Районти ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыраканнисенчен çулĕпе чи асли - "Корма" çĕр ĕç фирмин директорĕ Иван Владимиров. Иван Петрович районти Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне сумлă юбилейпе - 70 çул тултарнипе - кĕтсе илет. Ун çине пăхсассăн вара вăл çиччĕмĕш теçеткене çитнĕ тесе ниепле те калаймастăн. Тепĕр çамрăкран та хастар, вашават, пултаруллă. Кашни сăмаха пĕлсе тата виçсе калаçать, каланине çилпе вĕçтерме юратмасть. Хуçалăха та çирĕп те тĕллевлĕ утăмсемпе малалла, пурнăç таппинчен юлмасăр ертсе пырать. Иван Петровича юнашар Александр ывăлĕ пулни те хавхалантарать. Кунта аслин опычĕпе, çамрăкки çĕнĕлĕхсене кĕртсе пынипе аталанса пынине палăртма кăмăллă.
Уяв умĕн Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Иван Владимировпа тĕл пулса çĕр ĕç фирмин ĕç-хĕлĕпе кăсăклантăмăр.
- Иван Петрович, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçăнни, "Корма" çĕр ĕç фирмине ертсе пыма пикенни миçе çул çитрĕ?
- Ял хуçалăхĕнче эпĕ 1977 çултанпа ĕçлетĕп. Чылай вăхăт ОКЦра вăй хутăм. Шăпах унăн никĕсĕ çинче 1994 çулта "Корма" хуçалăха йĕркелерĕмĕр. Октябрь уйăхĕнче 26 çул пулчĕ. Ĕçе пикеннĕ тапхăрта 40 гектарччĕ, халь 1000 гектара çитертĕмĕр. Эпир акакан, лартакан çĕрĕн пысăк пайĕ Туçа ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Шăпах унти усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессипе чылай вăй хума тиврĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 886 гектар, çĕр улми - 80, вăрлăх сухан 13 гектар йышăнчĕç. Çĕр ĕç фирми çак виçĕ культурăна туса илессипе ытларах тимлет.
- Уй-хир тĕрĕслевĕ чухне чăшăл çеç шăтса тухнă калчасемлĕ, вырмара пуçĕсене уснă пучахсемлĕ хирсем куçа савăнтараççĕ. Эсир агротехнологие пăхăнса ĕçлени çакăнтанах сисĕнет.
- Май пур таран тăрăшатпăр, çĕртен кулма юрамасть. Çулленех пахалăхлă вăрлăх акатпăр. 573 гектарта çитĕннĕ çурхи туллăн 80 процентне е 457 гектарне элита вăрлăх никĕсе хывнă. Çуркунне "Архат" тата "Ульяновская-105" сортсене пĕтĕмĕшле 105 тонна илсе килтĕмĕр. 113 гектар йышăннă урпан вăрлăхĕ те пысăк пахалăхли. "Нур" сорта 30 тонна туяннăччĕ. Çавăн пекех тăпра пулăхлăхне те ỹстерме тăрăшатпăр, минераллă удобренисем хыватпăр, çум курăкран гербицид сапатпăр. Агротехнологие пăхăнмасан кĕрхи кун кĕлтеллĕ пуласси пирки ĕмĕтленмелли те çук. Тыр-пул пĕр гектартан вăтамран 35 центнер тухрĕ. Çĕр улмие пĕр гектартан вăтамран 200 центнер, вăрлăх сухана 130 центнер пухса кĕртрĕмĕр.
Туса илнĕ продукцие кĕркунне сутма васкамастпăр. Пирĕн вĕсене хĕл каçарма климата йĕркелесе тăракан управсем пур. Çуркунне тырра, çĕр улмие, севока çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен туянма килеççĕ.
- Эсир кăçал та техника паркне пуянлатнă иккен. Пушаннă уй-хире вĕр çĕнĕ тракторсем сухаланине курнăччĕ...
- Паянхи саманара тракторсемпе комбайнсене, кăкарса çỹремелли ытти агрегатсене çĕнетмесĕр май та çук. Ĕçе халь ытларах та ытларах механизацилеме тивет. Çакă ял хуçалăхĕнче вăй хурас кăмăллисем сахалланса пынипе те çыхăннă.
Кăçал "Кировец-424", "Кировец-525" маркăллă тракторсем, халăхра вĕсене "Кирюша" тесе калаççĕ, "ACROS-595" комбайн, GL34Т маркăллă çĕр улми лартаканни, АДС-5Э дискатор, КС-8А культиватор тата ыттине те, пурĕ 19 млн тенкĕ ытлалăх, туяннă. Пĕлтĕр парк пĕрчĕллĕ культурăсене акмалли Amazone D9 6000 ТС сеялкăпа, тырă тиекен, вăрлăхсене имçамлакан агрегатсемпе тата ыттипе те пуянланчĕ. Тырра тасатса тирпейлекен ЗАВ-50 комплекс турăмăр. Тĕрĕссипе, техникăпа хампа юнашар ĕçлекен ывăл питĕ кăсăкланать. Унăн тивлечĕпе парка пуянлатса пыратпăр. Çитес çул акакан комплекс туянас тетпĕр. Кăçал агропромышленность комплексне паракан пулăшусем питĕ курăмлă пулчĕç. Иртнĕ çулсенче техника туяннăшăн 15 процент çеç субсидиленĕ пулсан халь 40 процента çитернĕ. Çакă пире, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене, питĕ савăнтарать.
– Ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр?
- Чылай çул усă курман, хыт хура пуснă хирсене тасататпăр, пулăхлăхне ỹстеретпĕр, çакăн хыççăн вĕсене куç хывакансем часах тупăнаççĕ. Акă, Татмăшра çапла пулчĕ. Туçа ял тăрăхĕнче те кун пек тĕслĕхпе пĕрре мар тĕл пултăмăр. Çĕрпе ĕçлес текенсем пурри савăнтарать-ха мана, анчах малтан, эпир усă курма пикениччен, ăçта çỹренĕ-ха вĕсем? Çĕр пайĕсене те каялла илкелерĕç. Сăмах май, арендăна илнĕ пĕр пайшăн эпир 200 килограмм тырă паратпăр. Документсем алăра пулмасан çĕрпе шăпах эпир ĕçленине ниепле те ĕнентерме çук, çавăнпа та тивĕçлĕ хутсене çийĕнчех тăватпăр.
- Иван Петрович, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне еплерех кăмăлпа кĕтсе илетĕр?
- Тырă, çĕр улми, вăрлăх сухан тухăçĕ пĕчĕк мар, техника паркĕ пуянланнă, çавăнпа та уяв кĕрекине тулли кăмăлпа ларатпăр. Çитес çул тата пысăкрах кăтартусем пуласса шанса тăратпăр.
О. БЕЛЬДЕКОВА калаçнă