Асăрханулăх çинчен ан манăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2019, 09:29 Просмотров: 282

Çĕнĕ çул - аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чи юратнă уяв шутланать. Анчах та хăшĕсем уяв вăхăтĕнче сыхлăх çинчен манаççĕ. Çавна май вăрăма кайнă кану кунĕсенче çынсем сусăрланнă тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ. Мĕне пула-ха? Çак тата ытти ыйтусене хуравлама республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрне Е. Егорована ыйтрăмăр.

- Елена Михайловна, çынсем уяв кунĕсенче ытларах мĕнле инкеке çакланма пултараççĕ?

- Шел те, статистика кăтартнă тăрăх Çĕнĕ çула уявланă кунсенче çынсем питĕ нумай сусăрланаççĕ. Больницăсемпе травмпунктсенче ĕçлекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче хĕрỹ тапхăр пуçланать.

Палăртнă тăрăх, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче çак кунсенче медицина ĕçченĕсем патне пĕр пекрех сăлтавпа, чирсемпе тата пĕр евĕрлĕ сурансемпе пулăшу илме пыраççĕ, ỹксе алă е ура хуçнипе, пиçсе кайнă е тăм илтерсе янă, вăраха, шала кайнă чирсем тепĕр хут аталанса кайни, апат-çимĕçпе е эрехпе наркăмăшланнă пирки.

- Елена Михайловна, çакна та каласа хăварăр-ха, пĕлтĕр хĕллехи уяв кунĕсенче пирĕн республикăри медицина ĕçченĕсем ытларах мĕн пирки тата миçе çынна пулăшу панă?

- Уяв кунĕсенче республикăри васкавлă пулăшу учрежденийĕсенче 11243 çынна пулăшу панă.

Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне суранланнă тĕслĕхсем те пулнă.

Статистика кăтартнă тăрăх, ытларах çынсем ỹсĕрле инкеке лекеççĕ. Чылай чух çынсем ỹсĕрпе харкашма пуçлаççĕ, ỹксе аманаççĕ. Çавăнпа та эрех нихăçан та ырри патне илсе çитерменнине яланах асра тытмалла.

- Пиротехника хатĕрĕсене туяннă чух мĕн тимлемелле тата вĕсемпе усă курнă чухне мĕнлерех хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла?

- Инкек сиксе ан тухтăр тесен петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур, лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла, вĕсене хăçан хатĕрленине тата хăçанччен усă курма юранине пăхмалла, чĕркемне йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар, вырăсла инструкцийĕ пулсан кăна туянмалла, салют яма юракан вырăнта йывăçсем, электричество пралукĕсем тата пỹртсем пулмалла мар, çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан усă курма, алăран вĕçтерсе яма юрамасть, çĕр çине çирĕп вырнаçтармалла. Хлопушкăсемпе бенгали çуртисене çеç алла тытса усă курма юрать, фейерверка куракансем еннелле вĕçтермелле мар, енчен те чĕртсе янă хыççăн салют тỹрех вĕçсе тухмарĕ пулсан хыççăнах ун патне пымалла мар, ачасене аслисемсĕр пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма чармалла.

- Кашни çемьере тенĕ пекех Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне шампански уçаççĕ. Унпа та асăрхануллă пулмалла...

- Шампань кĕленчине тĕрĕс мар уçнă чух сиенленни те час-часах тĕл пулать. Сăмах май, кĕленчерен пăкă сехетре 40 çухрăм хăвăртлăхпа сирпĕнсе тухать. Куçа пырса тăрăнсан суккăрланас хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа кĕленчене уçнă чухне те яланах хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла.

- Шăнса вилекенсен, тăм илтерекен çынсен шучĕ те ỹсет...

- Нумайăшĕ вара урамра та эрех ĕçсе уява малалла тăсать. Эрех юн тымарĕсене сарать, ỹсĕр çын хăйне çăмăлттай туять, ăçта та пулин ỹксе выртса юлсан никам та ăна вăхăтра тăратмасан, пулăшу памасан вăл шăнса вилме пултарать. Тата час-часах ỹсĕр çынсем шăнса кайнине вăхăтра туймасăр ал-ура пỹрнисене, урана, хăлхана, пите тăм илтерсе яраççĕ. Хăш чухне вара çакă алă е ура татасси патне илсе çитерме те пултарать.

- Уявра кашниех тулăх сĕтел хатĕрлеме тăрăшать. Апат-çимĕç туяннă чухне мĕн асра тытмалла-ха? Кил хуçи хĕрарăмĕсене мĕнле сĕнỹсем пама пултаратăр?

- Çĕнĕ çул валли çынсем маларах е юлашки кунсенче васкаса апат-çимĕç илсе хураççĕ. Çакăнпа хăш-пĕр магазинсем питĕ лайăх усă кураççĕ, тупăш ытларах курас шутпа чĕркемсем çинче продукцин упранмалли вăхăчĕсене тĕрĕс кăтартмаççĕ е срокран тухнă япаласене сутаççĕ.

- Çĕнĕ çулта тем тĕрлĕ апат-çимĕç тата нумай çисе лартни те сывлăхшăн усăллă мар вĕт-ха.

Çакна асра тытмалла, çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни, эрех ĕçни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кỹрет. Чирлисен вăрах шала кайнă чирсем хăйсем пирки аса илтерме пуçлаççĕ, сывă çынсем те аптраса ỹкме пултараççĕ.

Вар-хырăма кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Шел те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те сиенлĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ỹсет. Çапла вара уяв кунĕсем хыççăн больницăра нумай вăхăт хушши сипленме тивĕ.

Çавăнпа та сывлăха сиен кỹрес мар тесен уяв кун ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех çимелле. Сĕтел хушшине ларсассăн та виçине пĕлмелле. Тăхтавсем тума ташламалла, вăйăсем вылямалла, урама тухса çỹремелле.

Тата çакна каласа хăвармалла, нумай хатĕрленĕ апат-çимĕçе пĕр кунтах çисе яраймаççĕ. Уяв хыççăн темиçе кун çиме пултараççĕ. Хăшĕ-пĕри пăсăлма пуçлать. Çакă вара апатпа наркăмăшланасси патне илсе çитерет. Çавăнпа нумай хатĕрленин усси çук. Çителĕклĕ кăна пулмалла.

А. ИВАНОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика