- Мĕнех, кăнтăрла килте эпир Эльвирăпа иксĕмĕрех апатланăпăр, - хăй юратакан хĕрарăма пилĕкрен тытрĕ Геннадий Витальевич.
- Каçхи апата вара пурте пĕрле ларăпăр, - сăмах хушрĕ Эльвира Сергеевна.- Эпĕ сирĕн валли питĕ тутлă апат хатĕрлесе хуратăп.
-Кун пирки эпир пĕрре те иккĕленместпĕр, _ хĕрарăма пилĕкрен тата хытăрах чăмăртарĕ Геннадий Витальевич. - Кашни кунах тутлă апат çие-çие эпĕ халĕ майĕпен улпута тухма пуçларăм теме те пулать.
- Тутлă апат пĕçерме питĕ юратать вара анне,-_ амăшне хулран ерипен сăтăрса илчĕ Люба.
- Чăнах та, Эльвира Сергеевна апат пĕçерме питĕ ăста,-_ пулас мăшăрĕпе килĕшсе сăмах хушрĕ Алексей. - Халĕ Любăпа ЗАГС уйрăмне каяр пулĕ.
- Лайăх кайса килĕр, -терĕç çамрăксене ашшĕпе амăшĕ.
Люба капитана сулахай хулĕнчен тытрĕ те, вĕсем райцентрти ик-виçĕ хутлă илемлĕ çуртсемпе, садсенчи панулмисен ырă шăршипе туллин киленсе Мăшăрлану керменĕ еннелле çул тытрĕç.
ххх
ЗАГС уйрăмĕнче тивĕçлĕ заявлени хăварсан çамрăк хирургпа учительница васкамасăр ресторан çуртне килчĕç, хитре картлашкасем тăрăх иккĕмĕш хута хăпарчĕç. Ресторанта ĕçлекенсем, вĕсен кăмăлне тивĕçтерсе, пĕчĕк пỹлĕме кĕме сĕнчĕç, меню хутне пачĕç. Ресторан ĕçченĕсем каччăпа хĕр ыйтнă салатсене хăвăрт хатĕрлерĕç, вĕсене турилккесем çине хурса пысăках мар сĕтел çине пырса хучĕç. Юлашкинчен вара сарă çỹçлĕ çамрăк официантка, капитанпа учительница çине кăштах ăмсануллăн пăхса, шампань эрехĕпе хитре ỹкерчĕксемлĕ фужерсем илсе килчĕ.
- Лайăх канăр, çамрăксем, сире кунта никам та килсе чăрмантармĕ, - терĕ те официантка, музыка аппаратурин кнопки çине пусрĕ. - Тепĕр çирĕм минутран вĕри яшкапа катлетсемлĕ пăтă килсе паратăп.
- Пирĕнпе тимлĕ пулнăшăн тавах сире,- терĕ çамрăк хирург. - Ырă сăмахăршăн хăвăра та тавах.
Официантка пỹлĕмрен тухсанах Алексей шампански кĕленчине ытлашши кĕрĕслеттермесĕр уçрĕ те кăпăкланса-чашкăрса тăракан ырă шăршăллă эрехе васкамасăр фужерсене ячĕ.
- Пирĕн çемье карапĕ пурнăç тинĕсĕ тăрăх пĕр тикĕс, хумсем çинче ытлашши силленмесĕр пытăр! - хĕрĕн фужерне хăйĕннипе чанклаттарса илчĕ каччă.
- Çапла пултăрччĕ, Алексей.
Фужерсене пушатсан, тутлă салатсене тутансан, магнитофонпа Виктория Захарова уçă сасăпа шăрантаракан чуна пырса тивекен юрă янăранă май, каччă ура çине тăчĕ те Любăна ерипен юхакан ташă асамлăхне илсе кĕчĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн килĕштерекен хĕрĕн хурăн пек яштака та çемçе ỹт-пĕвне сĕртĕнсе ташланă май, каччă çине ачаш туйăмсем куçрĕç. Любăн ятарласа шăратса кăларнă пек курăнакан илĕртỹллĕ пỹ-сийĕ те ташă юхăмĕнче çепĕç туйăмсемпе пылакланчĕ, сăн-пичĕ пиçсе çитнĕ хĕрлĕ панулми тĕслĕ ункăсемпе тĕрленчĕ.
- Санпа юнашар эпĕ пурнăçра пĕрремĕш хут ташă сипетлĕхне туятăп, _ Любăна çурăмран хуллен ачашласа илчĕ капитан.
- Йĕкĕтпе ташланă вăхăтра эпĕ те халиччен çакнашкал ырă туйăмсене сисменччĕ,- хуравларĕ пике, каччă пакунĕ çинчи ылтăн тĕслĕ çăлтăрсем çийĕн пỹрнисене вылятса.
Малалла вара пỹлĕме Полина Борисован чĕре хĕлĕхĕсене хускатакан янăравлă сасси илемлетрĕ. Пĕр-пĕрне чунтан килĕштерекен каччăпа хĕр çав-çавах ташă юхăмĕнче киленчĕç, çăлтăр пек çутă ĕмĕтсемпе çунатланчĕç...
- Эпĕ халĕ хама шанчăклă хỹтлĕхре туятăп, манăн илемлĕ капитанăм, - пĕчĕк çăлтăрсемлĕ пакунсене аллипе сĕртĕннĕ май, каччă çине ăшшăн тинкерчĕ Самар пики.
- Эсĕ малашне яланах çирĕп хỹтлĕхре пулăн, Люба. Ку сăмахсене эсĕ офицер тупа туса калани вырăннех йышăнма пултаратăн.
- Чунтан ĕненетĕп тата шанатăп сана, капитан. Санăн службăри йывăрлăхсене малашне эпĕ пĕрле пайлама пуçлăп.
- Чăннипех те чăн-чăн офицер арăмĕ пекех каларăн эсĕ çак сăмахсене. Кун хыççăн Алексей, пỹлĕмре никам та пулманнипе усă курса, хăй сисмесĕрех, çутçанталăкăн никам çырман саккунне хирĕçлеймесĕр, хĕре антăхса каясла чуптума пуçларĕ. Люба хăй те, çамрăк офицерăн ирĕкне парăнса, çирĕп ытамра ачашланчĕ, вĕри сывлăшĕпе унăн пит-куçне çунтарса хаклă сăмахĕсене пăшăлтатнă хыççăн ерипен шăпланчĕ. Малалла каччăпа хĕр пĕр сăмах чĕнмесĕр ташларĕç, вĕсен çамрăк чĕрисем кăкăра çĕмĕрсе тухасла хыттăн та канăçсăррăн тапрĕç...
- Люба, тĕлĕкре курни кайран пурнăçри чăнлăха куçма пултарнине ĕненетĕн-и эсĕ?- шăплăха татрĕ каччă.
- Кун пеккине пурнăçра куркаланă.
- Эпĕ те хăш-пĕр тĕлĕке ĕненетĕп. Сана операци тунă хыççăн эпĕ, ывăнса çитнĕскер, атте кабинетĕнчи диван çинче ик-виçĕ сехет çывăрса илтĕм. Тĕлĕкре вара эпир иксĕмĕр пин-пин чечеклĕ улăхра çỹрерĕмĕр. Эпĕ сана, илемлĕ хĕре, чечек çыххи парнелерĕм. Кун хыççăн сана килĕштерни пирки пĕлтертĕм. Эсĕ вара ман çине пĕр самант куç сиктерми пăхса тăтăн та: "Юрататăп сана, капитан..." - терĕн.
- Чăнахах-и? - тĕлĕнчĕ хĕр.
- Тĕрĕссине калатăп. Эсĕ мана паян больница умĕнче каланă хаклă сăмахсене эпĕ вунă кун маларах тĕлĕкре илтрĕм. Пирĕн хушăра чăн-чăн юрату çулăмĕ ялкăшса каясса тĕлĕк малтанах систерсе хучĕ. Операци тунă вăхăтра эпĕ сана çăласси пирки кăна шутланă. Ку вăл манăн - хирургăн - тивĕçĕ пулнă. Тĕлĕк курнă хыççăн эсĕ выртакан палатăна кĕтĕм те, эсĕ чăннипех та мана килĕшекен хитре хĕр пулнине асăрхарăм. Тỹрех юрату тыткăнне кĕтĕм вара.
- Эпĕ те пĕр иккĕленмесĕрех кĕрсе кайрăм хам тахçантанпах кĕтнĕ асамлă туйăмсен юхăмне.
- Чĕресем систернипе пĕр-пĕрне пĕр вăхăтрах юратма пуçларăмăр эпир.
- Килĕшетĕп санпа, Алеша.