Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине уявлатпăр. Çĕнтерĕве çывхартма аллине пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçакансем те, тылра иртен пуçласа каçчен вăй хуракансем те тăрăшнă. Эпир мирлĕ тỹпе айĕнче усă куракан хирсемпе вăрмансем шăпах вĕсен юнĕпе тата тарĕпе шăварăннă. Пирĕн асаттесемпе кукаçисене, асаннесемпе кукамайсене пуç тайса тав тумалăх пур, пĕрлех фашистсемпе кĕрешнисен ячĕсене те асра тытмалла. Уйрăмах хамăрăн тăвансене тата Совет Союзĕн Геройĕ ята илме тивĕçнисене пĕлмеллех.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕччен кашни шкулти класах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнисен ячĕсемпе хисепленсе тăратчĕ. Ятарлă кĕтесре унăн кĕске биографийĕ пурччĕ. Ачасем Александр Матросова, Зина Портновăна, Леня Голикова тата ыттисене те питĕ лайăх пĕлнĕ. Паян шкулта вĕренекенсенчен нумайăшĕ вĕсенчен пĕрин пирки те нимех те каласа параймаççĕ. Çиччĕмĕш класра ăс пухакансем Петĕр Хусанкай çырнă "Таня" поэми урлă Зоя Космодемьянская пирки паллашаççĕ-ха, анчах пирĕн çĕршывăн мухтавлă ывăл-хĕрĕ тата та пур-çке... Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май шкулсенче, библиотекăсенче, культура çурчĕсенче çитĕнекен ăрăва вĕсемпе паллаштарассине йĕркелесен е манăçа тухнă йăлана, классене паттăрсен ячĕсене парассине çĕнĕрен пуçăнсан тем пекех аван. Хамăр çуралнă тăрăхри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пирки те манас марччĕ. Ачасем камсенчен тĕслĕх илмеллине, камсем пек пулмаллине пĕчĕклех пĕлччĕр.
Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту вăл - вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем. Ял тăрăхĕсенче вĕсене пăхса тăраççĕ, вăхăтра юсама, çум курăкран тасатма тăрăшаççĕ, анчах ял çыннисем темшĕн çапăçура пуç хунă хăйсен тăванĕсене те сума сăвасшăн мар пек туйăнать. Командировкăсене çỹренĕ май палăк территоринче пăрусем кăкарса хунине е сурăх-качака мăнаçлăн çеç утса çỹренине те час-часах курма пулать. Ача-пăча та палăк çине хăпарса каять. Шкулта учительсем вĕренекенсене кун пек тума юраманни пирки пĕрре мар асăрхаттараççĕ, апла пулин те вĕсем илтмĕше переççĕ. Килте ашшĕ-амăшĕн те тепĕр хут çирĕпрех каласан, ăнлантарса парсан пăсăклă мар.
Эпир паянхи лăпкă та тỹлек каçсемпе киленме, ирсерен йăл кулса тухакан хĕвеле курма пултарччăр тесе хаяр çапăçусене кĕнĕ салтаксем. Вĕсен те пурăнас, савнă çыннисемпе çемье çавăрас, мăшăрлисен ачисене пăхса ỹстерес килнĕ, анчах хаяр вăрçă ĕмĕчĕсене татнă. Таврăннисен те чунĕсенче ĕмĕрлĕх пирчеми суран пулнă. Пирĕн, паян çĕр çинче пурăнакансен, вăрçă паттăрĕсен ячĕсене тусан пусма памалла мар.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |