Ракран сывалмалли чи лайăх япала - сырлан (облепиха), унăн çырлисем, çулçисем тата турачĕсем. Çулçăсенчен тата туратсенчен чей хатĕрлеççĕ. Кунне 5 литр таран ĕçмелле. Сипленсе сываласси 100 процента яхăн. Енчен те чире малтанах тупса палăртнă пулсан. Сипленмелли вăхăт - çулталăк. Чир кăшт ытларах хушă тăсăлать пулсан, пылра тытнă çырласемпе усă курмалла. Кулленхи норма - 50-шар грамăн кунне виçĕ хут, хыççăн ăшă сĕт ĕçмелле. Сипленмелли вăхăт - çулталăк. 70-80-процент чирлисем тĕппипех сывалаççĕ. 20 проценчĕн рак клеткисем çитĕнме пăрахаççĕ.Çапла вара çын тата 20-30 çул чиперех пурăнма пултарать.
Çакна асра тытмалла: сипленнĕ вăхăтра рак вирусĕ пуррине тĕрĕслеттерсех тăмалла.
Çырларан настойка мĕнле хатĕрлемелле-ха?
Çур килограмм сырлан илмелле, çырласем йăмăх хĕрлĕ е хĕрлĕ сарă пулмалла (вĕсенче рак клеткисене пусăрăнтаракан компонентсем ытларах). Çырласене çуса тасатмалла, вĕретсе сивĕтнĕ шыва ярса дуршлаг витĕр сăрăхтармалла. Çур сехетрен çырлана керамика (тăм) савăта пушатмалла та унта пĕр килограмм пыл ямалла (хуратул пылĕ пулсан лайăхрах). Тĕттĕм, сулхăн вырăнта уйăх тытмалла. Ирхине, апатлансан (пахча çимĕç, улма-çырла нумай тата тĕрлĕрен ытларах çимелле), настойкăна 50 грамм, хыççăн çур стакан ăшă сĕт ĕçмелле. Çапла - кунне 3 хут. Г. Цушбая.
("Водный транспорт" хаçат, 1992 çул, № 29)
Ноябрь 2024 |