Çурта ют çын кĕнине тỹрех сисрĕ Сăкăтри Р. Хмелева. Вуннăмĕш теçетке çула вакланă пулин те куçĕ витĕр курать, хăлхи илтет, ури утать Роза Яковлевнăн. Ăс-тăнĕ те çирĕп. Кирек хăш темăна хускатсан та калаçма пултарать. Мăнкăмăллăхĕ çук. 37 çул пĕр сăмахра пурăнакан кинĕпе савăнать. Ăрăва малалла тăсакансем хăйне лайăх пăхнипе кăмăллă. Пĕр çаврăм юрлама та ỹркенмерĕ:
"Пурнăçа лайăх утса тухаясчĕ,
Ачасем валли ыр ят хăварасчĕ"...
Унтан тарăн шухăша кайса алла районта тухса тăракан "Авангард" хаçата илчĕ. Çырăнмасăр нихăçан та юлмаççĕ ăна. Хыпарсене тишкернĕ май çуралнă кун ячĕпе саламланисенче палланă çынсене шырарĕ.
Хăйпе пĕр тăван шăллĕн ывăлĕпе кинĕн хỹттинче паян ватă. Николая вĕсем ачаранах пăхса ỹстернĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă Роза аппан. Çавах çурт никĕсне тытса пыракансене ыррине нумай вĕрентсе хăварнă. Паянхи кун та вĕлле хурчĕ тытать çемье. Картишĕнче ытти выльăх та пур. Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен пулма хăнăхнă Тинюковсем.
Николай Иванович шкулта ĕçлет. Ачасене маларах НВП, халĕ физкультура, ОБЖ предмечĕсене вĕрентет. Салтакранах старшина званийĕпе килнĕскер паянхи кун та çирĕп йĕркене мала хурать. Ачасене çарпа патриотла воспитани парассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Шкултан вĕренсе тухнисем салтака каяççĕ. Вĕсем хăш чаçе лекнипе интересленет. Командирĕсемпе çыру урлă çыхăнса ентешсем служба тивĕçне мĕнле пурнăçланине ыйтса пĕлет. Генерал таранччен хурав пани пулнă вĕрентекен патне. Ятарлă альбом уçнă вĕсемпе.
Н. Тинюков сĕннипе хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнисем те сахал мар. Полковник званилли те пур.
Ачасенчен çирĕп ыйтас тесен хăвăн та кăтартуллă пулмалла. Вĕрентекен кабинечĕ вара çулленех лайăххисен шутĕнче. Иртнĕ çул республика шайĕнче мала тухрĕ.
Районта иртекен чылай мероприятинче курма пулать Николай Ивановича. "Орленок", "Зарница" çарпа спорт вăййисене явăçатех. Вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакан ачасен 5 кунлăх çар хатĕрленĕвĕсем унсăр иртмеççĕ. Çитĕнекен ăрупа аслисен тĕл пулăвĕсене хутшăнать тата ытти те.
Чикĕ хуралçи районти "Пограничное братство" пĕрлешĕве ертсе пыратчĕ. Çакăнта çар службинче тăнисен кĕнекине те кăларнă вĕсем. Ялтанах 70 ытла каччă чикĕ хуралĕнче тăнă та.
Пур çынра çукки тата та пур Николай Ивановичра. 67 хутчен юн панă вăл. "Раççей хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнĕ. 3 хутчен ял хуçалăх çыравне хутшăннă. Темиçе хутчен те ял тăрăхĕн депутатне суйланнă. Икĕ созыв депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулнă. Хор ветеранĕ, ăста артист, юрăç та Н. Тинюков.
Кăкăр тулли медаль паян ĕç ветеранĕн. Вĕсене патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, ветерансен юхăмне пулăшнăшăн тата ыттишĕн те панă. Чикĕ çарĕсен пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ отличникĕ вăл.
Мăшăрĕпе, Алиса Николаевнăпа, виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Пурне те ура çине тăратнă, вĕрентсе кăларса çемьелентернĕ. Лена Карелире тĕпленнĕ, инженер-проектировщик. Марина Шупашкарта, Оля Карапай Шăмăршăра пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ пиллĕкмĕш мăнукне кĕтеççĕ.
- Мăшăрпа иксĕмĕр те йышлă ачаллă çемьере ỹснĕ эпир. Ĕç çумне ачаранах çыпăçнă. 10 класс хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнăччĕ. Темшĕн килĕш- мерĕ. Пĕр курс хыççăн юлташ хĕрачипе Мускава кайрăмăр. Апат-çимĕç промышленноçĕн техникумĕнче вĕренсе ĕçе вырнаçрăм. Пĕр сменăра 3,5 тонна печени пĕçерсе кăлараттăмăр. Цех ертỹçи те турĕç. Турă çырни ялта пулчĕ пулас. Николай чунĕ хулана туртмарĕ,- тет Алиса Николаевна.
30 çул ытла ял Советĕнче ĕçленĕ А. Тинюкова. Ĕç хыççăн çемье алă усса ларман. Çĕрпе ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх тытнă. Пĕр çулхине Тинюковсем çурт хыçĕнчи пахчара çитĕнтернĕ кишĕре сутса ăшă системи кĕртнĕ. Хушма хуçалăхран кĕнĕ укçа-тенкĕпе усă курса ачисене вĕрентсе кăларнă, пурăнмалли кĕтеслĕ тунă.
Хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Тинюковсем. 2004 çулта "Çулталăк çемйи" районти конкурса хутшăннăччĕ. Çĕнтерỹçĕсене республикăна янăччĕ. Унта та кăтартуллисем пулнăччĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |