенчен мĕн кирлине тунă паттăрсем. Эпир вĕсен умĕнче пуç тайма тивĕçех. Çĕршыва хỹтĕлесе вĕсем хăйсен пурăнас кун-çулне татнă. Ашшĕ-амăшне, тăванĕсене нихçан пирчейми чĕре суранĕ туса хăварнă. Палăк çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ патриотла воспитани илме пулăшасса та шанас килетех. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем унта хурал та тăчĕç.
Фирдус Камалетдинов Раççей шалти ĕçсен министерствин çарĕсен ятарлă 46-мĕш "Лев" полкĕнче службăра тăнă. Крап берет тăхăнма тивĕçлĕ пулнă. Спецназăн мăнаçлăхĕ çакă. 40 ытла çар операцине хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Суворов медальне тата Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Çапăçура 1995 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ.
Алексей Еремеев Раççей шалти ĕçсен министерствин çарĕсен 101-мĕш бригадинче службăра тăнă. 20 ытла çар операцине хутшăннă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Çапăçура 1996 çулхи августăн 9-мĕшĕнче вилнĕ.
Сергей Пахомов Çурçĕр Кавказ çар округĕн комендант ротин инженерпа саперсен взвочĕнче службăра тăнă. Çапăçура 2001 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ.
Çакна та палăртмалла: Афганистанра службăра пулнă 300 салтак-ентешрен çиччĕшĕ - Кĕçĕн Арапуçĕнчи Геннадий Козлов, Турханти Владимир Перлов, Тутар Сăкăтĕнчи Рифкать Куликов, Сăкăтри Николай Родионов, Михаил Мтин, Шăнкăртамри Минхайдяр Валитов, Сителти Александр Журавлев пуçĕсене хунă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |