Килте чухне ачасене ытларах та тимлĕх кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2020, 10:27 Просмотров: 194

КОРОНАВИРУС чирĕ сарăлса пынă вăхăтра аслисемпе юнашарах шкула çỹрекен ачасем те, шăпăрлансем те килтех лараççĕ. Сăлтавсăр урама тухма юраман тапхăрта уйрăмах пĕчĕккисене куçран вĕçертмелле мар. Лара-тăра пĕлменскерсем, электричество розетки патне те пырса тухма пултараççĕ, касакан, тăрăнтаракан япасемпе хăйсене суран тăвасси те, алă-урине мăкăлтасси те, шăрпăкпа выляса пушар кăларасси те çавăнтах. Уйрăмах çемьере çул çитмен йышлă ача пулсан ашшĕ-амăшĕн сăнасах тăмалла. Самоизоляци тапхăрне аслисем пысăк ăнланулăхпа йышăнни, ачисене урама кăларманни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çуркуннехи çанталăк хăйĕн илемлĕхĕпе урамалла туртать пулин те, пуриншĕн те пĕрешкел çирĕп йĕркене пăхăнмаллах. Урампа тĕлли-паллисĕр паттăрланса (çавăн пекех каламалла пуль) çỹрекенсенче административлă майпа айăплаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика