Пурнăç пăрнăçне пăхмасăр утать малаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2022, 19:37 Просмотров: 732

 Çыннăн пурнăçĕ тултан пăхма çеç хитре. Никамăн та вăл шыв юххи пек пĕр тикĕс шăнкăртатса çеç пымасть: савăнăçĕ те, хуйхи те çителĕклех. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă кăна каçасси мар çав... Турханта пурăнакан 70 çулти Геннадий Кудряшов (сăн ỹкерчĕкре) çакна питĕ лайăх пĕлет. Кун-çулне ỹпкелемест вăл, терт-нуши витĕр чылай тухма тивнĕ пулсан та кашни куна тулли кăмăлпа кĕтсе илет.

 Турханти шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ Геннадий Иванович Етĕрне районĕнчи Советскинчи професси училищинче колхоз направленийĕпе тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Ялтан пĕрле ỹссе çитĕннисем виççĕн пулнă вĕсем. Çулталăк ют районта пурăннă хыççăн тăван тăрăха каялла таврăннă. Хулана пурăнма каясси унăн шухăшĕнче те пулман. Ачасенчен асли пулнă май ашшĕ-амăшне 5 шăллĕпе икĕ йăмăкне ура çине тăратма пулăшас тенĕ. Хуçалăхра тăрăшакансем тырă та нумай илнĕ, шалăвĕ те пĕчĕкех пулман, хисепленĕ те. Çаксене шута илсе 1968 çулта "Россия" колхозра ĕçлеме пуçланă.

Тин кăна механизатор правине илнĕ каччăна малтанлăха прицепщик пулма шаннă, каярах хăй тĕллĕн гусеницăллă тракторпа çỹреме пуçланă.

- Аннепе пĕр тăван Ваççук кукка (Анат Тăрмăшра пурăннă, Шагаровсен. - Авт.) тракторпа çỹретчĕ. Ăна курса та механизатор пулас шухăш çуралчĕ пуль. Вăл вăхăтра тата тракторист профессийĕ сумлисенчен пĕри пулнă. Ĕçлеме пуçласанах Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Ефим Васильевич Романов сахал мар пулăшса пычĕ, - тет Геннадий Иванович хăйĕн кун-çулĕ пирки каласа панă май.

1971 çулхи çуркунне Турхан каччишĕн уйрăмах асра тăрса юлнă. Акана вĕçленĕхыççăн вăл салтак аттине тăхăннă. Унăн тракторĕпе Анатолий шăллĕ малалла ĕçлеме пуçăннă. Çар тивĕçне икĕ çул Чехословакинче пурнăçланă. Геннадий Иванович килне таврăннă, шăллĕне хĕсмете кайма повестка килнĕ. Вăй питти çамрăк тулли кăмăлпа татах малтан çỹренĕ трактор р-улĕ умне ларнă. Хăйне шаннă тивĕçе яланах тỹрре кăларма тăрăшнăран çитĕнĕвĕсем те пулнă. 1974 çулта "Чи лайăх тракторист" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче те çакăнса тăнă. Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи те пĕрре мар пулнă. Тăрăшулăхне кура

ăна колхозри, республикăри ытти малта пыракансемпе турпутевкăпа та канма янă. Такăр çулпа утса пынă чухнех хăш-пĕр чухне такăнатăн, пурнăçра та çаплах. 1975 çулта хирте ĕçленĕ вăхăтра Геннадий Иванович ăш ыратнипе аптăранă. Йывăр операци витĕр тухма тивнĕрен тухтăрсем ăна трактор рулĕ умне урăх ларма сĕнмен, çавна май заправщикре ĕçлеме пуçланă. 20 çул пĕр сукмака такăрлатнă. Кайран тивĕçлĕ канăва кайичченех, ун хыççăн та хуçалăхра ака вăхăтĕнче вăрлăха имçамлакан машинăна, вырмара тырра алласа тасатакан хатĕре юсаса, тирпейлесе тăнă. Паян та пулăшу кирлĕ чухне хирĕçлемест. Тỹрĕ кăмăллă пулнăран ревизи комиссийĕн членне те суйланă.

Г. Кудряшов мăшăр пулма Турханти вăтам шкула практикăна килнĕ Вăрнар районĕнчи Шĕнер хĕрне суйланă. Мария Михайловна рисовани, черчени, труд урокĕсене ертсе пынă. Шел пулин те, çамрăксене туйра Геннадий Ивановичăн амăшĕ пил парайман. Аслă ывăлĕ авланиччен, 1982 çулта, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ун чухне Василийпе Александр шăллĕсем 6 тата 8 классенче кăна вĕреннĕ. Çемье çулĕпе утма пуçланă мăшăр вĕсене пĕлỹ илме, пурнăç çулĕ çине тухма нумай пулăшнă. Çав вăхăтрах хăйсем те уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, хĕрпе ывăл çуратнă. Савăнса кăна пурăнмалла чухне татах инкек алăкран кĕтмен-туман çĕртен пырса шакканă...

2001 çулхи кĕрхи каникулта Мария Михайловна Шупашкарти суту-улỹ училищинче вĕренекен Света хĕрне тата тăванĕсене курас тĕллевпе тĕп хулана кайнă. Хăнара хĕллене валли пахча çимĕçрен тунă салат çинĕ. Шăпах çавăнпа наркăмăшланнă, анчах тухтăрсем хĕрарăма инсульт пулнă тесе малтанхи пулăшу панă. Наркăмăш хăйĕн ĕçне тунă: организмра саланнă та саланнă. Тăван килне çемье вучахне упраканĕ тупăкпа таврăннă. 10 кунтан шăллĕн те çак диагнозпах пурнăçĕ татăлнă. Тепĕр икĕ тăванĕн те больницăра выртсах сипленме тивнĕ.

Студент хĕрĕпе тата 10 класра вĕренекен Леня ывăлĕпе тăрса юлнă Геннадий Иванович йывăр пулсан та ачисене ура çине тăратнă. Картишĕнчи выльăх йышне те чакарман. Хĕрарăм алли çитменнине пăхмасăрах ĕне усранă. Ăна вăл икĕ çул каялла кăна сутнă.

 - Çын ĕçпе йăпанать, хуйхине пусарать. Выльăхсем патне тухатăн та пурин пирки те манса каятăн, вăхăт та сисĕнмесĕр шăвать. Çавăн пек кун хыççăн кун иртет. Ачасем те çемьеленчĕç. Света Шăнкăртам каччипе пĕрлешрĕ. Леня Треньел хĕрĕпе мăшăрланчĕ. Мăнуксем пурришĕн савăнатăп. Шел, Мария Михайловна çеç юнашар мар. Иксĕмĕр тунă çуртра шăкăл-шăкăл кăна калаçса пурăнмаллаччĕ те вĕт... - терĕ Геннадий Иванович калаçу тăсăлнă май.

 Г. Кудряшова ачисем пăрахмаççĕ. Хуçалăхри кулленхи ĕçсене арçын ытларах пĕччен пурнăçлать пулсан, пысăкраххисене тунă чухне ывăлĕпе хĕрĕ, кинĕпе кĕрỹшĕ килсе пулăшаççĕ.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика