Ĕне усранин уссине курасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2020, 13:59 Просмотров: 162

Çак куна 2001 çултан пуçласа ООН йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Ача-пăча, аслăрах тата чирлĕ çынсен апатланăвĕнче сĕт çимĕçĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавна май чылай çул каярах ăна çăкăр пекех апат-çимĕçре усă курма пуçланă.

Сĕт тытăмлăхĕ кăткăс. Вăл организмшăн кирлĕ 100 ытла тутлăхлă, пахалăхлă, çамрăк ачасемшĕн тата ỹсекен ỹт-пỹшĕн улăштарма çук усăллă апат. Ыттисемпе танлаштарсан сĕт продукчĕсем организма кирлĕ биологиллĕ активлă хутăшсемпе пуян. Унăн çимĕçĕсем - турăх, кефир, кумыс - апат çулĕн, туберкулез чирĕсенчен сывалмалли ансат меслет. Сĕтри кальци тăварĕ, пăхăр тата тимĕр гемоглобин шайне ỹстереççĕ.

Ытти апатсенчен ĕне сĕчĕ ытларах сарăлнă. Ĕлĕк-авалах вăл ял çыннисене тăрантнă. Паян вара ĕне усрама çăмăлах мар. Ял çыннин укçа-тенкĕпе çыхăннă "саплăкĕ" нумай. Килти хуçалăхра выльăх тытни çемьешĕн тупăш илмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Анчах туса илекен продукцие мĕнле хакпа йышăнасси пирки ял шайĕнче килĕшỹ тумаççĕ, калаçакан çук. Сĕтĕн хакне продукци тирпейлекенсемпе йышăнакансем хăйсемех татса параççĕ. Чылайăшĕ ялти лавккана куллен кирлĕ таварсем туянма çỹреççĕ. Хăшĕн-пĕрин хакĕсем пĕрмай ỹснине кураççĕ. Сĕтĕн хакĕ вара чакса пырать. Çавна пула ĕне тытакансен шучĕ те сахалланать. Иртнĕ çул пирĕн ялта çак вăхăта 150 пуç ытларах ĕне пулнă пулсан, кăçал вара - 110.

Цивилизациленĕ çĕршывсенче çакăн пек формулăпа усă кураççĕ: 50:38:12. Çак цифрăсем мĕне пĕлтереççĕ-ха? Сĕтĕн сутса тунă тупăшăн 50 проценчĕ - продукци туса илекенĕн, 38-шĕ - ăна тирпейлекенĕн, 12-шĕ - сĕт юр-варĕнчен хатĕрленĕ çимĕçе сутаканăн кĕсйине кĕмелле.

Хресчен кашни кун, уявсенче, канмасăр республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшать. Ял çыннине кам хỹтĕлĕ-ши?

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика