Минегали Ямалетдинович — Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, вырăнти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Вăл 1947 çулта Шăнкăртамра колхозниксен çемйинче çуралса ӳснĕ. Сăмах май, çемьере 8 ача çитĕннĕ, Минегали вара пиллĕкмĕш ача пулнă. Ашшĕ, ĕçченскер, ачисене ача чухнех ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Çавна май çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсем колхозра вăй хунă. Минегали вара техникăна питĕ юратнă. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче темиçе тапхăр ĕçленĕ хыççăн пĕр-пĕр ăста тракторист çумне плугарь пулса çирĕплетме ыйтнă ашшĕнчен. Каярахпа тыр-пул комбайнĕсемпе кăсăкланма тытăннă арçын ача. Çапла вара комбайнера пулăшма пуçланă. Хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçланă вăл. Çавăнпах ăна аслисем те кăмăлланă.
Вырăнти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче малалла тăснă, инженер профессине алла илнĕ. Направленипе Тутар Республикине лекнĕ. Мелиораципе шыв-шур хуçалăхĕн министерствинче ăна аслă инженер ĕçне шанса панă. Анчах виçĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, Жданов ячĕллĕ колхозра тĕп инженерта вăй хума тытăннă. Çамрăк специалистăн ăсталăхĕпе пултарулăхне пуçлăхсем, ял халăхĕ тӳрех асăрханă. Ахальтен мар ăна 1978 çулта асăннă хуçалăха ертсе пыма шаннă. Ку ĕçре вăл 8 çул тăрăшнă. Тыр-пул çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе çак колхоз ун чухне районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă. Унта тĕрлĕ районти тĕп специалистсен, ертӳçĕсен семинарĕсене час-часах ирттернĕ. 1982 çулта пысăк лаптăксенче выльăх кăшманĕ, çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Выльăх кăшманне п.р гектартан1136 центнер пуçтарса илнĕ, «иккĕмĕш çăкăра» вара — 256 центнер. Хăш-пĕр бригадăра — кашни гектартан 306 центнер. Сăмах май, унта çитĕнтернĕ выльăх кăшманĕн тухăçĕ республикăра чи лайăххи шутланнă.
Хуçалăхра строительство ĕçĕ те аталаннă. Минегали Хафизов ертӱçĕре вăй хунă чухне 40 объекта хута янă. Колхоз укçи-тенкипе 400 вырăнлă культура çурчĕ, 160 вырăнлă ача сачĕ тунă, икĕ пĕве пĕвеленĕ, хуçалăх хушшинче вун-вун çухрăма тăсăлакан хытă сийлĕ çул сарнă. Паллах, вырăнти экономика аталаннă май колхозниксен пурнăç шайĕ те ӱснĕ. Ҫавна май ял хитре çуртсемпе капăрланнă. Икĕ хутлă керменсем çĕкленнĕ.
Шăпах çак çулсенче хастар ĕçченсене чысласси йăлана кĕнĕ: тăватă çынна «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă, Т. Узбеков РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» пулса тăнă. Минегали Хафизов вара «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ.
1986-1997 çулсенче Минегали Ямалетдинович Патăрьел районĕн ĕç тăвакан комитечĕн пĕрремĕш çумĕнче – районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕнче, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче, каярахпа «Новая жизнь» фермер хуçалăхĕн тата «Урняк» ял хуçалăх предприятийĕн ертӳçинче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен экологра та вăй хунă. Хăть ăçта ĕçлесен те вăл хастарлăхпа, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Ҫавăнпах ĕнтĕ ăна ял-йыш, юлташĕсем, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Ҫакна та палăртса хăвармалла: Минегали Ямалетдинович ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне те аталантарма вăхăт тупнă.
Ĕçне кура тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ вăл. Вĕсен йышĕнчех: Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн, Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕн тата Чăваш КПСС обкомĕн Хисеп грамотисем, ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕ, «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» асăну медалĕ…
Минегали Ямалетдинович мăшăрĕпе 48 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Виççĕшне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Тĕпренчĕкĕсем паян хăйсем те çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне сакăр мăнукпа савăнтараççĕ.
Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçин çуме