Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕ, гимнĕ – унăн суверенитечĕн символĕсем. Вĕсене 1992 çулта йышăннă.
Гербпа ялавăн авторĕ – Элли Юрьев художник. Символсем çинчи тĕссем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕттĕм хĕрли халăх ирĕк пурнăçа ăнтăлнине пĕлтерет, сарри вара – пурне те вăй паракан хĕвел тĕсĕ. Сарă тĕсе чăвашсем авалтанах кăмăлланă.
Герб çинче геральдика щичĕ ÿкернĕ. Унта эпир чăваш çĕрĕнчен ÿссе хăпарнă «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл халăх ĕмĕрсем хушши утса тухнă çула пĕлтерет.
Щит çийĕн ĕлĕкхи, хальхи тата малашнехи пурнăçа сăнлакан сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçнă. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр – чăваш тĕррин анлă сарăлнă элеменчĕ. Вăл илемлĕхпе хăтлăха пĕлтерет. Лента вĕçне ÿкернĕ хăмла пирĕн республика туса илекен пуянлăхăн – «симĕс ылтăнăн» сăнарне палăртать.
Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕнче «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăрпа тăрăланать.
Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ «Тăван çĕршыв» ятлă. Сăмахĕсене Илле Тукташ, кĕввине Герман Лебедев çырнă.
Ноябрь 2024 |