Паянхи кун районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 82 врач, 294 медицина сестри ĕçлет. Вĕсенчен 171-шĕ аслă, 25-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Врачсен вăтам çулĕ 43, медицина сестрисен 46 çулпа танлашать. Специалистсемпе тивĕçтерессин шайĕ 68 процент.
Районта 2011 çултан пуçласа "Земство тухтăрĕ" тĕллевлĕ программа ĕçлет. Унтанпа Юхмапа Пăла тăрăхне 50 врач килнĕ. Анат Туçа тата Треньел ялĕсенче "Земство фельдшерĕ" программăпа специалистсем ĕçлеççĕ. Тата медицинăн аслă шкулĕнче 12, колледжсенче 6 студент тĕллевлĕ направленипе вĕренет.
Хамăр пата килекен специалистсене вырăнта хăварас тесе сахал мар тăрăшатпăр. Вĕсене малтанласа пурăнмалли кĕтесшĕн тỹлессинчен хăтаратпăр. Ĕçе килнĕ е кайнă чухнехи çул тăкаксене саплаштаратпăр тата ытти те.
Кулленхи ĕçре "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне туллин пурнăçлассине тĕпе хуратпăр. Кунта халăх ăнланăвĕ те çирĕп кирлĕ. Пурăнас кун-çула вăрăмлатасси кашни çынран хăйĕнчен килет. Юлашки вăхăтра диспансеризаци тухасси йĕркене кĕчĕ темелле. Чирсене маларах тупса палăртни сиплеве иртерех пуçлама пулăшать-çке. Вăй питти арçын е хĕрарăм пурнăçран уйрăлни кама пăшăрхантармасть. Иртнĕ çул çакнашкал 14 çын вилчĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ - сывă пурнăç йĕркине тытса пырайманнипе тесен те тĕрĕсрех пулĕ. Çамрăксем алла черкке тытни лайăх мар.
Юн çаврăнăшĕ ỹсни е чакни те врач патне йышăнăва каймаллине систерет. Çак чире пула вилекенсем те чылай. 2018 çулхипе танлаштарсан инсультпа пурнăçран уйрăлакансем пĕлтĕр ытларах та пулнă. Врач сĕнĕвĕсене пурнăçласан, эмелсене вăхăтра ĕçсе тăрсан кун-çула тăсма пулатех.
Усал шыçă чирне палăртас тесе сахал мар ĕç тăватпăр. Ракпа каллех виçĕм çулхипе танлаштарсан 2019 çулта 3 çын ытларах вилнĕ. Флюорографи, мамографи, онкоцитологи тĕрĕслевĕсем усал шыçă чирĕсене пĕрремĕш-иккĕмĕш стадийĕсенчен тупса палăртма май параççĕ.
Арçынсен ар органĕсен чирĕ те палăра пуçларĕ. Çавна май вĕсен сывлăхне тĕрĕслекен ятарлă пỹлĕм уçрăмăр.
Ачасем вилесси ан пултăр тесе тăрăшатпăр. Кунта каллех аслисен тимлĕхĕ çитменнине палăртса хăвармалла. 2019 çулта шăпах çакнашкал икĕ тĕслĕх пулнă. Вĕсем чире пула пурнăçран уйрăлман.
Район халăхне врачсен тишкермелли планне çулсеренех пурнăçласа пыратпăр. Анчах хăш-пĕрисем диспансеризаци тухассине те хирĕçлеççĕ. Иртнĕ çул 289 çын профтĕрĕслеврен пăрăнчĕç. Çакнашкаллисем Шăнкăртам (156), Нăрваш Шăхаль (41), Хирти Пикшик (27) ялĕсенче ытларах.
Сывлăх сыхлавĕнче 30 фельдшерпа акушер пункчĕ, 13 врач амбулаторийĕ, поликлиника, стационар уйрăмĕсем, Люляпа Ясная Полянăра килсенчи сиплев пункчĕсем ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн министерствинчен уйăрса панă хальхи йышши медицина хатĕрсем вырнаçтарнă транспорт калама çук пысăк пулăшу парать. Унпа специалистсем вырăнсене тухса çỹреççĕ. Мобильлĕ бригада пĕлтĕр 67 хутчен çула тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата вĕсемпе танлашакан çынсен сывлăхĕсене вырăнсенче тĕрĕсленĕ. Выртса тăракан пациентсем патне те çитнĕ.
Ансăр специалистсем кирлĕ пулсан республикăри больницăсене сиплеве кайма направленисем паратпăр. Федераллă центрта тỹлевсĕр консультаци илме пулать. Йывăр чирлисем патне санавиаци чĕнетпĕр.
Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенченех врачсем патне тĕрĕслеве кĕме компьютер урлă çырăнтараççĕ. Çавна май районти тĕп больницăра регистратурăра çын хĕвĕшмест. Лаборатори, процедура пỹлĕмĕсене черет пуррине кура хушма кабинетсем уйăртăмăр, невролог патне лекме кансĕртен тепĕр специалист илтĕмĕр.
Сывлăха сыхлассине ачаранах туса пымалла. Вĕренỹ учрежденийĕсенче шăлсене сиплемелли, куç кураслăха тĕрĕслемелли аппаратурăсем вырнаçтарнă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне аталантарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕхпе пăхни савăнтарать. Шăпах çакăнтан килет те ĕнтĕ демографи лару-тăрăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса парасси. Акă, пĕлтĕр 285 ача çуралнă.
Паянхи кун районта 85 çултан иртнĕ 965 ватă, 90 урлă каçнă 264 асаттепе асанне, иккĕмĕш ĕмĕре куçнă 7 çын пурăнать. Пурнăçа тĕрĕс апатланни, вăхăтлă çывăрни, хусканусем туни вăрăмлатма май парать. Ку енĕпе хамăр та кăтартуллă пулма тăрăшатпăр. ГТО нормативĕсене чылайăшĕ пурнăçлаççĕ. "Уçăлма - врачпа", "Сывлăх патне 100 утăм" акцисем йĕркелетпĕр.
Профсоюз организацийĕ администраципе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Уявсенче ютран артистсем чĕнместпĕр. Юрра-ташша ăстисем хамăрăнах пур. Хор коллективĕ, ташăçăсем конкурссенче сахал мар малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Пĕр-пĕр конкурса 20-шер команда хутшăнни хăйех сиплевçĕсем спортпа туслă пурăннине те çирĕплетет. Сывлăх пулсан ĕçлес хавхалану ỹсет, юрлас, ташлас та килет.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче тăрăшакансем малашне те хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕç, халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатса пырĕç.
Ноябрь 2024 |