Пыл çиес тесен ĕçлеме те ан ỹркен

Категория: Публикации Опубликовано: 20.01.2023, 12:57 Просмотров: 335

Иртнĕ çулхи çуркунне вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тунă хыççăнах çанталăк сивĕтсе кайрĕ. Каярах пĕр эрне хĕвел пăхса илчĕ, анчах татах сулхăнлатрĕ.

Çил çурçĕр енчен пулнă май шыв илме тухнă "ылтăн хуртсенчен" нумайăшĕ каялла таврăнаймарĕ. Май уйăхĕ те кĕтнĕ пек ăшă пулмарĕ. Кукша пуç çеçкере чухне пыльца пухма кайнă вĕлле хурчĕсем чечексем çинче шăннипе утара вĕçсе çитеймерĕç. Йыш ытти çулсенчи пек хăвăрт пысăкланаймарĕ, аталанассипе икĕ эрне кая юлчĕ. Çавăн пекех пыл паракан курăксем, çăка йывăççи 10 кун каярах çеçке çурчĕç. Çăка чечеккисем те ытти çулхинчен икĕ хут сахалрахчĕ. Вăрманта ỹсекеннисем çинче вĕлле хурчĕсем мĕн пурĕ те тăватă кун çурă кăна ĕçлесе юлчĕç. Вăйлă, йышлă хуртсем çеç кĕске вăхăтра пылак продукци хатĕрлеме пултарчĕç. Тĕрĕслев виçи çинче ларакан вĕллене кунне 6 килограмм пыл пухăнни палăрчĕ.

Каярах вĕлле хурчĕсене Ульяновск облаçне, фацели, синяк, хуратул, хĕвелçаврăнăш ỹсекен хирсене, илсе кайрăмăр. Унтан каялла сентябрĕн 3-мĕшĕнче çеç турттарса килтĕмĕр. Июль, август уйăхĕсенче ĕçчен хуртсем валли çанталăк та лайăх тăчĕ. Каçпа та ăшă пулнипе пыл пухакансем çĕр выртма çеçкесем çине вĕçсе каятчĕç, ирхине вара пушăлла килместчĕç. Ку, паллах, утарçăсене савăнтарчĕ. 2022 çул ăнăçлă çулсенчен пĕри пулчĕ.

Пĕлтĕрхи пыл иртерех хытрĕ, çакă унта глюкоза нумайраххине пĕлтерет. Ăна кĕркунне вĕлле хурчĕсене апатланма парсан хĕл каçа тата хытатать. Ылтăн хуртсем ăна усă курайманнипе, выççипе çуркунне енне кайсан шавлама пуçлаççĕ, вилме те пултараççĕ. Уйрăмах рапс, хĕвелçавăрăнăш пылĕсене вĕллене хума лайăхах мар. Кун пек чухне лайăх пыл е канди парса пулăшмалла.

2022 çулта "Известные пчеловоды Чувашской Республики" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта республикăри паллă утарçăсене, Чăваш Енри наукăн икĕ докторĕн, икĕ кандидачĕн ĕçĕсене кĕртнĕ.

Январĕн 26-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Вĕлле хуртне пулăш" форум иртет. Вăл 9.30 сехетре пуçланать. Унта Швейцари тата Беларуç çĕршывĕсенчи паллă утарçăсем килме палăртнă. Çавăн пекех канашлăва Ульяновск, Чулхула, Пенза, Иваново облаçĕсенчен, Мари Эл, Мордва, Тутар Республикисенчен те çитеççĕ. Хамăр республикăри вĕлле хурчĕ усракансем, пĕрремĕш утăм тăвакансем хастар хутшăнасса шанас килет. Специалистсем кирлĕ сĕнỹсем параççĕ, хăйсен опычĕсемпе паллаштараççĕ.

Форумра паха пыл тутанса пăхма, туянма та май пулать. Кăмăл тăвакансене хапăл тăватпăр.

Н. ПИРОЖКОВ, зоотехник-консультант

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика