Терроризм паянхи кун общество хăрушлăхĕ шутланать. Çĕр çинче пĕр çын теприне, пĕр халăх иккĕмĕшне ăнланманни, курайманни, ăна усалпа тавăрасси пулмалла мар пулин те унта та кунта тупă сасси илтĕнни, çурт сирпĕнни, пĕр айăпсăр çынсемпе ачасем вĕсен мăшкăлĕ пулни паян чĕрене ыраттарать.
Пирĕн çĕршывра 2005 çулта «Раççейри çар мухтавĕ çинчен» калакан федераллă саккунпа килĕшỹллĕн сентябрĕн 3-мĕшне терроризма хирĕç кĕрешекенсен пĕр шухăшлăх кунĕ тесе çирĕплетрĕç. Çак кун ăнсăртран е ытахальтен çеç çуралман. Çурçĕр Осетири Бесланра 2004 çулхи вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче пулса иртнĕ хăрушă трагедие пурте лайăх ас тăватпăр. Теракт вăхăтĕнче шкулта виççĕр ытла çын ирсĕр преступниксене пула куçне хупрĕ. Вĕсенчен 150-шĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне хăпартланса та хавхаланса кĕтсе илнĕ ачасем пулнă... Çавăн хыççăн усал юхăма хирĕç пĕр шухăшлă çынсем тата ытларах кар тăма пикенчĕç. «Терроризма - çук!» «Терроризм никама та кирлĕ мар!», «Эпир - терроризма хирĕç!» - теççĕ пурте пĕр саслăн. Пирĕн юратнă Чăваш Енре, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем те террорла хăрушлăх сиксе ан тухтăр, экстремистла шухăшсенчен асăрханас тĕллевпе мĕн пур майпа усă кураççĕ.
Пĕрле чухне инкек те хăратаймĕ пире
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул ял варринче вырнаçнă. Вĕрентỹ учрежденине кĕрсе-тухмалли тĕп алăк умĕнче ирĕклĕ вырăн сахал пулин те шкул территорийĕ пĕчĕк мар, икĕ пин çурă тăваткал метр шутланать. Кунта вĕрентỹ корпусĕ те, хуçалăх тĕллевĕпе тунă ытти çуртсем, автобуссене лартмалли вырăн, сад-пахчи, спорт площадки те кĕрет.
- Терроризм хăрушлăхĕ чăн малтанах картишĕнчен, эпир усалтан мĕнле хỹтĕленнинчен, шкул çуртне кĕрекен тĕп, саппас алăксен, кантăксен шанчăклăхĕнчен, ытти сыхăлăх йĕркине коллективра мĕнле пăхăннинчен килет. Шкулта эпир вĕсене йăлтах çĕнетрĕмĕр. Акă, куратăр - хăтлă алăксем, пластик чỹречесем, çĕнĕ картасем пирĕн халь. Усалтан Турă сыхлатăр та, ку тĕлĕшпе эпир хамăра шанчăклă туятпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - ачасене, педагогсене чăн малтан хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вĕренме кирлĕ услови туса парасси. Ун хыççăн вара ĕçĕн результачĕ пирки те калаçма пулать,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Л. Лялина урамранах хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май.
Шкул директорĕпе юнашар пулин те мана та шалалла тỹрех иртме памарĕç. Чăн малтанах килекене дежурство постĕнче «сканер» витĕр кăлараççĕ, журналта регистрацилеççĕ, коронавирус чирĕнчен сыхланса контактсăр термометрпа температура виçеççĕ, алăсене дезинфекцилеççĕ... Ун хыççăн çеç дежурнăй малалла иртме юранине систерсе «шлагбаума» уçать. Манпа та çаплах турĕ. Электронлă карттăсăр, ятарлă пропусксăр вĕрентекенсем те, ытти сотрудниксем те кĕреймеççĕ. Çакă йăлтах шкулта хăрушлăхран, уйрăмах террорла пăтăрмахран асăрханас тĕллевпе çыхăннă çирĕп йĕркесем. Сăмах май каласан, ăна районти ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче те пăхăнаççĕ. Кашни шкултах, ача садĕнчех видеокамера пур. Шкул директорĕ Людмила Васильевна каланă тăрăх, паян коллективăн шкулти ĕçне 3 видеокамера йĕрлет, тул енче тата 7 видеосăнав вырнаçтарнă. Хăрушсăрлăх паспортĕнчи йышăнупа килĕшỹллĕн çывăх вăхăтра тепĕр ултă камера лартасшăн. Территоринчи кашни кĕтес сăнавра пулни инкек-синкекрен сыхланма та пысăк шанчăк парать.
Район центрĕнчи çак шкула тĕрлĕ ялтан çỹрекенсем хушшинче чăваш, вырăс, тутар та пулни коллективра нимĕнле чăрмав та кỹмест, туслă çыхăнăва çирĕплетме, культурăпа йăла-йĕркене пăхăнса пурăнма çеç пулăшать. Çакна та палăртса хăвармалла. Шкулта ашшĕ-амăшĕпе педагогсем ача аталанăвĕшĕн çеç мар, унăн хăрушсăрлăхĕшĕн те пысăк яваплăхра. Сăмахран, пĕр-пĕр вĕренекен икĕ сехет хушши вĕренỹ учрежденинче пулмасанах учительсем унăн сăлтавне шыраççĕ, çийĕнчех ашшĕ-амăшĕпе çыхăнаççĕ. Йăнăша тỹрлетме мар, унтан асăрханма çăмăлтарах. Çавăнпа та учительсем кашниех хăйсен класĕнчи ачасем шкулта е унăн тулашĕнче усал ĕçпе ан çыхăнччăр тесе вĕсене сăнасах тăраççĕ. Пĕрле чухне вара инкекрен асăрханма та çăмăлтарах.
Иккĕлентерекен тĕркем, экстремистла шухăшсем - хăрушлăх шăнкăравĕн сăлтавĕ
«Тăхтав вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасем коридорта иккĕлентерекен тĕркем тупнă. Типтерлĕн çыхнă хутаç кĕтессинчен хỹре евĕр хура япала курăнать...». Çакăн пек лару-тăрура чăн малтан мĕн тумалла?
- Ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр хăрушлăх кнопкине пусмаллине шкулта пурте пĕлеççĕ. Кун пирки ачасене ăнлантарсах тăратпăр. Çак сигнал тỹрех Росгвардин районти уйрăмне каять. Вĕсем васкавлă йышăну тăваççĕ. Паллах, ятарлă ушкăн киличчен сирпĕнме пултаракан япалана алăпа тĕкĕнме, тытма, вырăнтан куçарма юрамасть. Шкул коллективне хăрушлăхран сирес тĕллевпе вĕсене тỹрех урама илсе тухмалла. Эпир ку тĕлĕшпе час-часах вĕрентỹсем йĕркелетпĕр. Хамăр та «Хăрушсăрлăх паспортĕнче», «Террора хирĕç контрольпе пуçтарăнса пыракан ĕçĕнче» (Контрольно-накопительное дело организации антитеррора» палăртнă йĕркесене çирĕп пăхăнса пыратпăр. Пирĕн хăрушсăрлăх паспортĕнче виçĕ объект: Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул тата Кивĕ Катекпе Татмăшри шкул çулне çитмен учрежденисем, _ каласа парать шкулта хăрушсăрлăхпа, вăл шутра терроризмран, экстремизмран, пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас тĕллевпе яваплă руководитель, ОБЖ ертỹçи Виктор Антипов.
Хальхи вăхăтра ачасем уйрăмах Интернет тетелĕпе анлăн усă кураççĕ. Çавăнта та çул çитмен ача усал шухăшлисен серепине ан çаклантăр тесе Лариса Еслюкова педагог-библиотекарь кашни вĕренекенех социаллă сетьпе усă куракансене сăнаса, ятарлă терминпа каласан, фильтраци туса тăрать.
Альбина ЕГОРОВА