Пурăнан пурнăçра суйлавсене нумай хутшăнса курнă. Участок комиссийĕ вырнаçнă çурта кайса бюллетене урнăна яни пирки мар-ха сăмахĕ. Вăхăтĕнче вĕсене хăйсене йĕркелеме те пайтах тивнĕ.
Ĕлĕкрех райкомпа райĕçтăвком представителĕ пулса районти чылай ялсене кайса суйлав ĕçне саккунпа туса пынине (ирхине ултă сехетрен пуçласа çур çĕр çитиччен) сăнаса тăнă, комисси членĕсемпе пĕр тан явап тытнă. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте пĕрре кăна мар Чăваш Республикин Президентне, район пуçлăхне, республикăн Аслă Канашĕн е тата РФ Патшалăх Думин депутатне суйланă вăхăтсенче хамăр кандидатсен штабĕн начальникĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă: халăхпа тĕл пулусем йĕркеленĕ, шаннă çынсене суйласа илнĕ, социологи тĕпчевĕсем ирттернĕ... Иртнĕ ĕмĕрпе çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче кандидатсем хушшинче хаяр кĕрешỹсем пыни те асрах-ха. Пичетре е урăх меслетпе епле кăна хура пиарсем сике-сике тухатчĕç! Пĕр-пĕрне кăкăртан ярса илменни кăна пулнă самантсем те манăçман. Юрать-ха, халĕ çав самантсем кая юлчĕç. Мухтав Турра, вырăнта халĕ суйлавсем, тĕпрен илсен, лăпкă иртеççĕ.
Çывăх вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче, Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Пĕрлех пирĕн ял тăрăхĕсемпе район депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене те суйласа илмелле. "Кивĕ" халăх тарçисен пилĕк çулхи полномочийĕ вĕçленчĕ темелле.
Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕ 24 депутатран тăрать. Ку йыш икĕ теçетке çултанпа пĕрре те улшăнман. Кăçал та пирĕн саккун кăларакан органа çакăн чухлĕ хастар палăртмалла. Кандидатсем вара икĕ хутран та ытларах. Территори суйлав комиссийĕнче хальхинче район Пухăвне суйланма 54 арçынпа хĕрарăма регистрациленĕ. 2015-мĕш çулта вĕсем 47-ĕн пулнă. Хальхинче депутат мандатне илес текенсем ỹснĕ иккен: тепĕр 7 çын хутшăннă. Чăн та, ку ушкăн чакма та пултарать - хăшĕ-пĕрин марафонтан пăрăнса юлма та ирĕкĕ пур.
Пирĕн çĕршывра политика партийĕпе общество юхăмĕ чылай. Вĕсем суйлав вăхăчĕсенче хăйсен кандидачĕсене сĕнме пултараççĕ. Ку йĕркепе пирĕн районта та усă куракансем пур. Анчах питĕ сахалăн темелле пулĕ.
Тĕпрен илсен, кандидатсем - çĕршывра пуç пулса тăракан "Пĕрлĕхлĕ Раççей" тата оппозицинче тăратпăр тесе шутлакан Коммунистсен партийĕн членĕсем. Тăваттăшне эсерсем тăратнă. Пĕри - "Патриоты России" партинчен. Хăйсене хăйсем кандидата тăратнă çынсем те пур. Тĕпрен илсен, кандидатсем - депутат тивĕçне пурнăçлама пултаракансем. Вĕсен хушшинче иртнĕ суйлавсенче те халăх шанăçне тỹрре кăларнă пултаруллă çынсем пурри савăнтарать. Çаксем хăйсен ĕçĕсенче пысăк çитĕнỹсем туса пыраççĕ, хуçалăхĕсен экономикине аталантараççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеççĕ. Пĕрлех ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, Пуху ларăвĕсенче шыв сыпса лармаççĕ, яланхи комиссисенче халăха хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатаççĕ. Ĕçĕпе те, сăмахĕпе те депутат ятне çỹлти шайра тытаççĕ тесен те тĕрĕс пулать. Çакă савăнтарать, паллах. Ун пеккисене тепĕр тапхăр валли суйласан та усă кăна пулĕ.
Çав вăхăтрах тĕлĕнтерекен кандидатсене те асăрхатăп. Хăшĕсем, акă, кашни суйлаврах депутата суйланма ĕмĕтленсе территори комиссине документсем илсе килеççĕ, тапаçланса регистрациленеççĕ. Унтан вара, иртнĕ суйлавра 10-15 процентран та ытлах сасă пуçтарман пулсан та, татах хăйсене суйлама ыйтса çỹреççĕ: "Суйлăр мана! Пулăп депутат". Шурсухалсен ретне кĕнĕ пулсан та, алла мандат тытсан, малашне ял халăхне çутă пуласлăха илсе кайма, хаваслă та тулли пурнăç туса пама ĕнентереççĕ. Ăçта вăл çав сарă кун çĕршывĕ? Сакăр вунă çул шантарчĕç ăна ĕлĕкхи саманара генсексем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех тỹлевсĕр столовăйсем, магазинсем пулмаллаччĕ... Анчах паян та çав çăтмаха йыхăракан кандидатсем пурри тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет.
Кандидатсен ретĕнче сахалтан та çирĕм çул е тата ытларах депутатра çỹрекенсем те пур. Ĕçĕ-хĕлĕпе калама çук хастарлăх кăтартнă, тăвалла лава талпăнса туртса пынă-тăк, юрĕччĕ-ха. Анчах экономика кăтартăвĕсене хутпа кăранташ илсе тĕпчесен-тĕпчесен, ним лайăххи те çук-çке! Статистика отчечĕсенче çуллă цифрăсем кăтартса пурăннипе пурнăçĕ ним чухлĕ те лайăхланмасть. Тĕрĕссипе, пĕр классик калашле, пĕр утăм малалла та, икĕ утăм каялла кăна. Каплах пырсан, ахрат çырмине сикесси те инçе мар. Апла пулсан, мĕнех пит депутата тухма тапаçланмалла? Панкрутран депутат значокĕ те, мандат панине ĕнентерекен документ та сыхласа пĕтереймест. Хура ĕçсенчен хăтăлма пулăшасса шанни усăсăр. Вăрăсене Раççей шайĕнчи депутат корочки те çăлаймасть, кирлĕ тĕк, сенатора та лару залĕнченех тытса каяççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн чĕлхене праймериз текен сăмах кĕчĕ. Ку вăл партисен шалти суйлавĕ е маларахри сасăлав шутланать. Çĕршыври чăн суйлав умĕн политика партийĕн вырăнти организацийĕсен членĕсем пуçтарăнса сасăласа округри кĕрешĕве тухма пĕр кандидат суйласа илеççĕ. Партин шалти суйлавĕн çĕнтерỹçи (нумайрах сасă пуçтарни) ытти партисен кандидачĕсемпе тупăшăва тухать. Темиçен хутшăнсан, пĕри е тепри хăйсен электоратне туртса илет. Пурте пĕр çăвара сурмалла тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партире те çак йĕркене çирĕплетнĕ: кашни округа -пĕр кандидат. Уйрăм член кайран çакна пăсни - устава сĕмсĕррĕн пăсни шутланать. Питĕ ăнланмалла, питĕ ансат. Анчах çакна ним вырăнне хуманнисем те пур иккен. Районти депутатсен Пухăвне суйланма кандидата тăрас тесе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" никĕсленнĕренпех унăн хастарĕ пулнă виçĕ член вырăнти праймеризра çĕнтереймен хыççăн партинчен тухма та именмен. Влаç патне туртăнас туйăм нимрен те пысăк пулса тухать иккен = суйлава хутшăнма пĕри кандидата хăйне хăй тăратнă. Тата тепри вара "Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" кайса урăх партине кайса кĕнĕ, унран кандидата тухнă. Вăт çапла мыскарасем те пулаççĕ пурнăçра. Депутата суйланас тесе тăрăшса малтанхи çулсенче суйлавра (унта кăна мар!) пулăшу парса тăнă юлташсене сутма юрать пулса тухать.
Суйлавччен вăхăт нумай юлмарĕ. Пĕрремĕшĕнчен, унта пурин те каймалла. Иккĕмĕшĕнчен, чăннипех те тивĕçлĕ çынсене суйласа илмелле.
Николай ЛАРИОНОВ, районти Общество канашĕн членĕ