Пăлапуç Пашьелсемшĕн çак икĕ хутлă çурт 60 çул каялла чăн-чăн кермен вырăнĕнче пулнă-тăр. Пĕр тăрă айĕнче темиçе кантур ĕçлеме пикеннĕ: колхоз правленийĕ, ял Совечĕ, культура вучахĕ, библиотека, фельдшер пункчĕ. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн паян та администраци çурчĕ тăп-тăпăлах ларать-ха. Çапах та ял историне çырăнса юлнă пысăк паллăна ял-йыш сарăмсăр ирттерсе яман. Телее, паян çак здание тума хутшăннă хастарсем те пурăнаççĕ-ха. Аннесен кунĕпе тỹр килнĕ мероприяти анлăрах та, сумлăрах та иртрĕ.
Уява Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Никитин уçрĕ, хĕрарăмсене Анне кунĕ ячĕпе, ял-йыша истори страницине çырăнса юлнă паллă пулăмпа саламларĕ. Ялти чиркỹ настоятелĕ Иоанн атте те пурне те тăнăç пурнăç, ырă сунчĕ.
Çак икĕ хутлă йывăç çурта 1959 çулхи ноябрьте хута янă. Çỹлти хутĕнче "Звезда" колхозпа пĕрлешсе пысăкланнă "Комсомолец" колхоз правленийĕ, аялти хутĕнче ял Совечĕ пулнă. Çурçĕр енчи пайĕнче 250 вырăнлă клуб, фойе, артистсене салтăнса тумланмалли вырăн... Ырă аса илỹсенчен çакă паллă пулчĕ. Çав çулсенче П. Майзуров колхоз председателĕ строительство ĕçĕсем çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрнă. Хуçалăхра тĕрлĕрен производство объектне хута ярса пынă май, ял малашлăхĕ культурăна аталантарнипе те тачă çыхăннине лайăх ăнланнă вăл. Çак тĕллевпех Петр Федорович çак çурта хута яма мехел çитернĕ те. Клуб унчченхи çулсенче (халĕ те начар мар ĕçлеççĕ) кĕрлесе çеç тăнă. Унта тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти иртнĕ. Кун пирки хуçалăхра нумай çул зоотехникра тăрăшнă, каярахпа хуçалăха та ертсе пынă Вадим Мешков питĕ кăсăклă каласа пачĕ, чылай çын ятне ырăпа асăнчĕ. Ĕç ветеранĕн калаçăвне экрантан кăтартакан сăн ỹкерчĕксем çирĕплетсе пычĕç. Аса илỹ ял историйĕпе, аталанăвĕпе, паллă çынсемпе те çыхăнчĕ.
Мероприятие Тольяттинчен килнĕ А. Максимов та хаваспах хутшăнчĕ. Инçе çултан йыхрава хапăл тунă ентеш 1973-1980 çулсенче кунти культура çуртĕнче "Унисон" вокалпа инструментсен ансамбльне ертсе пынă. Унăн калаçăвĕ те чылай ырă вăхăта самантлăха каялла тавăрма пулăшрĕ.
Уяв сĕмне концерт программи тата ытларах пуянлатрĕ. Вырăнти вăтам шкул ĕçченĕсем Нина Тихонова ертсе пынипе тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç, "Пашьел" халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Зот Степанов) çĕнĕ репертуарпа савăнтарчĕ , А. Чебоксарева, З. Степанов, Г. Матюш- кина, Е. Иванова шỹтсемпе куракансене тĕлĕнтерчĕç. Екатерина Заббарова вара анне çинчен юрлакан юррипе залра ларакан чылай çыннăн кăмăлне хускатрĕ.
- Çак пĕр тăрă айĕнчи çуртра тата нумай çул пĕрле, килĕштерсе пысăк ĕç тăвасчĕ. Ял халăхне ĕçлеме те, савăнма та кăмăллă пултăр,-терĕ культура çурчĕн ертỹçи Е. Иванова пурне те тав сăмахĕ каланă май.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |